Май уйăхĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ кун

8 Çу, 2015

Май уйăхĕ уявсемпе пуян. Вĕсенчен чи хакли - мăнаçлă çĕршывăмăрăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе, пурнăçĕпе, юнĕпе çĕнсе илни - Çĕнтерÿ кунĕ. Эпир уншăн хамăрăн аттесемпе асаннесем, пиччесемпе аппасем, çав вăхăтра çапăçу хирĕнче юн тăкнă тата тылра ырми-канми вăй хунă кашни çын умĕнче парăмра.

Çул хыççăн çул иртет - пирĕн астăвăм манăçа тухмасть-и? Мĕн çыхăнтарать пире, паянхисене, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçипе? Ун чухнехи халăхăн паттăрлăхĕ çинчен çителĕклĕ каласа кăтартаятпăр-и çитĕнекен ăрăва? Çак тата ытти вун-вун ыйту тухса тăрать Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ пирки шухăша путсан. Паян та юн тăкăнать, çĕр-çĕр, пин-пин çамрăкăн пурăнас кунĕ татăлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хальхи вăрçăсемпе танлаштарса мĕн калама пулать-ха?

Тен, çак ыйтусем тавра пуçа ватса вăл е ку шухăш патне пырса тухма, пĕтĕмлетÿсем тума манăн мар, вăрçă ыйтăвĕсене тахçантанпах тарăн тишкерекен ăсчахăн, ятарлă специалистăн хутшăнмаллаччĕ пулĕ. Çапах та мĕншĕн хамăн сассăма пĕлтерес, ним чĕнмесĕр юлас мар-ха терĕм? Мĕншĕн тесен вăрçă ахрăмĕ çĕршывăмăрти кирек хăш çемьене пырса шакканă, пĕрисен мăшăрне, теприсен савнине пĕтернĕ, ĕмĕрлĕхе чăлаха хăварнă. Тепĕр енчен, эпĕ хам - амăшĕ. Ывăлсене амăшĕсем вăрçă валли мар, несĕл йăхне малалла тăсас тесе кунçул парнелеççĕ.

Акă, «Астăвăм» кĕнекене алла илсе уçса вулатăп. Куç тĕлне хамăн ратнери тăвансен ячĕсем тĕл пулаççĕ: Василий Петрович Рахмуллин, 1924 çулта çуралнăскер, 1944 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ, Могилев облаçĕнчи Быково ялĕ çывăхĕнче пытарнă. Дмитрий Герасимович Рахмуллин, Моисей Васильевич Рахмуллин тата ыттисем те вăрçăран яла таврăнайман. Амăшĕсем ывăлĕсене кĕтсе илеймен. Тăван ялăмра - Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнче - çавăн пек çынсем 100 яхăн. Районĕпе, республикипе, çĕршывĕпе миçен? Пинĕ-пинĕпе, мĕльюнĕ-мĕльюнĕпе...

Кирек мĕнле вăрçă çинчен те çырма, каласа кăтартма йывăр. Астăвăм асрах юлтăр тесе çителĕклĕ ĕçлетпĕр-и-ха? Çамрăк ăрăвăн мĕн пĕлмелле? Тата ун çинчен камăн каласа кăтартмалла? Çĕнтерĕве çывхартнă салтак - хăй чĕрĕ палăк. Шел, çулсеренех сахалланса пыраççĕ фронтовиксем. Иртнĕ вăрçă Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн, тапăнса кĕнĕ ирсĕр тăшманран хăтăлассишĕн пыни çинчен ачасене шкулта вĕрентекенсем тĕрĕс ăнлантарса пама тивĕç. Çыравçăсем хăйсен хайлавĕсенче çутатмалла. Театр витĕмĕ питĕ вăйлă. Çамрăксен театрĕ А.Хмытăн «Çерем çинчи çиçĕм» спектакльне сцена çине кăларса питĕ пархатарлă ĕç турĕ. Çак сезонра Вырăс драма театрĕ Б.Вахтинăн «Синяя, синяя речка» произведенийĕпе лартнă ĕçе куракан питĕ лайăх йышăнчĕ. Çакăн пек мелсем пире ытларах витĕм кÿреççĕ.

Маларах каларăм-ха ĕнтĕ ССР Союзĕ пулнă территорире хальхи вăхăтра та юн тăкăнать тесе. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе танлаштарсан паян ютран тапăннă тăшманпа мар, пĕр çĕршыв çыннисем хушшинчех вăрçă пырать. Çак ăссăрла лару-тăрура пурнăçран уйрăлни тата хăрушă. Украинăри пăтăрмах пирки-ха сăмахăм. Çак икĕ вăрçă çинчен шухăшланă май куç умне, акă, мĕн тухса тăчĕ. Вунултă çул каялла Беларуç Республикине кайсан Хатыне çитсе курни. Унти хăрушă ĕç 1943 çулхи март уйăхĕнче пулса иртнĕ. 26 киллĕ яла бензин сапнă та чĕртсе янă. Хатыньри 149 çыншăн çак кун пурнăçĕнче юлашки пулнă. 2000 çулта Чечняра пулса курнăччĕ. Унти Бамут ялĕ те Хатынь пекех пушанса юлнăччĕ. Выçă йытăсем çеç апат шыраса ăçта çитнĕ унта чупкаласа çÿретчĕç. Текех ун пек ÿкерчĕксем курма Турă ан хуштăр. Никама та.

Çĕнтерÿ кунĕ - питĕ нумай пĕлтерĕшлĕ кун. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăри паттăрлăхне палăртаканни те, çак Çĕнтерÿ мĕнле майпа, условисенче туптаннине çирĕплетекенĕ те, хаяр çапăçусенчен каялла таврăнман салтаксем, офицерсем умĕнче, паян пурăнакан фронтовиксене пуç тайни те. Çав кун ветерансен ячĕпе мухтав сăмахĕ, палăксем умне чечек çыххисем хунипех пирĕн астăвăм лакса ан лартăрччĕ. Вăл пирĕн чунра, эпир çĕршывăмăра юратнинче, кашни мирлĕ, таса тÿпеллĕ кун таппипе пурăнтăрччĕ.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.