Комментари хушас

8 Çу, 2015

Общество ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисенчен пĕри - тÿлевлĕ общество ĕçĕсене йĕркелени. Тÿлевлĕ общество ĕçĕсене йĕркелени - патшалăхăн пулăшу ĕçĕ, унпа ĕçлев центрĕсенче юрăхлă ĕç тупас тĕллевпе ĕç шыракан е ĕçсĕр çын пулса регистрациленнĕ граждансене тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çапла вара ĕç шыракан тата ĕçсĕр граждансем çак пулăшу ĕçĕпе усă куракансем, çавна май общество ĕçĕсене хутшăнакансем пулса тăраççĕ.

2015 çулхи I кварталта общество ĕçĕсене республикăра пурăнакан 1330 çын ытла хутшăннă. Çак ĕçсене хутшăннисен пĕтĕмĕшле йышĕн 59,5% - хĕрарăмсем.

Общество ĕçĕсене пула районсемпе хуласенче вăл е ку вăхăтпа е тапхăрпа çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ чылай проектпа ĕç пурнăçланать. Çав шутра - çуртсемпе оборудование юсасси, çурт-йĕре тирпейлесси, подъездсене тасатса тăрасси, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси* территорисене тасатасси тата тирпейлесси, документсем хатĕрлесси* парксенче, кану, физкультурăпа туризм зонисенче йывăç-тĕм лартасси, вĕсене хăтлăх кÿресси* чирлисене пăхасси, территорисене тасатасси тата тирпейлесси* муниципалитетсен шкулчченхи тата шкул вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене йĕркелеме, тытса тăма тата аталантарма пулăшасси* выльăх-чĕрлĕх витисене, складсене, ытти çурт-хуралта юсасси, уй-хирти ĕçсене, тырпул пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçласси* эмел курăкĕсем хатĕрлесси, хатĕр продукцие чĕркесси, хранилищĕсене тасатса хатĕрлесси тата ыт.те.

Общество ĕçĕсем - тÿлевлĕ ĕç. Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексĕн 135 статйипе килĕшÿллĕн общество ĕçĕсене хутшăнаканăн ĕç укçине вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕпе çак ĕç паракан çирĕплетнĕ ĕçшĕн тÿлемелли системăна тĕпе хурса, анчах ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçерен кая мар палăртаççĕ.

Енчен те çак ĕç уншăн юрăхлă пулмасан ĕçсĕр гражданинăн вăл общество ĕçĕсене хутшăннă тапхăрта ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илмелли прави сыхланса юлать.

Патшалăхăн общество ĕçĕсене пурнăçлассине йĕркелемелли пулăшу ĕçĕсене кÿмелли административлă регламентпа килĕшÿллĕн ĕçлевĕн çак тĕсĕ чылай вăхăт ĕçлемен е ĕç опычĕ çук граждансен ĕçлессипе çыхăннă хавхаланăвне упраса хăвармашкăн пулăшма тивĕç. Шăпах çавăнпа ĕçлев службин органĕсем ĕçсĕррисене малашне яланхи ĕçе вырнаçмашкăн ĕç хăнăхăвне упраса хăварма е ăна çирĕплетме хушма шанăç параççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.