Archive - Çу 2015 - Хыпар

мая 13th

13 Çу, 2015

КУÇА КУРĂНМАН СĂВĂС ТАПĂНСАН

Демодекс - куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс. Вăл ÿтĕн çу парĕсенче тата çÿç тымарĕсенче пурăнать. Çак сăвăс пуçарнă чире демодекоз теççĕ. Чир час-часах ÿт çинче те, куç хăрпăкĕсем çинче те палăрать. Пите пÿрлешке евĕр шатрасем тухса тулаççĕ, куç хăрпăкĕсем вĕтĕ çăнăхпа витĕннĕ пек курăнаççĕ, хăш чухне вĕсем тăкăнма та пуçлаççĕ. Куç кĕçĕтет, куççульленет, хупанкисем хĕрелеççĕ.

13 Çу, 2015

Нÿрĕк - пысăк тухăç никĕсĕ

ЧР Ялхуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» ХУП ăсчахĕсем АПК предприятийĕсем çĕрĕç эффективлăхне ÿстерччĕр тесе республикăри малта пыракан хуçалăхсенче тĕрлĕ сăнав тăтăшах ирттереççĕ. Минерал тата органика удобренийĕсем ялхуçалăх культурисене пĕрешкел тата тĕрлĕ условире епле витĕм кÿнине тĕпчеççĕ. Вĕсене çитĕнтерессине биологилес ыйту та пысăк вырăн йышăнать. Тăпрари нÿрĕк саппасĕ те пĕлтерĕшлĕ.

13 Çу, 2015

Райпо сĕте икĕ тенкĕ çеç хаклатать

«Хыпарта» Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕн Иван Никифоровăн «Ял çынни, сана кам хÿтĕлĕ?» статйи /17.04.15 ç./ кун çути курчĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай райповне те асăннă.

13 Çу, 2015

53 çултан - Раççей Геройĕ!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыва тăшманран хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн чи пысăк наградăна - «Совет Союзĕн Геройĕ» ята - тивĕçнĕ ентешсен шучĕ хушăнчĕ. Тивĕçлĕ награда хăйĕн хуçине - Чиешнере çуралса ÿснĕ Александр ВОЛКОВА - çур ĕмĕр ытла иртсен çеç шыраса тупнă.

13 Çу, 2015

Вăрçăра - паттăр, ĕçре - хастар

Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе чăвашсем те кар тăнă, нимĕç фашисчĕсене аркатма хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă. Шел те, паттăрсен йышĕ кунран-кун тенĕ пекех чакса пырать. Çапах сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр ыттисене мĕнпе те пулин усă кÿме ăнтăлакан йышшисенчен пĕрин çинчен каласа кăтартасшăн та эпĕ.

Пĕррехинче Чăвашрадион пĕр кăларăмĕнче хам тахçанах лайăх пĕлекен сасă янăраса кайрĕ. Передачăна ертсе пыраканĕ унпа çывăхрах паллаштарчĕ: «Ипатий Ильин». «Чим-ха, ку Ипатий Анисимович вĕт», - вĕлтлетсе илчĕ шухăш. Йăнăшмарăм иккен.

13 Çу, 2015

«Мĕн чăтнине килте каласа кăтартăп-ха...»

Лавкка умĕнче Юрий Емельянович Федорова тĕл пултăм. Пĕр ялсемех эпир, анчах чылайранпа курман. Вăл Йăлмаччари вулавăш ертÿçинче ĕçлерĕ. Ун чухне библиотекăна халăх нумай çÿренĕ, ватти те, вĕтти те татăлма пĕлмен. Пушă вăхăтра эпĕ те каймасăр чăтаймастăм. Юрий Емельянович çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Анчах та ялти клубăн ĕмĕрĕ татăлчĕ - 5-6 çул каялла вăл çĕрсе ишĕлчĕ. Çавна май Йăлмаччари культура вучахĕ сÿнчĕ.

13 Çу, 2015

Аманнăшăн ÿкĕнетчĕ

Вăрçă хаяр та шелсĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-хĕмĕ, тамăкĕ витĕр тухнисен паттăрлăхĕ умĕнче кашниех пуç тайма тивĕç. Вĕсем пирки сăвă-юрă хайламалла. Çакăн йышши паттăрсем - Тăвайĕнчи пĕртăван Илья, Иван, Петр тата Ольга Лисовсем.

13 Çу, 2015

Ырă ĕçсемпе палăрнă çын

Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă.

Вырăссен каларăшĕ.

Ырă çын çеç ырă ĕç тума пултарать, мĕншĕн тесен çакнашкал çын пулмашкăн çутă чунпа, таса чĕрепе пурăнмалла. Çавăн пек çынсем йăлтăр çутă евĕрлех - хăйсен патне туртаççĕ, ăшăтаççĕ. Ытларах чухне вĕсем - пирĕн атте-анне е вĕрентекенĕмĕрсем.

13 Çу, 2015

Çулталăк маларах вилме пултарнă

Пĕрремĕш космонавт биографийĕнче пĕтĕмпех уçăмлă темелле. Çапах та çулсем иртнĕçемĕн çĕнĕ фактсем те палăраççĕ. Космонавтсене хатĕрлекен центр преподавателĕ Валентин Петров Гагаринпа туслă пулнă. Эпир Петров полковникпа тĕлпултăмăр.

Сывлăшри кадриль

- Акă «плакатри» Юрий Алексеевич - сăнÿкерчĕкрен йăл кулса пăхать, мир символне шурă кăвакарчăна тытнă. Çапах та урăх Гагарин та пулнă вĕт, чĕрри, чăн-чăнни.

Pages