Вăрçăра - паттăр, ĕçре - хастар

13 Çу, 2015

Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе чăвашсем те кар тăнă, нимĕç фашисчĕсене аркатма хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă. Шел те, паттăрсен йышĕ кунран-кун тенĕ пекех чакса пырать. Çапах сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр ыттисене мĕнпе те пулин усă кÿме ăнтăлакан йышшисенчен пĕрин çинчен каласа кăтартасшăн та эпĕ.

Пĕррехинче Чăвашрадион пĕр кăларăмĕнче хам тахçанах лайăх пĕлекен сасă янăраса кайрĕ. Передачăна ертсе пыраканĕ унпа çывăхрах паллаштарчĕ: «Ипатий Ильин». «Чим-ха, ку Ипатий Анисимович вĕт», - вĕлтлетсе илчĕ шухăш. Йăнăшмарăм иккен.

Хăйĕн ĕмĕрне вăл стройкăрах ирттерчĕ. Ырă ята тивĕçнĕ çурт-йĕр ăсти çинчен эпĕ темиçе çул каялла пĕр хаçатра ăшшăн çырса кăтартнăччĕ. Çавăнтанпа ятарласа тĕл пулса калаçманччĕ. Халĕ, акă, май тупăнчĕ.

...Шăнкăрав тÿмине пуссанах алăка патвар çан-çурăмлă, лутрарах кĕлеткеллĕ кил хуçи уçрĕ, алăма хытă чăмăртаса тĕпеле иртме сĕнчĕ.

- Çĕр çул та çитет пулĕ курманни-калаçманни, - шÿтлекерех сăмах хушрăм эпĕ сывлăх суннă май.

- Ун чухлех мар-ха. Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче 96 çул кăна тултартăм. Турри пулăшсан, акă, 100 çула та çитĕп, - шÿт çине шÿтпе хуравларĕ вăл. - Ку тарана капашатăп тесе шухăшламан та. Чĕлĕм таврашне çăвара хыпман, эрехне те хутран-ситрен çеç уявсенче сыпкаланă. Çакă та тăсрĕ-и ĕнтĕ ĕмĕрĕме...

Ипатий Анисимович яланхиллех кашни сăмаха тĕплĕн шухăшласа, иртнĕ пулăмсене пĕр сиктермесĕр аса илсе калаçма юратать. Ку тĕлĕшпе вăл ятарласа «Кунçул кĕнеки» те хатĕрленĕ. Кунти кашни страницăна вуласан куç умне унăн ачалăхĕ, çамрăк чухнехи вăхăчĕ, ĕмĕр тăршшĕпех ăçта вĕренни, ĕçлени, иртнĕ вăрçă çулĕсем куç умне яр-уççăн тухса тăраççĕ.

Ипатий Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялĕнчи йышлă çемьере çуралнă. «Сакăр ачаллă кил-йышра пурăнма пĕртте çăмăл марччĕ. Çăкăрĕ те çитсе пыман, тăхăнма пÿтлĕ çипуç та çукчĕ. Лаш Таяпари шкулта вĕреннĕ чухне унтах выртса-тăрса пурăнаттăм, çу кунĕсенче аслисемпе колхоз уй-хирĕнче тăрмашнă. Темле йывăр пулсан та вĕренес шухăша пăрахман. Çичĕ класс хыççăн Кавалти колхоз çамрăкĕсен шкулне çул тытрăм, ăна пĕтерсен Патăрьелĕнчи педагогика техникумне вĕренме кĕтĕм», - çырать Ипатий Анисимович хăйĕн «Кунçул кĕнекинче».

Шел те, ăна нушаллă пурнăç кунта вĕренсе пĕтерме паман. Кăштах та пулин укçаллă пулас, çын ретне кĕрес тесе çамрăк йĕкĕт Мускава çул тытать. Тĕп хулара икĕ çул тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ хыççăн тăван ялне таврăнать.

- 1939 çулта çара кайма ят тухрĕ. Питĕ савăнтăм. Анчах кăлăхах пулчĕ. Йышăну комиссийĕ пĕвĕм пĕчĕк пулнăран пăрахăçларĕ. Çакна илтсен макăрсах ятăм. Вара вăхăта ахаль сая ярас мар тесе Патăрьелĕнчи техникума каялла таврăнтăм. Вĕренни кирек хăçан та кирлĕ вĕт, - хăйĕн «Кунçул кĕнекине» тăснăнах сăмахларĕ Ипатий Анисимович.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа çамрăксем сывпулашу каçне пухăнаççĕ. Алăра - диплом, умра - çĕнĕ тĕллевсем. Яшсемпе хĕрсем мĕн шуçăм киличченех çывăхри улăхра кăмăл туличчен савăнаççĕ. Анчах шăпах килĕсене саланнă вăхăтра хăрушă хыпар çитет: «Вăрçă тухнă!»

Акă, мĕн çырать кун çинчен Ипатий Анисимович хăйĕн «Кунçул кĕнекинче»: «Ăсату каçĕ çапла вĕçленессе эпир шухăшламан та. Кашнин пичĕ çинчех - салху, пурте чĕмсĕр. Пусăрăнчăк кăмăлпа майĕпен салантăмăр. Çапах та çак самантрах шалта темле вăйлă туйăм çуралчĕ. Çĕршыв - хăрушлăхра. Апла пулсан никамăн та айккинче тăрса юлмалла мар. Çак ĕмĕтпе эпир, ĕнер çеç техникум пĕтернĕ виçĕ çамрăк, районти комсомол комитетне çул тытрăмăр. Комитет секретарĕ Касьянов эпир мĕнле ыйтупа килнине çийĕнчех сисрĕ. Ман пата черет çитсен чарăнса тăчĕ, малтанах фронта яма килĕшмерĕ, «санăн пăртак ÿсмелле» тесшĕнччĕ, анчах эпĕ ÿпкеленине кура йышăнчĕ. Унтан пире заявлени çырма хутсем тыттарчĕ. Çапла эпир хамăр ирĕкпе фронта кайма, нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма тĕв турăмăр».

Çав çулхинех августăн улттăмĕшĕнче виçĕ тус Чулхулана çитеççĕ, тепĕр икĕ кунтан артиллери полкĕнче присяга тытаççĕ. Шăпах çакăнта, Атăл çинчи хулара, вĕсем бомбăсем ÿксе çурăлнине пуçласа кураççĕ.

Вăрçă çулĕсем Елчĕк каччине таçта та илсе çитернĕ: Рязань, Оренбург, Алма-Ата... Тем те курма, темле йывăрлăха та тÿсме тивнĕ, выçăллă-тутăллă вăхăтсем те, çумри юлташсем çапăçура алăрах юлашки хут куç хупни те пулнă. Çавăнпах-и Ипатий Анисимович чĕринче тарăн йĕр хăварнă çав самантсем пирки ытлашши сăмахламасть. Аса илме çăмăлах мар пулĕ çав - суран çине тăвар сапнăнах. Çапах та Ленинград фронтĕнчи вăхăта «Кунçул кĕнекинче» тĕплĕн çырса кăтартнă.

«1943 çулхи июнь уйăхĕнчех пирĕн Кондаков ертсе пыракан артиллери полкĕ Ленинград çывăхĕнче саппасра тăнă. Хула - блокадăра. Нимĕçсем ăна ярса илсе çĕрпе танлаштарма тĕллев тытнă. Нумай çухату тÿссе вĕсем Нарва, Луга тата Мшага шывĕсем урлă каçса хÿтĕленме тытăннă. Эпир фашистсемпе Нарва çывăхĕнче çапăçăва кĕтĕмĕр. Тан мар çапăçура икĕ енчен те çухату нумай пулчĕ. Çакăнта эпĕ пĕрремĕш хут суранлантăм. Ман пеккисем татах пурччĕ. Епле те пулин сипленес тесе полкран инçех мар Пундолово ялĕнче мунча хутса сывалма шухăшларăмăр. Вĕри шывпа çан-çурăма кантарма тытăнтăмăр кăна - таçтан мур енчен мунча çине снаряд персе анчĕ. Чутах тĕтĕмпе чыхăнса каяттăмăр - аран тухса ĕлкĕртĕмĕр. Нева çинчи хулана ирĕке кăларас тесе чылай вăхăт çапăçма тиврĕ. Çĕнтерÿ кунне Ленинградрах кĕтсе илтĕмĕр. Хула çыннисен савăнăçне çырса кăтартма сăмахăм та çитмест».

Вăрçă вĕçленсен кĕçĕн лейтенант мирлĕ ĕçе пуçăнать. Техникум панă специальноçпа унăн шкулта ачасене вĕрентме май пулнă, анчах вăл строитель пулса тăнă.

- Çамрăк чухне Мускавра кăштах çурт-йĕр тума хутшăннăччĕ. Çак туйăм вăйлăрах пулчĕ темелле. Çавăнпах-и, тен, пĕтĕм пурнăçа стройкăра ирттертĕм. Мухтаннă пек ан пултăр та - Шупашкарта манăн алă тивмен çурт сахал. Эпĕ - лепщик. Ай-ай, мĕнле кăткăс ĕç ку! Çурт карнизĕсене эрешлесе, тĕрлĕ ÿкерчĕк касса-калăпласа кăларасси пĕртте çăмăл мар. Акă, чукун çул вокзалĕнчен пуçласа аялалла урам тăршшĕпе çĕкленсе ларнă çуртсене илем кÿме эпĕ тÿрремĕнех хутшăннă. Халĕ çав урамсемпе иртсе пынă чух чĕре савăнать, - хăй суйласа илнĕ профессипе мăнаçланни çинчен чунне уçса калаçать Ипатий Анисимович.

Унăн ĕç кĕнекинче темиçе йĕрке кăна: «Легпромстрой» трест, иккĕмĕш строительство тресчĕ, СУОР. Кирек ăçта та вăл хастар ĕçпе палăрнă, яланах малтисен ретĕнче пулнă.

- Ипатий Ильинпа эпир чылай çул çума-çуммăн ĕçленĕ. Кирек мĕнле задание те вăл кĕске вăхăтра, лайăх пахалăхпа пурнăçлатчĕ. Ун чухне план, социализмла обязательствăсем пулнă. Çавăнпа та тепĕр чух икĕ смена кăна мар, виççĕмĕшĕнче те ĕçлеме тиветчĕ. Кунта вара яланах пуçаруллă, пур çĕрте те лара-тăма пĕлмен Ипатий пичче пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ, - тенĕччĕ ун çинчен сăмах тапратсан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Юрий Степанов.

Халĕ те тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă хисеплĕ ватă ахаль лармасть. Çăва тухсан мĕн хура кĕркуннечченех хула çывăхĕнчи дачăра кăштăртатать, вăй çитнĕ таран çĕр ĕçĕпе аппаланать, хуралтăсене çĕнетсе тÿрлетет. Шел те, пĕр ывăлпа пĕр хĕре кун çути панă, аллă çул ытла пĕр чĕлхерен пурăннă мăшăрĕ темиçе çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. Халĕ унăн - тăватă мăнук, тăватă кĕçĕн мăнук. Çавсемпе йăпанса пурăнать те вăрçăпа ĕç ветеранĕ.

Ипатий Ильинăн хваттерĕн пĕр пÿлĕмĕ ÿнер куравне аса илтерет тесен те йăнăш пулас çук - çÿлĕксем кĕнекесемпе тулли, стенасем çинче хăй сăрласа тунă ÿкерчĕксем. Кунтах гипсран ăсталанă Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Çеçпĕл Мишши кÿлеписем.

- Кăçал «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн юбилейĕ. Алă çитсен вăхăт тупса унăн кÿлепине те тăвас шухăш пур, - тет кил хуçи.

Çын - ĕçпе илемлĕ, ĕç чапа кăларать. Тахçан каланă çак сăмахсем паян кун та пĕлтерĕшне çухатман. Иртнĕ вăрçăн хăрушлăхне самаях тÿсме тивнĕ, кайран ирĕклĕ пурнăçра та паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнă ĕç ветеранĕн тĕрлĕ награда чылай.

- Нихăшне те ыйтса илмен. Тивĕçлĕ пулнă ĕнтĕ, çавăнпа панă. Акă, тинтерех çеç-ха «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медальне пачĕç. Манмаççĕ пире, ватăсене. Çакăнтан пахи урăх мĕн пултăр? - яланхиллех сăпайлă калаçрĕ сывпуллашнă май Ипатий Анисимович.

 

Вячеслав ШИНГАРЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.