Райпо сĕте икĕ тенкĕ çеç хаклатать
«Хыпарта» Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕн Иван Никифоровăн «Ял çынни, сана кам хÿтĕлĕ?» статйи /17.04.15 ç./ кун çути курчĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай райповне те асăннă. Районти килти хуçалăхсенчен сĕт пухассипе çыхăннă ыйтăва «Заготовки» тулли мар обществăн генеральнăй директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Евгений Соловьев хуравлать.
- Вĕсенчен сĕт райпо мар, «Заготовки» общество пухать, - палăртрĕ Евгений Викторович. - Çырура çĕкленĕ ыйтусем райпона мар, эпĕ ертсе пыракан предприятие пырса тивеççĕ. Çыру авторĕ сĕт сутса тăвакан тупăшăн пысăк пайĕ ăна туса илекене мар, суту-илÿ организацийĕсене тивнипе кăмăлсăр. Паллах, райпо та, «Заготовки» те республикăри сутуçăсемшĕн явап тытаймаççĕ, сĕте лавккасенче самаях хаклатса пысăк тупăш илнине ăнлантарма пултараймаççĕ. Райпо сĕте нумай хаклатса сутмасть. Мĕншĕн тесен вăл, чăн та, хаклă мар. Танлаштарса пăхар-ха. Апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне «Заготовки» кашни килограмм сĕте 15 тенкĕлле йышăннă. Ăна сивĕтекен пунктра 1-ер литр кĕрекен пластик савăтсене тултараççĕ. Кашнине райпо лавккисенче 17 тенкĕлле çеç сутаççĕ. Пĕр савăтран тупăш 2 тенкĕ кăна.
- Хулари лавккасенче 1 литр кĕрекен пакетри сĕте /çу хисепĕ 3,2%/ 37-40 тенкĕлле сутаççĕ. Икĕ хут ытла хаклăрах. Райпо услам ытларах тăвас тесе 17 тенкĕлле мар, калăпăр, 20 е 25 тенкĕлле сутма пултарать вĕт-ха...
- Ку ыйтăва райпо председательне, район депутачĕсен Пухăвĕн председательне-район пуçлăхне Александр Степанова памалла. Эпĕ вара çапла шухăшлатăп: сĕт - социаллă таварсен йышĕнче. Пĕчĕк ачаллă çемьесене, ытти категорие вăл куллен кирлĕ. Çавăнпа райпо ăна май килнĕ таран йÿнĕрех хакпа сутать. Паллах, хака пĕчĕк шайра тытса тăрасси райпо председателĕнчен нумай килет.
- Хатĕрлев кантурĕ сĕт хăçан пуçтарма тытăннă?
- Совет тапхăрĕнче вăл халăхран услам çупа тăпăрч пуçтарнă. 2001 çултанпа сĕт пухатпăр - ял-йыша ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Вăл çемьесене тупăш аванах парать. Çавăнпа хальхи вăхăтра çамрăк пăру-вăкăра сĕт çитерсе тытмаççĕ - ик-виç эрнеренех сутаççĕ. «Заготовки» районти килти хуçалăхсен 20 процентĕнчен сĕт пухать. Унсăр пуçне районта тата 6 тытăм пуçтарать. Хĕрлĕ Чутайра общество ăçта вырнаçнине, сĕт пахалăхĕпе, ăна сутассипе çыхăннă ыйтусемпе ăçта кĕмеллине çынсем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсене райпо председателĕ те йышăнать.
- Продукцишĕн укçа тÿлемелли йĕрке мĕнле?
- Ăна алран илсе тăрас текенсене кашни 10 кунран паратпăр. Пысăк пайĕ райпо лавккисенче тавар суйлать. Чылайăшĕ ăна продукци сутичченех илсе каять. Кун пеккисем райпо умĕнче парăмра паллах. Сутуçăсем пурпĕр продукци парса яраççĕ.
- Сĕт пахалăхне тĕрĕслетĕр-и? Ăна кура тÿлеме тытăнмарăр-и?
- Кăçалхи январь-февральте килти хуçалăхсем сутнă сĕтрен 666 тĕслĕх илтĕмĕр. 372-шĕ /55,8%/ продукцин çу, белок, шыв хисепĕ, çăралăхĕ /плотность/ тĕлĕшпе техрегламента тивĕçтермен. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе сĕт паракансене паллаштаратпăр. Справкăн пĕр экземплярĕ обществăра юлать. Ĕне усракансем çĕнĕ йĕркене хăнăхаççĕ çеç-ха. Çавăнпа ăна пурнăçа кĕртесси пирки калаçма иртерех. Çынсенчен паха сĕт кăна сутма ыйтатпăр. Вунă ытла килти хуçалăх унта шыв хушнине палăртрăмăр. Вĕсене асăрхаттарнă хыççăн продукцине урăх организацие пама тытăнчĕç. Тĕрĕслевçĕсен аллине тепре лекиччен...
- Кашнин сĕтне уйăхра пĕрре те пулин пахалама май килет-и?
- Эпир 1315 килти хуçалăхран туянатпăр. Уйăхсерен вăтамран 330-шĕн сĕтĕнчен тĕслĕх илетпĕр. Продукци пахалăхне палăртмалли икĕ приборпа кăна усă курнăран тата пĕр лаборант çеç вăй хунăран хальлĕхе мĕнпур килти хуçалăх сĕтне уйăхра пĕрре тĕрĕслейместпĕр. Тата виçĕ прибор туянсан, темиçе лаборанта ĕçе илсен çав хушăра пурне те пахалама тытăнăпăр.
- Сĕт йышăнакан пункта хăçан хута янă? Вăл мĕнле ĕçлет?
- 2010 çулта. Талăксерен 30 тонна яхăн сивĕтме пултарать. Ăна ĕçе кĕртсе килти хуçалăхсенчен пухакан продукцие вырнаçтарас ыйтăва татса патăмăр. Вăл - пĕрлехи предприяти. Ăна тума темиçе организаци хутшăннă. Сĕтĕн пысăкрах пайне Саратов облаçне ăсататпăр.
- Мĕншĕн унта?
- Республикăри сĕт завочĕсен ертÿçисем: «Пире килти хуçалăхсенчен пухни кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен вĕсен пахалăхĕ тивĕçтермест. Эпир ял хуçалăх организацийĕсенчен туянатпăр», - теççĕ. Ирĕксĕрех тулаша сутма тивет. Унти предпринимательсем хăйсен автомашинипех илсе каяççĕ. Сĕте республикăри заводсене сутсан йÿнĕрех ларать.
- Çыру авторĕ сутлăх хак кăçал пĕлтĕрхи январь-март уйăхĕсенчипе танлаштарсан мĕншĕн 2-3 тенкĕ йÿнĕрех тесе ыйтать...
- Хуравне «Заготовки» те, ыттисем те параймаççĕ. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хак йÿнĕрех пулнăшăн пирĕн общество явап тытаймасть. Ăна çĕршывĕпе иртнĕ çулхи шайрах тытса тăрас тесен ыйтăва Раççей Правительствин ларăвĕнче пăхса тухмалла. Шел те, вăл та татса параймарĕ-ха.
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев продукци пуçтаракансене тата сутакансене пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Алă пусмаççĕ-и-ха?
- Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче çирĕплетме тытăнчĕç. Çапах та чылай килти хуçалăх ĕçлĕ çыхăнăва документпа никĕслесшĕн мар. Мĕншĕн тесен çуркунне-çулла сĕт çупа белок хисепĕ енĕпе нормăна лараймасть. Маларах нумайăшĕн техрегламентпа килĕшсе тăмасть терĕм. Çапах продукцишĕн паракан укçана катни пулман. Пахалăха ÿстерессе шанатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă