Комментари хушас

13 Çу, 2015

Аманнăшăн ÿкĕнетчĕ

Вăрçă хаяр та шелсĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-хĕмĕ, тамăкĕ витĕр тухнисен паттăрлăхĕ умĕнче кашниех пуç тайма тивĕç. Вĕсем пирки сăвă-юрă хайламалла. Çакăн йышши паттăрсем - Тăвайĕнчи пĕртăван Илья, Иван, Петр тата Ольга Лисовсем.

Илья Михайлович 1924 çулта Канаш педучилищине пĕтернĕ хыççăн Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕн шкулĕнче учительте тата директорта ĕçленĕ. 1942 çул пуçламăшĕнче вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Артиллери полкĕнче связист пулнă. Илья Лисов тăшманпа харсăр çапăçнă. 1943 çулхи декабрьте Курск пĕккинчи хаяр çапăçусенче вăл йывăр аманнă. Çак куна Илья Михайлович чунне хытарса, тăшмана Берлинта хăваласа тытма тÿр килменшĕн ÿкĕнсе аса илетчĕ: «Йĕри-тавра снаряд çурăлать, танксем çунаççĕ. Связистсен командирĕ хăй патне чĕнсе илчĕ: «Лисов сержант, кай та çыхăнăва йĕркене кĕрт. Йĕркене кĕртсен Герой пулатăн...»

Пĕлетĕп: çыхăнăва йĕркене кĕртме тăваттăн кайрĕç, анчах пĕри те каялла таврăнмарĕç. Провод çыххине алла илтĕм те хырăмпа шуса çула тухрăм. Сирпĕнсе тăракан вут-хĕм витĕр çĕр метр кайсан хамăрăн связиста асăрхарăм. Вĕлернĕ ăна. Кĕçех иккĕмĕшне куртăм. Унăн куçне хупрăм та малалла кайрăм. Пуçра шухăш явăнать: «Кĕçех манăн та черет çитет. Унччен çыхăнăва йĕркене кĕртсе ĕлкĕресчĕ». Тепĕр самантран куратăп: виççĕмĕш связист вилли выртать. Провод тăрăх малалла шăватăп. Акă тăваттăмĕшĕ. Сывламасть, татăк провод вĕçĕсене пÿрнисемпе чăмăртанă хăй. «Ытлашши пăлханнăран куçа темтепĕр курăнмасть-ши?» - шухăшлатăп хам ăшра. Апла мар иккен. Линие сыпăнтарса хутăм çеç - хăватлă хум çĕклесе илсе мана таçта ывăтса ячĕ.

Госпитальте тăна кĕтĕм. Куçа уçса ярсан хамăн командира асăрхарăм. «Лисов, сирĕн миçе ача?» - ыйтать вăл. «Тăваттă», - тетĕп. «Кĕçех ачусем патне таврăнатăн, - сăмахне малалла тăсать вăл. - Сана вăрçа тек илмеççĕ».

Чăнах та, ултă уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн мана киле ăсатрĕç. Таврăнтăм, анчах Герой пулса мар. III степень Мухтав орденĕпе тата чĕрĕ».

Фронтран Илья Лисов 1944 çулхи майăн 16-мĕшĕнче килнĕ. Тăвай ялĕнчи шкулта истори вĕрентме пуçланă. Мăшăрĕпе Нина Семеновнăпа /вăл та учитель/ çичĕ ача - тăватă врач, шăл техникĕ, медсестра тата инженер - пăхса ÿстернĕ. Ку та - паттăрлăх!

Илья Михайлович 1987 çулта çĕре кĕнĕ.

 

Вера СМЕЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.