А.Г.Николаевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Мускавран килнĕ хăнасем - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Виктор Горбаткопа Виктор Савиных - хăйсен çывăх тусĕ пулнă чăваш Кăйкăрне ăшшăн аса илчĕç. «Паянхине шутласан эпĕ Чăваш Енре - 25-мĕш хут.
Авăнăн 5-мĕшĕ Николаевсен йăхĕшĕн кăна мар, республикăри кашни çыншăн паллă сăваплă кун. Çак кун Андриян Григорьевич тата унăн амăшĕ - Анна Алексеевна - çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕпе ывăлĕ шăп пĕр кунта çурални сайра пулать. Кунта чăн та темле паллă пур та-и тен?
Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 86 çул тултарĕччĕ. Пирĕн пĕчĕк республика çинчен тĕнчипех пĕлтернĕ Андриян Григорьевича сума суса кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет.
Андриян Николаев - космосра скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Авиацин генерал-майорĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа кăçал 86 çул çитрĕ. Çавна май республикăра ăна халалласа чылай мероприяти иртрĕ.
Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 86 çул тултарĕччĕ. Пирĕн пĕчĕк республика çинчен тĕнчипех пĕлтернĕ Андриян Григорьевича сума суса кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет.
Çĕнĕ комментарисем