Медале тивĕçрĕç

А.Г.Николаевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Мускавран килнĕ хăнасем - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Виктор Горбаткопа Виктор Савиных - хăйсен çывăх тусĕ пулнă чăваш Кăйкăрне ăшшăн аса илчĕç. «Паянхине шутласан эпĕ Чăваш Енре - 25-мĕш хут. Мана Чăваш Ен, чăваш халăхĕ Андриян ятне, сăнарне еплерех упрани, асра тытни питĕ килĕшет. Маттурсем эсир! Тавтапуç сире!» - терĕ Виктор Васильевич Горбатко.

Шуршăлти Космонавтика музейĕ умĕнче А.Г.Николаев çуралнăранпа 86 çул çитнине халалланă савăнăçлă митингра Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Горбатко çав вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева Раççей Космонавтика федерацийĕн «Дважды Герой Советского Союза, летчик-космонавт СССР Николаев Андриян Григорьевич» ылтăн медальне парса чысларĕ. «Эпĕ «чĕрĕ Андрияна» шкул ачи чухнех хам куçпа курнă, чăваш ачисемпе чăвашла шăкăл-шăкăл калаçнине илтнĕ. Андриян Григорьевич Николаев маншăн чи хаклă, чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Шуршăлти музее аталанма, Чăваш Енри çамрăк космонавтсен юхăмне сарăлма тата вăй илме май парас тĕлĕшпе хамран мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртĕп», - хумханса та хавхаланса калаçрĕ митингра Михаил Васильевич. Çавăн пекех çак медале медицина наукисен докторĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ Николай Григорьев, «Комплекс» строительство фирмин директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, паллă меценат Валерий Гордеев тата Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн» директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай тивĕçрĕç.

Елена АТАМАНОВА.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.