Комментари хушас

5 Авăн, 2019

Андриян Николаев çынлăхĕ — çамрăксемшĕн тĕслĕх

Паян Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Андриян Николаевăн хĕрĕпе мăнукĕ — Елена Андрияновнăпа Андриян, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Павел Виноградов, Николай Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев паллă куна уявлама килсе çитнĕ хаклă хăнасене чунтан тав турĕ. Пĕр кунта Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсем çиччĕн пухăнни хăех космонавт ентешĕмĕре, чăваш халăхне сума сунине палăртни пирки пусăм турĕ.

— Космоса çĕкленнĕ Андриян Николаев Чăваш Енре пурăнакан пин-пин çыншăн тĕслĕхе çаврăннă. Мĕн чухлĕ ача ун çитĕнĕвĕпе хавхаланса летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Хăш-пĕри ĕмĕтне пурнăçланă та. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов та тăватă çулта Андриян Григороьевича кура летчик пулас ĕмĕтпе çунма тытăннă. Ĕçчен, тасалăхпа йĕркелĕхе юратакан, сăпайлă, ăшă чĕреллĕ ентешĕмĕр паянхи çитĕнекен ăрушăн та тĕслĕх пулма тивĕç, — терĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ космонавтăн çывăх тăванĕсене ăна çуратнă çĕре манманшăн тав турĕ. Туслă çыхăну малашне те тăсăласса шанса Елена Терешковăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕ.

— Паллах, кун пек чыслав маншăн пачах кĕтмен çĕртен пулса иртрĕ. «Чăваш Республикишĕн малашне те ĕçлĕп», — çапла кăна калама пултаратăп. Атте хăйĕн халăхне чăнласах юрататчĕ. Мĕн юлашки кунĕччен уншăн пурăнчĕ те. Чăвашла ытларах калаçма тăрăшатчĕ. Темĕнле сăмаха тăруках аса илмесен хăйне вăрçса та илетчĕ. Тăван çĕре кайма яланах уйрăм хумханупа тухатчĕ. Туятăп: эпĕ те атте пекех. Чăваш Ене килмессерен каялла кунти халăхăн ырă чунĕн хăвачĕпе хавхаланса каятăп. Тавах сире аттене çапла хисеплесе ас тунăшăн, — терĕ Елена Андрияновна. Александр Баландин космонавтсен йышĕнче ентешĕмĕр чунри ăшăлăхĕпе, кирек хăçан та калаçма кăмăл тупнипе, çынлăхĕпе асра юлнине — Çăлтăрсем патне ăнтăлмалли çула парăнтарма кутамккана çĕр улми тата сухан чиксе тухăнскер — чăн-чăн çын, çакă хăех унпа мăнаçланмашкăн хистет, — терĕ Совет Союзĕн Геройĕ.

Уява пухăннисене тĕнче уçлăхĕнчен Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнче хальхи вăхăтра ĕçлекен космонавтсем саламларĕç.

Алексей ОВЧИНИН, Роскосмос космонавчĕ:

— Паян Раççейре уйрăмах паллă кун — 90 çул каялла Андриян Николаев космонавт лечтик çут тĕнчене килнĕ. Сирĕн ентеш çĕршыв мухтавĕ пулса тăчĕ, ĕçчен чăваш халăхĕ çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕ. Космос историйĕнче Андриян Николаевăн ячĕ 3-мĕш номерпе ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Пĕрремĕш космонавтсене уçлăха парăнтарма çăмăл пулман. Анчах шăпах вĕсем тĕнче аталанăвне çĕнĕ çул çине кăларнă. Паян эпируçлăхра вĕсен тĕревне, опытне, пĕлĕвне туйса тăратпăр.

Александр СКВОРЦОВ, Роскосмос космонавчĕ:

— Эпир Чăваш Республики ăнăçлă аталанса пыракан регион пулнине пĕлетпĕр. Кунта халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сферăсенчи: культурăри, сывлăх\ сыхлавĕнчи, вĕрентÿпе наукăри — çивĕч ыйтусене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса параççĕ. Тăван тăрăха юратни сире республикăна аталантарма, çитĕнÿсем тума пулăшать. Çавна май эсир 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне те пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илессе шанатăп. Республика çирĕпленсе, халăхăн пуянлăхĕ ÿссех пытăр. Ăнăçу, ырлăх сунатăп сире!

Рубрика: