Валентина БАГАДЕРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

5 Авăн, 2019

Андриян Николаев çынлăхĕ — çамрăксемшĕн тĕслĕх

Паян Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Андриян Николаевăн хĕрĕпе мăнукĕ — Елена Андрияновнăпа Андриян, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Павел Виноградов, Николай Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç.