Archive - 27 Çу, 2015 - Хыпар
Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр
КУКША ПУÇ МУХТАВА ТИВĔÇ
СЫПĂСЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛА
Артритпа артроз - нумай çул аталанса пыракан чирсем, шел те, вĕсенчен хăвăрт сипленсе хăтăлма май çук. Тата сипленнĕ вăхăтра та хырăмлăха, пĕвере, пÿресене сиенлесрен асăрханмалла. Халăх мелĕсенчен хăшĕнпе те пулин усă курнă чухне хăвăра япăхрах туйсан сиплеве тÿрех чарса лартмалла.
Чир вĕрĕлсен организмри ылмашăну ĕçне лайăхлатакан курăксен пуххисем паха витĕм кÿреççĕ. Çавăн пекех ыратакан сыппа настойкăпа сăтăрни, унтан ун çине "пушă" компресс /пĕр сий компресс хучĕ, тепĕр сий полиэтилен, çиелтен çăм шарф/ хуни усăллă.
ЙĂЛА ХАТĔРНЕ ПУЛА ТА
Йăла хатĕрĕсен витĕмне пула та ыйхă вĕçме, мигрень, вăрах ывăнчăклăх аталанма пултараççĕ. Тухтăрсем çапла асăрхаттараççĕ.
Паян эпир электромагнит уйĕн тыткăнĕнче пурăнатпăр: тĕпелте чейник вĕрет, сивĕтмĕш, микрохумлă кăмака ĕçлеççĕ, пÿлĕмре телевизор, компьютер янă, кашнин тенĕ пекех стационар телефон е кĕсье телефонĕ пур. Розеткăран ĕçлекен мĕнпур хатĕр электромагнит пайăркасем кăларса тăрать. Ăсчахсем ку сывлăха, уйрăмах нерв, иммун, эндокрин, арлăх тытăмĕсене, сиенлĕ витĕм кÿнине палăртнă.
«Хыпар» 94 (26746) №. 27.05.2015
Тĕнче поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа - 125 çул
«Тĕрĕслемесĕр-сăнамасăр та пултараймастпăр...» е Пĕтĕмпех хамăртан килет
- Пирĕн паянхи ларăвăн тĕп тĕллевĕ - республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕпе федерацин территорири сăнавпа тĕрĕслев органĕсен хушшинчи хутшăнусене çÿллĕ шая çĕклесси, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлессине лайăхлатасси тата халăхшăн тăвакан ĕçĕн усăлăхне ÿстересси, ăна уçăмлатасси, ыйтусене тĕрĕс татса парса сиксе тухнă лару-тăруран икĕ енне те кÿрентермесĕр тухасси, - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса-тĕрĕслесе тăракан комисси ларăвне уçнă май.
Саккуна пăхăнмалла. Анчах çынсем - пĕрремĕш вырăнта
Михаил Игнатьев тунтикун Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине вăйлатас ĕç тата экономика канашĕсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ. Ăна уçса: «Чăваш Ен Правительстви ĕçлĕхе, пĕр-пĕринпе тупăшса вăй хурассине тĕкĕлессишĕн, республика экономикине инвестици хывма май туса парассишĕн яланах çине тăнă, - терĕ. - Ÿлĕм те çапла пулĕ. Ку енĕпе ÿсĕм пур. Çапах та экономикăри, укçа-тенкĕ рынокĕнчи тÿнтерлĕхе пула хăшпĕр ыйту ура хурать. Апла пулин те вăл производство калăпăшне ÿстерессишĕн малалла талпăнма хистет.