Килти мелсем

Уран пуç пÿрнинче шăмă ÿссен пушмак тăхăнма кăна мар, утса çÿреме те кансĕр. Мăкăрăлса тухнă шăмă шыçсан уйрăмах хытă ыратать. Чир вĕрĕлнине килти мелсемпе мĕнле ирттерме пулать-ха?

  • Пĕçернĕ çăмартана тÿмел­ле, 1-ер апат кашăкĕ тип çу тата уксус эссенцийĕ хушса лайăх пăтратмалла. Çак маçпа каçхине çывăрма выртас умĕн мăкăрăлнă шăмма сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Ăшă япалапа витме, мĕнпе те пулин чĕркеме юрамасть! Вăйлă хĕртме пуçласан урана шывпа çуса тасатмалла.

Чире çĕнтерме пулăшакан темиçе меслетпе паллаштаратпăр. Вĕсем çанталăк сивĕтнĕ тапхăрта ап­т­ратакан чирсемпе кĕрешме, сывлăха лайăхлатма витĕм кÿреççĕ.

Апельсинпа техĕмлĕх

Суханпа ыхра шăршине килĕштермесен çак сĕнÿсемпе усă курма пултаратăр. Апельсина çурмалла касмалла, ăшĕсене гвоздика техĕмлĕх тăрăнтарса пÿлĕмсене хурса тухмалла. Гвоздика шăрши ыратнине лăплантаракан, микробсене хирĕç кĕрешекен витĕм кÿрет, апельсин шăрши пуç, сыпăсем, мышцăсем ыратнине ирттерет, иммунитета лайăхлатать.

Чĕлхе кăларса

18 Ноября, 2015 | Сывлăх | Сывлăх | Килти мелсем

Çутçанталăк антибиотикĕсем организма хими антибиотикĕсенчен çемçерех витĕм кÿреççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре вĕсен те лайăхах мар енĕсем пур-ха. Анчах çакна шута илсе тĕрĕс сипленсен сиен пулмĕ.

Чылай çимĕçĕн антибиотик витĕмĕ пур-ха, анчах пуринчен те ытларах хăшĕ-пĕрин кăна палăрать. Çак шута курăксем, ÿсен-тăран, эфир çăвĕсем, пыл хурчĕсен продукцийĕ кĕреççĕ. Чи паллисем тата анлă усă кураканнисем - ыхра, сухан, шур çырли, горчица, хăмла çырли, палан, сырлан. Унсăр пуçне ÿсен-тăранран календулăна, хаяр утине, эмел курăкне, вĕлтрене, эхинацейăна, ламинарие асăнмалла.

Артритпа артроз - нумай çул аталанса пыракан чирсем, шел те, вĕсенчен хăвăрт сипленсе хăтăлма май çук. Тата сипленнĕ вăхăтра та хырăмлăха, пĕвере, пÿресене сиенлесрен асăрханмалла. Халăх мелĕсенчен хăшĕнпе те пулин усă курнă чухне хăвăра япăхрах туйсан сиплеве тÿрех чарса лартмалла.

Чир вĕрĕлсен организмри ылмашăну ĕçне лайăхлатакан курăксен пуххисем паха витĕм кÿреççĕ. Çавăн пекех ыратакан сыппа настойкăпа сăтăрни, унтан ун çине "пушă" компресс /пĕр сий компресс хучĕ, тепĕр сий полиэтилен, çиелтен çăм шарф/ хуни усăллă.

Subscribe to Килти мелсем