УТМА ТА КАНСĔР
Уран пуç пÿрнинче шăмă ÿссен пушмак тăхăнма кăна мар, утса çÿреме те кансĕр. Мăкăрăлса тухнă шăмă шыçсан уйрăмах хытă ыратать. Чир вĕрĕлнине килти мелсемпе мĕнле ирттерме пулать-ха?
- Пĕçернĕ çăмартана тÿмелле, 1-ер апат кашăкĕ тип çу тата уксус эссенцийĕ хушса лайăх пăтратмалла. Çак маçпа каçхине çывăрма выртас умĕн мăкăрăлнă шăмма сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ăшă япалапа витме, мĕнпе те пулин чĕркеме юрамасть! Вăйлă хĕртме пуçласан урана шывпа çуса тасатмалла.
- Шултра теркăпа хырнă 1 чей кашăкĕ прополиса 100 миллилитр шурă эрехе ямалла. Куллен пăтратсах тăрса 10 кун лартмалла.
Çак настойкăра йĕпетнĕ мамăк диска шăмă çине хумалла, полиэтиленпа чĕркемелле, пусмапа çыхмалла, ăшă чăлха тăхăнмалла. Компреса çĕрлене хирĕç тăваççĕ. Курс - 10 процедура. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
- Вĕтетнĕ чĕрĕ хăлха çакки курăкне /одуванчик/ 50 миллилитр йода ямалла. Пăтратсах тăрса 10 кун лартмалла. Шĕвеке чирлĕ шăмма кашни кунах, ыратни иртичченех, сĕрсе сипленмелле.
- Чĕрĕ юханшыв пуллине тирĕнчен тата шăмминчен тасатмалла та мăкăрăлнă шăмă çине хумалла, полиэтиленпа чĕркемелле, бинтпа çирĕплетмелле. Компреса çĕрĕпех тытмалла. Курс - 1 эрне. 2-мĕш эрнере шăмма шурă чăрăш /пихта/ çăвĕпе сăтăрмалла. 3 эрнерен тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.
- Ирсерен шыçнă шăмма «выçă» /процедура умĕн апат çимелле мар/ сĕлекепе сăтăрни те ырă витĕм кÿрет.
Комментари хушас