ÇУТÇАНТАЛĂК АНТИБИОТИКĔСЕМ

18 Чÿк, 2015

Çутçанталăк антибиотикĕсем организма хими антибиотикĕсенчен çемçерех витĕм кÿреççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре вĕсен те лайăхах мар енĕсем пур-ха. Анчах çакна шута илсе тĕрĕс сипленсен сиен пулмĕ.

Чылай çимĕçĕн антибиотик витĕмĕ пур-ха, анчах пуринчен те ытларах хăшĕ-пĕрин кăна палăрать. Çак шута курăксем, ÿсен-тăран, эфир çăвĕсем, пыл хурчĕсен продукцийĕ кĕреççĕ. Чи паллисем тата анлă усă кураканнисем - ыхра, сухан, шур çырли, горчица, хăмла çырли, палан, сырлан. Унсăр пуçне ÿсен-тăранран календулăна, хаяр утине, эмел курăкне, вĕлтрене, эхинацейăна, ламинарие асăнмалла.

Кашни çутçанталăк антибиотикĕ, хими антибиотикĕ пекех, хăйне евĕр ĕçлет. Вĕсемпе паллаштарар-ха.

Прополиспа чылай чиртен сипленме усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ангина чухне тата ытти шыçă аптратсан ăна хăйне кăна чăмлаççĕ. Спирт настойкипе отитран, гайморитран, панкреатитран, пÿрлĕ сурансенчен сипленеççĕ.

Ыхра - бактерисен, вируссен, паразитсен тăшманĕ. Авал унпа час-часах пенициллин вырăнне усă курнă, шĕвекĕпе сурансене тасатнă. Ыхра стрептококсене, стафилококсене, сальмонеллăна сарăлма памасть, туберкулез тата дифтери патакĕсене аталанма чăрмантарать.

Сухан витĕмĕ ыхранни пекех. Чĕрĕлле уйрăмах усăллă. Анчах ун пек юраман чухне ăна пĕçерсе усă курма, сĕткенне сахăрпа ĕçме юрать.

Хĕренре лизоцим тата бактерисемпе, вируссемпе хăватлă кĕрешекен, çапла майпа пÿре, шăк хăмпи, шăк çулĕсем шыçсан сипленме пулăшакан япаласем пур. Сиплев тĕллевĕпе кунне 1 апат кашăкĕ хĕрен çимелле.

Алоэ организмри мĕнпур ылмашăну ĕçне - çав шутра пыршăлăхрине те - йĕркене кĕртет, сурана ÿт илтерекен, çирĕплетекен, ыратнине ирттерекен витĕм кÿрет.

Вĕлтрен шăнăр туртнине ирттерет, манкана çемçетсе кăларать, шăк хăвалать. Унăн препарачĕсемпе тĕрлĕ сăлтавпа юн кайсан, тăртансан, вар хытсан, бронхит, аллерги, геморрой, хутлатни, анеми аптратсан сипленеççĕ.

Шур ути /шалфей/ - дезинфекцилекен, шыççа, ыратнине хирĕçле, хытаракан, шăк хăвалакан витĕмлĕ. Унпа пÿрлĕ суранран, çапăнтарса ыраттарнинчен сипленеççĕ. Шур ути препарачĕсем стрептококран, стафилококран, микроблă ытти флорăран пулăшаççĕ.

Календулăран примочка, чÿхемелли, ĕçмелли шĕвек, маç хатĕрлеççĕ. Настойки ÿте кастарсан, чĕртерсен, пĕçертсе ярсан, суранлансан усăллă. Вăл бактерисене, шыççа хирĕçле, тар хăвалакан, манкана çемçетекен витĕмлĕ.

Эхинацея организма вируссемпе бактерисенчен хÿтĕлет. Унăн препарачĕсем юна лайăх тасатаççĕ, иммунитета çирĕплетеççĕ.

Шур çырли /клюква/. Унăн бактерисене, вируссене пĕтерекен витĕмĕ тĕлĕнмелле вăйлă. Вăл тата хăватлă антиоксидант. Шур çырлин сĕткенĕ е морсĕ шăнса пăсăлсан, шăк хăмпи, шăк çулĕсем шыçсан лайăх пулăшаççĕ.

Пыр ыратсан, шăнса пăсăлсан, ÿслĕк аптратсан. Пĕр-икĕ сухана вĕтĕ вакламалла, 2-3 апат кашăкĕ сахăр хушса пăтратмалла, 30 минут лартмалла. Тухнă сĕткенне кунне 3-4 хут апат хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 5 кун.

Хырăм ай парĕн шыççи /панкреатит/. Кунне 3 хут апата уямасăр прополисăн шăрпăк вĕçĕ пысăкăш касăкне чăмласа çăтмалла. Курс - 1 эрне.

Ангина. 100-150 миллилитр шыва эхинацейăн аптека спирт настойкине 20-25 тумлам ямалла. Кунне 4-5 хут апатчен çур сехет маларах пилĕк-çичĕ кун ĕçмелле.

Ар парĕн шыççи /простатит/. 1 чей кашăкĕ прополиса вĕренĕ ăшă 50 миллилитр шывра ирĕлтермелле. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Курс - 10 кун. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

Шăк хăмпин шыççи /цистит/. Кун сиктерсе шур çырлин сĕткенĕпе ессентуки-17 минерал шывне ĕçмелле. Пĕр кун - 1,5 стакан шур çырли сĕткенĕ. Ăна шывпа шĕветсе виçĕ сăтăрккăпа ĕçме юрать. Тепĕр кун - 1 литр минерал шывне темиçе сăтăрккăпа.

Шур çырлин сĕткенне - апат хыççăн, минерал шывне апатчен 20 минут маларах ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10 кун.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.