«Манăн çăлтăр тÿперех пулĕ-ха»

27 Çу, 2015

Хăй вăхăтĕнче шкулсенче пире вырăнти историпе питех паллаштарман. Хамăр таврари вăрçă паттăрĕсем çинчен те çителĕклĕ каласа паман. Вĕсемпе мухтанма, сума сума вĕрентмен. Каласа паракан тупăнсан - итлесшĕнех те пулман. Çавăншăн хăшĕсем халĕ хытă ÿкĕнеççĕ. Курни-илтнине хут çине те çырса пыман, çырнисене те путлĕн упрама пĕлмен. Масар çинчи вилтăприсене те тирпейлесе тăман.

Эпĕ юлашки 10 çул хушшинче хамăр ялтан тухнă вăрçă ветеранĕсем çинчен материал пухнă чух çакăн пек тĕслĕхпе нумай тĕл пултăм. Хамăрăн йăх-тымарсене, ял, вырăнти халăх историне пĕлни пысăк пĕлтерĕшлине, ăна нимĕнпе те улăштарма çуккине хăçан та пулин ăнланса илейĕпĕр-ши эпир?

Хаçат вулаканĕсене Теччĕ районĕнчи /Тутар Республики/ Çĕньялта çуралса ÿснĕ, вăрçă хирĕнче паттăррăн вилнĕ Алексей Михайлович Самаркин хĕсметрен, каярахпа фронтран янă хăшпĕр çырупа паллаштарасшăн. Унăн ратнине «ял интеллигенцийĕ» тенĕ. Çак çырусене мана Алексей Михайловичăн йăмăкĕн Наташăн хĕрĕ Нина Петровна пачĕ.

Алексей Михайлович 1916 çулта çуралнă. Ашшĕ, Михаил Петрович, империализм вăрçинчен таврăнайман. Амăшĕ - Домна Михайловна /«Тунÿк» тенĕ ăна ялйыш/, каярах вĕсен ратнине те «Тунÿк ратни» теме тытăннă. Алексей тĕлĕнмелле илемлĕ, яштака каччă пулнă /198см çÿллĕш/. Хусанти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухсан Ăнăри тăван шкулта, Çармăс, Кушкуй, Кăнна Кушки пĕлÿ çурчĕсенче ĕçленĕ. 1939 çулта, салтака каяс умĕн, вăл шкул директорĕ пулнă. Çав вăхăтрах Хусанти пединститутра географи, Шупашкарта математика факультечĕсенче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Калинин /халь Тверь/ облаçĕнчи Опочка хулинче хĕсметре тăнă.

Сыхланса юлнă çырăвĕсенчен пирвайхине Шупашкарти пединститутра вĕренекен йăмăкĕ Наташа патне 1940 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче çырнă: «Здравствуй, Наташа! Хыпаланса çыратăп, паян сан çыруна илтĕм. Киле кайса килтĕн иккен, аван. Ял хыпарĕсем тĕлĕнтерчĕç. 8 общ. тетраде Раисăпа /тетĕшĕн хĕрĕ. - Авт./ иксĕр çурмалла пайлăр... Хохловăна салам. Да, эсĕ хамăр пÿрт планне туса яр-ха /пÿрт планне хăй кăтартса панă. - Авт./. Заочно вĕренме пулать. Учебниксем çукки - пĕрре, тепĕрре - çар положенийĕ кансĕрлет. Вĕренсен - сдавать тума çук. Ну, аптрамăп, килте хатĕрленсен часах сдавать туса пĕтеретĕп /унта 8 дисциплина анчах юлнă/. Кушкăри /Кăнна Кушки. - Авт./ шкул ачисенчен, тата ыттисенчен те салам, çыру илетĕп. Çыру Карповран, Падаков Саньккаран, Ярмашовран яланах илетĕп. Патшина Аннăран илтĕм. Мускавран - хĕреснайанне упăшкинчен - Вязовран. Килте Толя /тетĕшĕн ывăлĕ. - Авт./ мĕн ĕçлет, çырма, шутлама кăшт пĕлкелет-и? Ялти хĕрсем Марье, Наçтук мĕнле пурăнаççĕ? Зоя патне кайсан манран «спасибо за память» тесе калайăн-и? /Унăн юратнă хĕрĕ Зоя Молодцова пулнă. - Авт./.

Раисапа Толяна курас килет. Вăхăт аван иртет. 2-мĕш çул тĕнче куратпăр, тата ăçта илсе кайĕç-ши? Карповран паян, сан çырупа пĕрлех, тĕлĕнмелле çыру илтĕм. Вăл вĕренме пăрахнă - ĕçлет. Пурнăçĕнче пысăк улшăну!

Юлатăп сывă, салампа Алексей. 12.12.1940 ç.»

 

Акă, тетĕшĕ - Володя - патне янă интереслĕ çырусем. Кăшт кĕскетсе пичетлетĕп.

«Б. Тарханы, МТС. Самаркину Владимиру Михайловичу. 24.06.1941.

Юлашки хыпарсем - июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланни саншăн паллă. Эпир çапăçăва хатĕр! Пока кунтах-ха, Опочкăра. Мĕнле хатĕррине тата мĕнле хатĕрленнине çырса пĕтерес те çук. Çыру кĕтсех тăр. Сан çырусене пурне те илнĕ. Сывă, сывлăхлă хальлĕхе. Çапăçăва эпир кĕретпĕрех, мĕнле тухассине калаймастăп. Кĕт малашнехи çырусене.

Чĕререн хисеплесе - Алексей. 23.06, 3ч.00 Калининская обл., г. Опочка, п-с /полевая станция/ 648 - 17".

 

«Салам, хаклă Володя!

Эпĕ чĕрĕ те сывă. Мĕнле пурăнатăн, ĕçлетĕн, вăхăтна ирттеретĕн, тете? Тăтăшрах çыр. Эпĕ кĕтетĕп вĕт! Савельев /Бюрганский/ аманнă. Ыттисем чĕрех, анчах Хураськин курăнмасть. Килте анне, Раиса тата Толя мĕнле? Баимкин Л.Кирилловича салам. Раиса манăн адреса вĕренекенсене патăр. Çапăçура кашни кунах пулатпăр. Сывлăх сунатăп. Юлатăп сывă - Алексей. 25.06.41. Действующая Армия, ппс /почтово-полевая станция/ 270-794, 46 мотострелковый полк, рота ПВО /противовоздушая оборона/».

1941 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче, пуçне хуриччен икĕ кун маларах, йăмăкĕ патне янă çыру:

«Наташа, сана салам. Пурăнатпăр. Вăхăт паянхи пек иртсе пырсан телейлĕрен те телейлĕ пулăттăм. Тен, Наташа, ман çăлтăр тÿперех-тĕр-ха. Паянхи кун телей /!/ манран тараймарĕ - хăрушă вăхăтсенчен чылай тухрăм. Ырă сунсам, Наташа, малашнехи кунсенче те телейлĕ пулма. Эпĕ те киле таврăнас пулсан - мĕнле аван, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнăттăмăр-ха! Тĕрĕс вĕт? Эпĕ чăвашла çыратăп, мĕншĕнне пĕлен, çул çинче вуласа пăхсан та юрать. О, Наташа! Мĕнле эпĕ сан, кил, тете, ял пурнăçĕ çинчен пĕлесшĕн çунатăп! Анчах çыру никамран, никамран та çук! Килте тырă, паранкă, выльăх-чĕрлĕх мĕн чухлĕ-ши? Çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ-ши? Падакова, Сивелькина Анюк ăçта-ши? Ăнлан-ха, эсĕ 1-мĕш сентябрьте çырнă çыруна илнĕренпе урăх илмен. Ăна та хыпаланса çырнăччĕ. Пире халь малахай, кăçатă, перчетке пачĕç. Часах ăшă брюки, фуфайка параççĕ пулĕ. Ну, мĕнле сан пурнăç? Апат мĕн çиен? Апатшăн укçуна ан шелле. Сывлăхлă пулас тесен апат çимелле. Иртнĕ вăхăта тавăр. Çыру ху та час-часах çыр. Пĕри çитмесен те тепĕри çитĕ. Вообщем, çыру кĕтетĕп. Калининская обл., г. Опочка, п-я 648 - 17».

Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ çыру Алексей Михайловичран мар, унăн юлташĕсенчен килнĕ, ăна Палий политрук, Н.Барминов лейтенант, А.Волошин старшина, Кривенко замполит, Н.Христик сержант, Науменко, Осипченко, Куприянов, Довтян хĕрлĕ армеецсем алă пуснă. Вĕсем Алексей Самаркин 1941 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Рябинки ялĕнче пынă çапăçура паттăррăн вилнине, ăна чыслăн пытарнине, хăйсем Алексей Михайловичăн тăванĕсемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтернĕ.

Н.РОЗОВ,

таврапĕлÿçĕ.

Чĕмпĕр хули

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.