Тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи

27 Çу, 2015

Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса 2015 çулхи çу кунĕсенче Атăлпа Урал хутлăхĕ тăрăх шăхлич-шăпăр сасси йыхравлăн янăраса тăрĕ. Ан тив, кунçулĕ чĕрĕк ĕмĕртен кĕскерех, Раççейри ытти халăхăн талантлă ачисенни пекех хура елчеллĕ килнĕ пултăр, пĕрех К.В.Ивановăн поэзири мухтавĕ мĕнпур хура-шура çĕнсе çĕкленчĕ, ыр пиллĕ мĕльюн вулавçă чĕринче чиперрĕн вырăн тупрĕ. Константин Васильевич Иванов - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутта туртаканĕ. Иванов пултарулăхĕ - чăваш поэзийĕн юпа пăлхавăрĕчченхи ахахĕ. Хайлавĕсен тĕшшипе хапин килĕшÿлĕхĕшĕн, ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсен халăхлăхĕшĕн К.В.Иванова пурте пĕр кăмăллăн чăваш сăмахлăхĕн классикĕ тесе хисеплетпĕр.

Сăвăç кунçулĕнче тĕлĕнтермĕш пулу-иртÿсем, аякри илĕртÿллĕ капăр çĕршывсен ячĕсем курăнмаççĕ. Унăн несĕл пуçĕсем - Атăл хĕрринчи хресченсем, патша пусмăрне тÿсеймесĕр Чăваш çĕрĕнчен Урал çеçенхирĕсене тухса тарнăскерсем. Вăл хăй çÿренĕ çĕрсем - Ĕпхÿпе Чĕмпĕр хутлăхĕ. Константин Васильевич Иванов Пушкăртстанри Пелепей районĕнче, Слакпуç ялĕнче 1890 çулхи çу уйăхĕн 15/27/-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ - ĕçчен те пуян хресчен Ваçинкка, Микулай Çимунччă тиек ывăлĕ кăра кăмăллă, çивĕч ăслă çын пулнă. Вăл вырăсла, пушкăртла, тутарла аван пĕлнĕ, хаçат-журнал çырăнса илнĕ, çĕрĕç никĕсне тĕпченĕ, хăш çул тырă мĕнле пулассине чухласа тăнипе яла тĕлĕнтернĕ. Ваçинкка ачи-пăчине пурне те хутла вĕрентме тăрăшнă. Амăшĕ, Кайрăклăран качча пынăскер, пĕчĕк ывăлне кукамăшĕ патĕнче чылай усранă. Сакăр çулта Кĕçтука ялти пуçламăш шкула янă. Тепĕр виçĕ çултан ăна ашшĕн йăмăкĕ Евгения Николаевна Иванова /вăл Миек районĕнчи Кекен ялĕнче вĕрентнĕ/ хăй патне куçарнă, унтан Чĕмпĕрти чăваш шкулне илсе кайнă. Анчах çав çулхине И.Я.Яковлев шкулне вĕренме илмен пирки /икĕ çулта пĕрре йышăннă/ Кĕçтука Пелепейри хула училищине вырнаçтарнă. Тăрăшуллă та ăнкаруллă Кĕçтук тепĕр çулхине Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хатĕрленÿ класне ăнăçлă кĕнĕ те, пĕрремĕш класс ачи пулма ĕмĕтленсе, икĕ çул питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Çав вăхăтрах шкул мастерскойĕнчен тухма пĕлмен, унăн йывăçран темтепĕр касса кăларас килнĕ, сăрăсемпе ÿкерме юратнă. Кирек хăш ĕçре те алли çыпăçнă. Ўнер ăсталăхне вăл ĕмĕр тăршшĕпех чĕререн юратнă. Йывăçранах пичетлекен машинка тума пултарнă, сĕтел-пукан е çÿлĕк майласси уншăн алă вăййи çеç пулнă. Спектакльсем валли декорацисем сăрланă, çынсен сăнĕсене ÿкернĕ. Чăвашсен мĕлке ÿнерне те вăлах пуçарса янă. К.В.Ивановăн малашнехи пурнăçĕ пĕтĕмпех И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе - Раççей империйĕнчи чăвашсем валли семинари йĕркипе ĕçлекен пĕртен-пĕр вĕренÿ çурчĕпе çыхăннă: унта вăл малтан шкул ачи пулнă, кайран хăй вĕрентÿçе тухнă. Кунта унăн хавас самантлă та пайтах хура кунлă вĕри яшлăхĕ иртнĕ. Кунта вăл пултарулăх ĕçĕн таса телейне те, тÿрлетейми çухатусен тискер хурлăхне те чăтса курнă.

1905-1907 çулсенчи пăлхавăр хумĕ Кĕçтук Иванов тантăшĕсене хытах хумхантарнă, хирĕçтăру юхăмĕ чăваш учителĕсен шкулне те çавăрса илнĕ. Халăх кĕрешĕвĕн аслă çулĕ çине ку çуртран Тайăр Тимкки, Даниил Эльмен, Тимофей Кривов пек паллă пăлхавăрçăсем çĕкленсе тухнă. Пăлхав кунĕсенче К.Иванов ирĕклĕхшĕн кĕрешме хăюллăн йыхраланă: :

Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Халăх хăй çиллине кăтарттăр!
Малалла! Малалла! Малалла!

Иванов йыхравĕнче - французсемпе вырăссен "Хресчен марсельези" тата "Ĕçлекенсен марсельези" юррисен таппи. Ку йыхрав - пăлхавăр маршĕ, Марселлĕ Францирен Чĕмпĕрлĕ Чăваша çитнĕ кĕрешÿ сăмахĕ.

Ирĕклĕх кĕрешĕвĕпе, танлăх шухăшĕсемпе çунатланнă сăвăç пултарулăхĕ. Пире паллă хайлавсене вăл 1906-1908 çулсенче, çулталăк çурă-икĕ çул хушшинче, хăй 17 - 18 çулта чухне çырнă. "Ку пире йăлтах тĕлĕнтерсе ярать. Виçĕ пин йĕрке сăвăра ĕлĕкхи чăваш пурнăçĕн пĕтĕм энциклопедийĕ курăнать... Ку, чăнах та, аравасăр, нимĕнле калăпа шăнăçайман япала", - тенĕ Петĕр Хусанкай яш сăвăç ăсталăхĕнчен тĕлĕнсе. Политика митингĕсене хутшăннăшăн, патшалăх тытăмĕн пăнтăх йĕркисене тата вак халăхсем çине йĕрĕнсе пăхнине хирĕç тăнăшăн Хусан вĕрентÿ хутлăхне пăхса тăраканĕ хушнипе К.В.Иванов вĕренекен класс ачисене пурне те "урăх ниçта вĕренме юрамасть" текен "кашкăр хучĕ" тыттарса 1907 çулта кăларса янă. Кĕçтук урăх шкулсене вырнаçма хăтланса пăхнă - ĕç тухман. Вара тăван киле таврăннă та хресчен ĕçне кÿлĕннĕ, май килнĕ самантсенче халăх сăмахлăхне пухнă. Чăваш шкулĕнчи "пăлхавçăсен" шăв-шавĕ лăпланнă хыççăн И.Я.Яковлев класри талантлă ачасене хăй патне пухнă та кĕнекесем чăвашла куçарма сĕннĕ. К.В.Иванов ку ĕçе алхапăлах тытăннă. Вăл чăвашла вĕренÿ кĕнекисене редакцилет, корректурине вулать, калавсемпе юмахсем куçарать, ÿкерчĕксем тăвать. М.Лермонтов, Н.Огарев, А.Кольцов, Н.Некрасов, А.Майков сăввисемпе поэмисем, Л.Толстойпа К.Ушинский калавĕсем тĕлĕнмелле çыпăçуллă шăранса тухаççĕ чăваш ачин чĕринчен.

Пĕр туххăмра тенĕ пек "Ватă вăрман шухăшĕ", "Кĕркунне", "Килсе çитрĕ кĕркунне..." сăвăсене çырса хурать. "Икĕ хĕр", "Тимĕр тылă", "Тăлăх арăм" сăвăллă юмах-халапа якатать, "Нарспи" поэмăна /И.Я.Яковлев хистенипе/ улăштарать, "Шуйттан чурине" палăртать. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хĕрĕх çул тултарнă тĕле "Хальхи самана" ятлă сăвăллă халал - тăван халăх шăпи çинчен хĕрхÿ шухăш вăратакан хайлав çырса хурать.

И.Я.Яковлев хастарлăхне кура 1908 çулта К.В.Иванов хайлавĕсем пĕрремĕш хут пичетленсе тухаççĕ. "Чăваш халапĕсем" кĕнекери "Нарспи" поэма вулакансене каçăхтарсах ярать. "Нарспи" поэма Константин Иванов пултарулăхĕнче пĕртен-пĕр юрату, пĕртен-пĕр чун янравĕ пек тăрса юлать. Хура пусмăр çулĕсем унăн халне çапса хуçаççĕ. Кĕтрет ăс-пуçлă каччăн ăмăрткайăк пек сарăлса ярăнас ăсталăхĕ чулпа персе антарнă пекех пÿлĕнет. "Нарспи" поэма пичетленнĕ хыççăн сăвăç çичĕ çул пурăнать. Калама çук йывăр шухăш, шырав, асап çулĕсем вĕсем. Тен, çав çулсенче те ун калемĕ вилĕмсĕр юрăсем шăратнă, анчах вĕсем халăх умне тухаймасăрах пĕтнĕ. Аппăшĕ аса илнĕ тăрăх - сăвăç алçырăвĕсен арчине ашшĕ килĕнчен граждан вăрçи вăхăтĕнче пĕр офицер илсе тухса кайнă, çухатнă.

1909 çулхи çуркунне вунтăххăрти сăвăç халăх учителĕн ятне илме экстерн йĕркипе экзамен тытать. Чĕмпĕрти гимнази хут парсанах вăл хуларан тухса каять. Анчах ĕç вырăнĕ тупăнмасть. Вара Шупашкар уесĕнчи Иккасси шкулĕнчен кăларса янă Н.Ф.Беляев пăлхавăрçăпа пĕрле Сызрань уесĕнчи Коптевка станцийĕ таврашĕнче çĕр виçсе çу каçать.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе унти кĕнеке кăларас ĕç çине каллех хăр-хаяррăн тапăнни К.В.Ивановăн пултарулăх ĕмĕчĕсене шалтах хайăрса кăларать, шкулта ĕçлес çулне те картлать. Хура кĕркунне сăвăç тăван яла таврăнать. Хуйхă-суйхăпа касăлать чун-чĕри, пĕр канлĕхсĕр иртет тепĕр çулталăк.

Кăвак хуппи пекех пулать "Нарспи" авторĕшĕн 1910 çулхи юпа уйăхĕнче И.Я.Яковлев Чĕмпĕре чĕнсе яни. Вăл ăна хĕрсен икĕ класлă училищине тирпейлĕ çырупа ÿкерÿ вĕрентÿçине вырнаçтарать. Телей таврăннăн туйăнать сăвăçа. Хăватлă ĕмĕчĕсем каллех йăл илеççĕ. Çывăх тусĕпе - Федор Павлов кĕвĕ ăсти-çыравçăпа пĕрле вăл "Нарспи" тăрăх чăваш оперине йĕркелеме шухăшлать. Ĕçе пуçăнаççĕ, анчах вĕсене пичет те, сцена та тивмест. Ирĕксĕрех сÿнет чун хĕлхемĕ.

Сăвăçăн 1911-1913 çулсенчи литература ĕçĕ, М.Я.Сироткин профессор шухăшланă тăрăх, Иван Трофимовăн чаплă букварьне кĕртме кĕске калавсем куçарнинче, ăна ÿкерчĕксемпе илемлетнинче тата Петр Пазухина чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене кĕнеке туса кăларма пулăшнинче çеç палăрать. Пулин! Çакă та ăна пысăк чыс кÿрет. Хура реакци çулĕсем сăвăçа чĕмсĕрлетсе лартнă. Талант пăхăнман, малалла аталанма май шыранă. К.В.Иванов сăрăсемпе ÿкерме тытăнать, Питĕрти Ÿнер академине кĕмелли экзаменсене хатĕрленет. 1913 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем "Иван Сусанин" оперăна сцена çине кăлараççĕ. Константин Васильевич ăна валли паха декорацисем ăсталать. Ачаллах палăрнă вичкĕн таланчĕ портретра, графикăра, скульптурăпа эреш ÿнерĕсенче тата фотографире уççăн курăнса каять. Вăл канăçа пĕлмесĕр ĕçлет. Ĕçре кăна чунне пусарать, анчах йĕкĕте синкерĕ сыхласа тăрать - ăстаçă ÿпкепе, вар-хырăм чирĕпе аптăраса ÿкет. Унăн çамрăк пуçĕ çине сирсе сирĕлеймен хурлăх анать. Шăпа картинчен иртме çуккине туйса 1914 çулхи çулла М.Ю.Лермонтов вилтăприне пуç тайма Тархана кайса килет, вара хура кĕркунне Чĕмпĕртен виççĕмĕш хут Слакпуçне таврăнать. Хальхинче вăл таван ялта ĕмĕрлĕхех юлать: 1915 çулхи пуш уйăхĕн 13/26/-мĕшĕнче сăвăç чĕри тапма чарăнать. Çапла вăхăтсăр сÿнет чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ. Вăл хăварнă çутă вара пирĕн пата нумай теçетке çул иртсен те йăлтăртатса килме пăрахмĕ.

***

К.В.Иванов лирикипе лиро-эпики тăван халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхĕнчен тымарланса тухнă та вырăс тата тĕнчери ытти халăх литературисен сăнавĕпе пуянланнă. Малтанхи лирикăлла сăввисенче халăх сăмахлăхĕн кĕвви те, Лермонтов, Кольцов, Некрасов поэзийĕн витĕмĕ те сисĕнсе тăрать. "Ватă вăрман шухăшĕ", "Выçă юрă", "Усал шăрăх", "Çумăр" тата ытти сăввăн шухăшĕ тарăн, сăнарлăхĕ анлă. Сăвăçăн хурлăхĕ халăх асапĕпе тачă çыхăннă, революци вăйĕ чакнăран, реакци ахăрса кайнăран çапла пулса тухнă вăл.

Асап килсен, хĕн килсен
Шухăшласа ларатăп,
Çамрăк вăхăт, ыр вăхăт,
Ăçта эсĕ çухалтăн?
Çамрăк кунсем, ыр кунсем
Иртсе кайрĕç тĕлĕк пек.
Асап, хĕн-хур халĕ пур,
Килчĕç хура пĕлĕт пек.

Вунçич çулхи каччă çырнă çак сăвва, "Ватă вăрман шухăшне". Хăй мар, ахăртнех, хура халăх сăвăçа ватă вăрман пек курăннă... Шуçăм пек вылянса иртсе кайнă чăваш çамрăкĕсем умĕнчен пăлхавăр ырлăхĕ, вунçич çултах таврăнми ылтăн вăхăт çинчен çырма тивнĕ Константин Иванова. "Хура пĕлĕт пек хĕн-хур" халăх пуçне нумайлăха сăрса илнĕ. Хресчен нуши-асапĕ çÿлти Турăран мар, çĕр çинчи йĕркесенченех килнине сăвăç вырăс поэчĕсенчен куçарнă "Тĕрме çынни", "Выçă юрă" тата ытти хайлавра тÿррĕн кăтартса панă. Халăх пурнăçĕ тĕкĕнсе çитнине "Выçă аптăранăскерсем" сăвăлла хайлавра тата уççăнрах сăнланă:

Ларса хырăм тăранмасть,
Мĕнле шухăш шухăшлан.
Ĕç шырарăн - тупăнмасть.
Ăçта каяс тен паян?-

каласа парать çав сăвăри ватă, халап ăсти. Кунтах вăл хуравне те пытармасть:

- Çапла, ачам, выçăхсан
Çын тухать çав ухмаха.
Хăшĕ çиме пулмасан
Тухать вăрă-хураха;
Хăшĕ Иван ухмах пек
Курак çиет аташса;
Хăшĕ, сăрă тукмак пек,
Вилсех каять выçăхса.

Çак темиçе йĕркерех хресчен шăпи мĕн тери йывăрри, çăлăнăç шанчăкĕ имшерри курăнать.

Ытти хайлавсем хушшинче "Хальхи самана" сăвă уйрăмраххăн тăрать. Унта К.В.Иванов поэт-демократăн тĕп шухăшĕсем тÿррĕн те уççăн палăраççĕ, сăвва мĕн сăлтавпа çырнине "1908 çулхи октябрĕн 28-мĕшне" тесе систернĕ. Юпан 28-мĕшĕ - Чăваш шкулĕн çуралнă кунĕ. "Хальхи самана" - гражданла лирикăн паха тĕслĕхĕ. Унта халăх шăпи çинчен тарăн шухăшлани пур. Пăхăсăн, вырăн-вырăн ăна çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче çырнă пекех: "Чăвашла та калаçмасть, Тăванне те астумасть. Чĕри шăнса кайнă çав, Чĕрĕ виле пулнă çав", - тенисем икчĕлхелĕх пирки тавлашнă чухне çĕнĕрен илтĕнчĕç.

Чăваш, сана ун чухне,
Чуну çĕкленнĕ чухне,
Мĕн пит асна килет-ши?
Мĕн пит чунна хĕсет-ши?
Савăнăç-и, куççуль-и
Сан куçăнта куç тулли?

Лару-тăру йывăр. Кашни вăхăтăн хăйĕн йывăрлăхĕ пур. Сăвăç малашлăха хытă шанать:

Анчах ыр çын тупăнчĕ,
Самани те улшăнчĕ.
Урăх çулпа утрăмăр,
Урăх çĕре тухрăмăр.

К.В.Иванов тăван халăх мĕскĕн пурнăçпа пурăннишĕн чун-чĕререн пăшăрханнă. Вăл Танлăхпа Ирĕклĕх идейисемпе хавхаланса ĕçленĕ, кĕске ĕмĕрне тăван культурăна шеллемесĕр панă. Таса чунлă патриот та, чăннипе пысăк гуманист та вăл.

Ивановăн лирика çÿпçинче сăвă нумай мар. Вăл çырнисен ытларах пайĕ патша вăхăтĕнче çут тĕнчене тухайман, тухма та пултарайман. Хăй вилнĕ хыççăн вара еткерне чăваш культурин яланхи шăпи кĕтнĕ: манăçнă, сапаланса çухалнă. Çеçпĕлĕн, Юманăн, Миттасен... камăн кăна çухалман! К.В.Ивановăн хăй пурăннă чухне пичетленнĕ юмахĕ-калавĕсемпе "Нарспин" алçырăвĕ те тупăнмасть вĕт-ха, иçмасса!

***

Сăвăллă юмахсемпе халапсенче, "Шуйттан чури" трагеди сыпăкĕсенче К.В.Иванов таланчĕ тата туллинрех палăрнă.

Вĕсене вăл халăх сăмахлăхĕнчи сюжетсене никĕсе хурса çырнă. Эпикăлла пĕрремĕш хайлавĕнчех - "Икĕ хĕр" юмахра - К.В.Иванов пусмăр тĕнчин киревсĕрлĕхне, суяпа элеке çиеле кăларнине, тĕрĕслĕхе сĕмсĕррĕн таптаса тăкнине питлет. Халăх юмахĕсенче ырă çĕнтерет пулсан, К.В.Ивановăн "Икĕ хĕр" юмахĕнче йăпăлти элекçĕ мала тухать: тĕрĕссине куçран калакан кĕçĕн хĕрне ашшĕ килтен хăваласа ярать, суеçтерсе юрама тăрăшакан йĕксĕк хĕрне пурлăх-ырлăхне уйăрса парать.

"Тимĕр тылă" халап çак юмах кĕввине тата тарăнрах та анлăрах уçса кăтартать. Усал карчăк хаярне пула çамрăк кинĕн ĕмĕрĕ татăлать. Халăх сăмахлăхĕнче сарă кинĕн тĕрĕс ĕçĕсем тухатмăш карчăкăн хăватне пĕтереççĕ пулсан, Иванов халапĕнче хаяр вăй - Тимĕр тылă - иккĕшĕн пуçне те касса каять. "Поэт çапла туса пĕр тарăн шухăш каласа парасшăн пулнă. Килйышри пусмăртан вăйлăраххи те пур - пусмăр тĕнчи. Вăл, Тимĕр тылă евĕрлех, никама та уяса тăмасть, çамрăккине те, ваттине те хăйне пăхăнтарать, амантать, вăхăтсăр вĕлерет", - тенĕ М.Я.Сироткин профессор. Кĕрешсе кăна инкекрен хăтăлма пулать.

"Тăлăх арам" халапра К.В.Ивановăн реализмла кĕввисем тата вăйлăрах палăрса тăраççĕ. 1904-1905 çулсенчи яппун вăрçин намăсĕ, халăх пурнăçĕ шутсăрах юхăнса пыни, вăрçăра аманса-вилсе пĕтнĕ çынсен килйышĕсем хĕн-хурлăха кĕрсе ÿкни, каллех вăрçă-харçă тухас хăрушлăх пурри поэт чĕрине касса ыраттарнă. Вăл хăйĕн юптаруллă-ытарлă сăмахĕпе патшалăхри эшкерĕн тăрлавсăр иртĕхÿ политикине вирлĕ тивертсе илнĕ.

"Вăрçă - хăрушă япала", - çырса хунă сăвăç кун кĕнекинче. Ку шухăша вăл илемлĕх мелĕсемпе вăйлатса "Тăлăх арăм" халапа кĕртнĕ. Çичĕ тăван çапăçать вăрçă хирĕнче. Вĕсене арăмĕсем, ватă амăшĕ кĕтеççĕ. Анчах вăрçă айăпсăр çынсен пуçне çиет. "Шуйттан чури" сăвăллă трагедире те ĕçсем çапăçу хирĕпе, укçапа, мул харкашăвĕ вăрçă-харçă кăларнипе çыхăннă. Çырса пĕтереймен пулсан та, трагеди шухăшĕ уçăмлă. Ахальтен мар чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов тăванĕ Я.Г.Ухсай çак произведение никĕсе хурса çав ятпах тепĕр ăнăçлă трагеди çапса кăларчĕ.

Вăрçăри икĕ тăван, пиччĕшĕпе шăллĕ, вилнĕ çынсене çаратса пуйма тапаçланаççĕ. Пухнă пурлăха пайланă чухне иккĕшĕ хирĕçсе каяççĕ те, асли кĕçĕннине чиксе пăрахать. Сăхлăх çуратнă пурлăх никама та телей памасть, пиччĕшĕ хăй те пÿкле вилĕмпе вилет.

Чăваш литературинче сăвăллă трагеди жанрне пуçарса К.В.Иванов тăван сăмахлăха тĕнче литературин паха тĕслĕхĕсем патне туртнă, ăна авалхи классика тĕслĕхĕсемпе пуянлатма пилленĕ. Драматургсем унăн ырă ĕмĕтне сая ямарĕç - хальхи чăваш трагедийĕсем чăннипех пиçĕ те янăравлă!

***

К.В.Иванов ĕмĕрсен историне "Нарспи" поэмăпа кĕрсе юлчĕ. Пилĕк ăста вырăсла куçарнă "Нарспи" поэмăна: А.Петтоки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров. Поэмăн тулли куçарăвĕсем СССР халăхĕсен нумай-нумай чĕлхипе пичетленнĕ, çĕршыв тулашĕнче пăлхарла, венгрла, акăлчанла тата ытти чĕлхепе тухнă. Ăна А.Твардовский, А.Фадеев, П.Тычина украинец, Я.Судрабкалн латыш, М.Карим пушкăрт, А.Тодоровпа И.Сестримский пăлхарсем, А.Рона-Таш венгр, Леон Робель француз, Питер Франс акăлчан тата ытти паллă çыравçă ырăпа палăртнă.

"Нарспи" - чăннипех те чăваш чунне çывăх ăстăвăм. Вăл пĕр енчен хамăр халăх сăмахлăхĕн япали пекех курăнать, тепĕр енчен - вырăс тата хĕвеланăç литературинчи лайăх тĕслĕхсемпе тан тăрать. "Поэмăн илемлĕхĕ пиçĕ, çавăнпа вăл халăха килĕшет, çавăнпа вăл вăрăм ĕмĕрлĕ", - тесе çырнă Иван Сестримский критик пăлхарла пичетленнĕ поэмăна хакласа. Чăваш ачин хайлавĕ чĕлхе чиккисене сирме пултарчĕ, республикăсемпе çĕршывсен анлăшне тухрĕ.

"Чăнах та, камăн чунне çĕклесе яман пуль икĕ хура шăрçа пек хура куçлă, çăмăл ал-ураллă, ахăлтатса кулакан çирĕп çын - Нарспи? Мĕнле поэт, драматург, композитор, художник парăмлă мар-ши ун умĕнче? Мĕнле тĕпчевçĕ ăнланса илесшĕн тăрăшман-ши унăн таса чунне, вĕри чĕрине, хăюллă шухăшне.

Пуринчен ытла "Нарспире" палăрнă Ивановăн генийĕ /ним ÿстермесĕрех - генийĕ/ чăваш культурин шăпине, Яковлев пекех, - анчах хăйне майлă, хăй вăхăтĕнче,- пĕтĕм малашлăхшăн татса панă теме пултаратпăр эпир",- çирĕплетсех каланă Петĕр Хусанкай "Нарспи" юрăçи çитмĕлте" сăмахĕнче.

Константин Васильевич Иванов, хай 17-18 çулта чухнех тĕнчене тĕлĕнтернĕскер, çыру ĕçĕнчи тĕрлĕ енлĕ ăста - эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă пулнă, çав вăхăтрах вăл - талантлă музыкант, художник, педагог, редактор, шухăшлавçă. Пĕтĕм çамрăк вăй-халĕпе, ырă ĕçĕсемпе вăл тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă - этем ирĕклĕхне, танлăхне, ĕçне, телейне, тĕрĕслĕхне мухтанă. К.В.Иванов ячĕ тахçанах сумлă ят пулса тăнă. Ăна чăвашсем кăна мар, çĕр çинчи нумай-нумай халăх чыслать.

Виталий СТАНЬЯЛ

Петр СИЗОВ ÿкерчĕкĕсем,

Сергей ЖУРАВЛЕВ фоторепродукцийĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.