Тĕнче поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа ­- 125 çул

27 Çу, 2015

Хамăрпа пĕрле вĕренекен ачасем хушшинче хура çÿçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ пĕр ача пурччĕ. Çав тери лăпкă, тÿлек ачаччĕ вăл. Калаçнă чух унăн питçăмартисем пăт путса çавраланатчĕç, сăмси тÿрĕччĕ, хура хăмăр куçĕсем пысăк та илемлĕччĕ* хăш чух вăл, темĕн çинчен шухăша кайса, салхуллăн пăхатчĕ. Константин Иванов теттĕмĕр эпир вăл ачана.

Марфа Трубина.

 

Кĕмĕл шăнкăрав сасси пек шăнкăртатса юхать Константин сăвви. Сăввăн кашни сăмахĕ илемлĕ, уçă, вырăнлă, чуна илĕртет. Халиччен илтмен çакăн пек витĕмлĕ сăмахсем, пĕрре чуна çÿçентерсе, тепре чуна çутă шанчăкпа хавхалантарса е йăвашшăн, лăпкăн янăраса пирĕн чĕресене хумхантарса тăраççĕ. Константин ывăçĕ-ывăçĕпе çĕнĕ туйăмсем акса пырать.

Степан Лашман.

 

Пуринчен ытла "Нарспире" палăрнă Ивановăн генийĕ чăваш культурин шăпине, Яковлев пекех, - анчах хăйне майлă, хăй вăхăтĕнче, - пĕтĕм малашлăхшăн татса панă теме пултаратпăр эпир. Ку пире йăлтах тĕлĕнтерсе ярать. Виçĕ пин йĕрке сăвăра ĕлĕкхи чăваш пурнăçĕн пĕтĕм энециклопедийĕ курăнать.

Петĕр Хусанкай.

 

"Нарспие" пушкăртла куçараканĕсенчен пĕри пулнă май эпĕ çак шедевра алла тытсанах, унти йĕркесене вулама тытăнсанах хамшăн чăн-чăн уяв çитнине чухласа илтĕм. Иванов вăл - нацин ирĕке тухнă пултару туйăмĕ калама çук вăйлăн палăрни. Вăл чăваш чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр пурăнассине, чечекленсе, хăватланса пырассине пĕлтерекен паллă.

Мустай Карим, Пушкăртстан халăх поэчĕ.

 

Кĕçтенттин Иванов пултарулăхĕнче мана çакă тĕлĕнтерет: вăл халиччен тунине, "çĕнĕрен туяннине", "хамăра каялла тавăрса" уçса кăтартать... Чи тĕлĕнмелли, акă, мĕн: çамрăк каччă хăй япалисене пурнăçра питех те пуян опыт пухнă пĕр-пĕр чаплă маçтăр пек тума пултарнă, çавăн чухне ăна хăй халăхĕн нумай ĕмĕр хушшинче пухăнса пынă çырулăх традицийĕсем те пулăшайман.

Леон Робель, Франци сăвăçи, тĕпчевçĕ.

 

Пĕр япала тĕлĕнтеретчĕ пире: Константин Васильевич нихăçан та хăй поэми çинчен калаçмастчĕ. Анчах Пушкин, Лермонтов, Кольцов, Некрасов, Грибоедов, Шекспир çинчен пĕрмай калаçатчĕ, вĕсен произведенийĕсене итлеме юрататчĕ.

Иоаким Максимов-Кошкинский.

 

Константин Васильевич Иванов пĕтĕм пурнăçне, çиçсе тăракан тивлетлĕ талантне пĕтĕмпех чăваш халăхне панă. Вăл чăваш литературине... классикла тÿпене çĕкленĕ, унăн сăпки умĕнче хăватлă юрăсем юрланă, хăйĕн ывăçĕ çинчен çитес ĕмĕрсене, малашлăха "Нарспи" поэмине вĕçтернĕ.

Яков Ухсай.

 

...1956 çултан пуçласа эпир, пăлхар çыравçисем, чăваш çыравçисемпе тачă, туслăн çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр, чăваш литератури çинчен хамăр кĕнекесенче çырма тытăнтăмăр, туслă халăх ывăлĕ-хĕрĕсене чăваш авторĕсен япалисене пăлхарла куçарма çунат хушрăмăр. Çав япаласем хушшинче чăвашсен наци поэми "Нарспи" - таçтан аякран курăнакан çăлтăр пек çуталса тăрать.

Ангел Тодоров, пăлхар çыравçи.

 

Иванов чĕлхи вăл - кристалл пек таса, чăн-чăн поэзи чĕлхи, хресчен чĕлхин "тап-таса копийĕ", унта ятарласа шухăшласа кăларнă сăмахсем тупаймăн, уншăн суя искусство, чее сăмахсемпе витĕнсе хуçланкаласси - ют япала. Чăн та, Иванов кĕнекисенче чылай çĕрте чăваш халăх юррисенчен илнĕ тĕслĕхсем, вĕсен витĕмĕ палăрать, çапла пулин те ку чĕлхе хăйнеевĕрлĕ* поэзи мелĕсемпе çавăн пек сăнарлама, çавăн пек тĕрĕлеме чăннипех пултаруллă, тĕнче литературин шайне çĕкленнĕ поэт кăна пултарать...

Иванов творчествинче халăхлăх чĕлхи, унăн чи ырă, таса, сăваплă шухăшĕсемпе ĕçĕсем, халăх чĕлхин литература Парнасĕ çине çĕкленнĕ чи паха формисем яр-уççăн палăраççĕ. Иванов талантĕнче вĕсем тачă çыхăнса тĕвĕленнĕ.

Андраш Рона-Таш, венгр тĕпчевçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.