Хăй вăхăтĕнче шкулсенче пире вырăнти историпе питех паллаштарман. Хамăр таврари вăрçă паттăрĕсем çинчен те çителĕклĕ каласа паман. Вĕсемпе мухтанма, сума сума вĕрентмен. Каласа паракан тупăнсан - итлесшĕнех те пулман. Çавăншăн хăшĕсем халĕ хытă ÿкĕнеççĕ.
Музей – аваллăхпа паянхи куна тата малашлăха çыхăнтарса тăракан вырăн. Иртнĕ кунçул нихăçан та çухалмасть, вăл халăх асĕнче юлать, хăй хыççăн ăс-тăн тата пурлăх культурин палăкĕсене хăварса паянхи куна, малашлăха тĕрĕс курса тăма пулăшать. «Аваллăхсăр малашлăх çук» тени - тĕрĕс сăмах.