Комментари хушас

8 Çу, 2015

Вăл - Генерал та, Паттăр та!

Ку сăнÿкерчĕк вăхăтпа самана авăрĕнче сыхланса юлни, çак кунсенче вăл «Хыпар» редакцине «вĕçсе çитни» - хăй пĕр тĕлĕнтермĕш.

Эсир курăр-ха - еплерех çутă сăнсем, еплерех паттăрсем! Çак 17 Паттăр ар хушшинче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петрович Петров генерал-майор та пур. Вăл - иккĕмĕш ретре сулахайран пĕрремĕш.

Канаш районĕнчи Аччара çуралса ÿснĕ А.П.Петровăн биографийĕпе вулакансене эпир паллаштарăпăр /ку сăваплă ята Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн, тĕнче тăрăх сапаланнă кашни чăвашăн пĕлмелле/. Хальлĕхе вара çак сăнÿкерчĕкре ĕмĕрлĕхех сăнарланнă ытти паттăр ячĕсене асăнса хăварар. Çакна эпир Шупашкарти 1-мĕш гимназири 3 «б» класра вĕренекен Максим Купчиков пулăшнипе тăватпăр. Максим - Антон Петрович Петров генерал-майорăн мăнукĕн ывăлĕ. Кăçал ăна Александр Георгиевич Якимов - А.П.Петровăн Шупашкарта пурăнакан мăнукĕ, вăлах - Максимăн куккăшĕ те - вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ сăнÿкерчĕкпе паллаштарнă. Çак фотона курсан ача хавхалансах каять, сăнÿкерчĕкри çынсен ячĕсене тупса палăртма, вĕсен кунçулне тĕпчеме шут тытать...

Камсем ăшшăн та юратса пăхаççĕ-ха пирĕн еннелле çĕнтерÿллĕ 1945 çулта ÿкернĕ кивĕ, анчах та ылтăнран та хаклă сăнÿкерчĕкрен?

Пĕрремĕш ретре, варринче - пĕтĕм тĕнче пĕлекен летчик, виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Александр Покрышкин /1913-1985 çç./.

Пĕрремĕш ретрех /сулахайран сылтăмалла/ тăраççĕ: Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Талгат Якубекович Бегельдинов летчик, казах /1922-2014 çç./; Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Ахмет-Хан Султан летчик / ашшĕ - лакец, амăшĕ - Крым тутарĕ/, 1971 çулта Ту-16 самолета тĕрĕсленĕ чухне сарăмсăр вилнĕ; Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Арсений Васильевич Ворожейкин летчик /1912-2001 çç./.

Александр Покрышкинпа юнашар - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Алексей Васильевич Алелюхин летчик /1920-1990 çç./. Унпа юнашар - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Павел Яковлевич Головачев летчик /.....-

 

1972 çç./...

...Маттуртан та маттур Максим Купчиковăн пархатарлă тĕпчевĕ хальлĕхе çакăнпа вĕçленнĕ. Анчах та вăл ку темăпа малашне те ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтерет. Шанатпăр - Максимăн ĕçĕ ăнатех!

Эсир те, хаклă вулакансем, çак сăнÿкерчĕкĕн вăрттăнлăхне уçса парас тĕлĕшпе хăвăртан килнине тума пултаратăр.

* * *

Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петрович Петров генерал-майор 1902 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче хальхи Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Аччара нумай ачаллă /11 ача!/ хресчен çемйинче çуралнă. 1915 çулта Антон ялти тăватă класлă шкултан вĕренсе тухать те училищĕне вĕренме кĕрет. Анчах та 1919 çулхи августра вăл вĕренме пăрахса хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăрать, малтан Хĕрлĕ Çарăн Атăл тăрăхĕнчи 2-мĕш запас полкĕн /Хусан хули/ хĕрлĕармеецăн тивĕçĕсене пурнăçлать, унтан ăна командирсен Хусанти 4-мĕш çарпа инженери курсне вĕренме яраççĕ. 1921 çулхи февральте А.П.Петров Туркестан фрончĕн инженери çарĕнче хĕсметре тăрать, малтан ăна взвод, унтан рота шанса панă. 1923-1926 çç. вăл Мускаври çар инженерĕсен шкулĕнче пĕлĕвне ÿстерет, унтан икĕ çул çарта пулать. 1928-1936 çç. çамрăк офицер - Хĕрлĕ Çарăн Çарпа техника академийĕн вĕренекенĕ, лабораторин аслă инженерĕ, пĕтĕмĕшле тактика кафедрин адъютанчĕ. Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче пынă вăрçăра Антон Петрович Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçлĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн вăл - Балтика тăрăхĕнчи çар округĕн уйрăм инженери полкĕн командирĕ, унтан фронтăн инженери çарĕсен штабĕн начальникĕ. Нимĕç фашисчĕсемпе вăл Çурçĕр-Хĕвеланăç, Воронеж, 1-мĕш тата 2-мĕш Украина фрончĕсен йышĕнче инженери çарĕсен штабĕн начальникĕ, 69-мĕш çарăн командующийĕн заместителĕ тата 40-мĕш çарăн командующийĕн заместителĕ пулса паттăррăн çапăçнă.

Антон Петрович Петрова 1943 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Днепр юханшывĕ урлă Киевран кăнтăрарах тапăнса каçса плацдарм йышăнас тĕлĕшпе паттăрлăх кăтартнăшăн СССР Аслă Канашĕн Указĕпе Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Кунсăр пуçне ăна икĕ хут Ленин орденĕпе, тăватă хут Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Кутузов тата Богдан Хмельницкий, икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, сакăр медальпе чысланă.

Вăрçă вĕçленсен пирĕн ентеш Çурçĕр Кавказри тата Туркестанри çар округĕсенче инженери çарĕсен начальникĕ, В.В.Куйбышев ячĕллĕ Инженери çарĕсен инженер-командирсен факультечĕн начальникĕ пулнă. 1962 çулта запаса тухнă.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Паттăрĕ Антон Петрович Петров сакăрвунă çула çитсе 1982 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Ăна Ваганьково масарĕн хупă колумбарийĕнче пытарнă.

Эпир пĕлнĕ тăрăх - паттăр генералăн тăванĕсемпе пархатарлă ентешĕсем хальхи вăхăтра Канашра Антон Петрович Петрова палăк лартма çине тăрса ĕçлеççĕ. «Хыпар» вĕсене ăнăçу сунать, çак питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре çине тăрса пулăшма шантарать.

 

В.ТУРКАЙ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.