Чи пысăк юратупа çапăçăва кĕнисене манас марччĕ
Кукаçине, Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçăра пуç хунă Петр Иванович Смирнова, халаллатăп
Пирĕн çемьере вăрçă хирĕнчи кукаçирен килнĕ виç кĕтеслĕ 7 çыру упраннине эпĕ тахçанах пĕлнĕ. Вĕсем малтан кукамайра пулнă, вăл вилсен аннене куçнă. Пĕррехинче, пĕр 10-15 çул каялла пуль, вĕсене вуланине те астăватăп. Куççуль витĕр вуласа тухнăччĕ çав виçкĕтеслĕхсене, кайран, пурнăç авăрĕнчи ытти ăптăр-каптăр ĕçсем хушшине чăмнăран-и, кукаçин пурнăçĕнчи юлашки çав синкерлĕ самантсем манăçнă пек те пулнăччĕ. Халĕ, акă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе 70 хĕлпе çур ылмашрĕç. Çак вăхăт пĕр-пĕр çыннăн çĕр çинче пурăнас ĕмĕрĕпе танлашнине шута илсен - сахалах мар ку. Тăван çĕршывăмăрта та ку тапхăрта мĕн кăна пулса иртмерĕ те. Эпĕ те кукаçи фронтран янă, кутемĕн сарăхсах кайнă виçкĕтеслĕхсене каллех алла илтĕм. «Химический» текен кăранташпа çырнă вĕсене. Уйрăмах юлашки икĕ çырăвне пире, паянхи ХХI ĕмĕр çыннисене, пурне те вулама халалланă пекех туйăнса кайрĕ те - кунта илсе кăтартас терĕм. Акă, 6-мĕш çыру, ăна ашшĕн - Елчĕк районĕнчи Курнавăшра пурăннă Иван Федорович Смирнов - ячĕпе çырнă: «Сывă-и, тăвансем! Пирвайхи хамăн çыру пуçламăшĕнчех, Аттепе Анне, сире пурсăра та çемйипех пысăкран та пысăк салам яратăп, тата куккасене пысăк салам яратăп. Эсир темле пурăнатăр, манăн сирĕн хыпара пĕлме çук, мĕншĕн тесен сире точнăй адрес çырса яма май килмест. Паян кунта, ыран кунта цыган пек куçса çÿретпĕр. Хотя ку Белев хулинче 8 сутка пурнатпăр. Пĕр хваттерте 12 çын пурнатпăр. Тăманаран хăтăлнă кайăк пек чĕтресе пурăнатпăр. Вăрçă пирĕнтен 25-30 çухрăмра анчах, кăнтăрла иртсен пирĕн çине те килсе пăрахаççĕ /бомба пулас - Авт./. Тата апат енчен калама та çук питĕ начар, выçăпа пĕрех пурăнатпăр. Тата эсир мункуна çапах чысласа ирттертĕр пулĕ, а эпир пăшăрханса ăша тытса лартăмăр. Укçапа ним те илме çук, ыйткаласан та памаççĕ.
Кăçал пирĕн патăмăрта акана тухма кая юлать пулĕ, кунта та юр час каймасть, питĕ хĕнпе ирĕлет. Эпир пурăнатпăр Тульский облаçра, хулинчен 90 çухрăм хĕвеланăç еннелле. Тата пирĕн çемьесем тепле пурăнкалаççĕ ĕнтĕ, шăнса вилмеççĕ-ши? Кунта çитсен 6 апреля киле çыру янăччĕ. Вăл çырăва те илнĕ, те илмен.
Сывă пулăр, эпĕ те пока ку çыруран сывă юлатăп. Малалла мĕнле пулать, тата çыру яма вăхăт пулĕ-и, пулмĕ-и. Ку çырăва çыракан сирĕн ывăлăр Петя. 14 апреля 1942 года».
7-мĕш çырăва мăшăрне - Нина Тарасовна Смирновăна - адресленĕ: «Сывă пурăнатăр-и, çемьесем? Пирвайхи строкарах хамăн çырура сире пурсăра та çемйипех пысăк салам яратăп. Тата Ванюша та пысăк салам яратăп, тата аттесене те çемйипех пысăк салам, тата куккасене те пысăк салам яратăп. Малалла çырса пĕлтерем кĕскен анчах хамăн кĕскелсе юлнă пурнăç çинчен. Эпир Белев хулинчен тухрăмăр 15 апреля каçпа. Вăл хулара эпир пурăнтăмăр 9 сутка ытларах пĕр хваттерте. Ялта хваттерте выртасси кĕçĕр юлашки çĕр выртрăмăр. Паян каçпала вăрçа кĕретпĕр. Тивет пире пылчăкпа шыв çинче выртмашкăн. Ну, çемьесем, манăн урăх çырмалли нимех те çук. Сывă, лайăх, аван пурăнăр, эсир манран урăх çырусем илеес çук, çавăнпа та ку çырăва усрăр, ан çурса пĕтерĕр, асăра килсен илсе вулама. Манăн çырас килет çакна, вилес пулсан та выçă касăлса вилетпĕр. Ку çырăва çыракан сирĕн аçăр П.Смирнов /алă пуснă - Авт./. 17 апреля 1942 года». Çак хыпар, чăнах та, юлашки çыру пулса юлнă. Кукамай ăна вуласа миçе хутчен макăрман пулĕ, халĕ те вăл куçран куççуль кăларать.
Шăпах 73 çул иртнĕ çак çырăва çырнăранпа. 1942 çулхи апрельте Хĕрлĕ Çар çĕнтерессе систерекен паллă тытăçусем те пулман-ха. Нимĕçсем Мускава илес тесе Орел хулине хуптĕрленĕ, анчах манăн кукаçи пек салтаксем хăйсен вилĕмĕпе çĕнтерĕве туптама май параканнисем пулнă. Евангелире Иоанн апостол çырнине аса илсе хăварас килет: «Акă Манăн ÿкĕтĕм, эсир пĕр-пĕрне Эпĕ хăвăра юратнă пек юратăр, хăй тусĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕнчен пысăкрах юрату çук» /Иоанн.15,12,13/. Вĕсем, Тăван çĕршывшăн юнлă çапăçăва кĕрсе пуçне хунисем, пурте Турă панă çак халала туллин пурнăçлакансем пулнă теес килет. Килте юлнă ашшĕ-амăшне, ачи-пăчине, мăшăрне тăшманран хÿтĕлес тесе выçлăхпа касăлсан та каялла чакман, чи пысăк юратăва чĕринче упранă. 39 çулта пулнă Петр Иванович Смирновăн та, манăн кукаçин, килĕнче 3 пĕчĕк ачи тата тепĕр ачине кĕç-вĕç çуратас арăмĕ юлнă. Аннем 1942 çулхи март уйăхĕн 20-мĕшĕнче тĕнчене килет. Кукаçи вара, хăйĕн кам çуралнине те пĕлеймесĕрех, çав çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Орел хули çывăхĕнчи пĕр хаяр тытăçура пуçне хурать. Ăна Железницы ятлă ялти /халĕ Калуга облаçне кĕрет/ тăванла масарта пытарнă. Çакна та палăртмалла: историре «Курск пĕкки» ятпа палăрнă ку вырăнти çапăçусем вара 1943 çулхи июльте çеç тапраннă.
Пĕр 15-20 çул каялла кăна-ха Совет Союзĕн салтакĕсем çĕнтерÿçĕ халăхăн мухтавлă çарĕ пулни пирки тĕнчере никам та иккĕленмен. Паян, Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа çав тĕнчерех тĕрлĕрен хаклакансем тупăннă вăхăтра, паттăрсен ячĕпе лартнă палăксене сирпĕтсе ывăтнă саманара уйрăмах çакна калас килет: халĕ эпир тутă та ирĕк пурнăçпа пурăнма пултарччăр тесе пирĕн асаттесемпе кукаçисем, асаннесемпе кукамайсем тарне те, юнне те çителĕклех тăкнă, Иоанн апостол палăртакан чи пысăк юратупа çапăçăва кĕрсе тăшмана çапса салатнă. Çакна пирĕн, вĕсен мăнукĕсен, тивĕçлипе хакласчĕ те нихăçан та манăçа кăларас марччĕ.
Елен Нарпи,
çыравçă