Ячĕсем - «Астăвăм кĕнекинче»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа - 70 çул. Сумлă юбилее хатĕрленсе эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, хамăр тăрăхран çапăçу хирĕсене тухса кайнă ентешсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес терĕмĕр.
Ялти ватă çынсен асаилĕвĕсене çырса илтĕмĕр, сăнÿкерчĕксем, вăрçă докуменчĕсем пухрăмăр. Тĕпчеве 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах пуçаруллă пулнисене ятранах асăнас килет: Дмитрий Шалтайкин, Андрей Большов, Екатерина Елизаркина, Валентина Михеева, Евгения Михеева, Владимир Мишин, Анастасия Фондеркина тата Александр Ятманов. Ачасем тăрăшни сая каймарĕ. Вăрçăпа çыхăннă пирĕн тăрăхри пулăмсем, мăн асаттесемпе асаттесен фронтри паттăрлăхĕ, асаннесемпе ват асаннесен тылри тăрăшулăхĕ çинчен чылай материал пухрăмăр.
Акă, сăмахран, республикăри «Астăвăм кĕнекинче» пирĕн ял тăрăхĕнчи Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен тата Шĕмшеш ялĕсенчен вăрçа 240 çын хутшăннă пек кăтартнă, пирĕн тĕпчевпе çапăçу хирне 307 çын тухса кайни палăрчĕ.
Хамăр ялсенчи фронтовиксен шутне çак виçĕ ялта çуралса ÿснĕ, каярахпа урăх çĕрте тĕпленнĕ ентешсене кĕртрĕмĕр. Çавăнпа пирĕн ветерансен шучĕ тĕрлĕ çулта Малиновка, Уттапĕр, Хĕрлĕ çыр, Сорăм ялĕсене куçса кайнă 30 çынпа ÿсрĕ. Унсăр пуçне ватăсенчен ыйтса пĕлсе «Мемориал» тата «Подвиг народа» электронлă документсен пуххинче тата тепĕр 37 ентеш-ветерана тупма пултартăмăр. Эпир çакăнпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Мĕншĕн тесен 37 çак паттăр манăçра пулнă. Малашне вĕсене те ыттисемпе пĕрлех асăнăпăр.
Мăн Этменти палăк çинче вăрçăра вилнисен ячĕсемпе юнашар тăван тăрăха таврăннă хыççăн пурнăçран уйрăлса кайнисене те, урăх ялсенче тĕпленнисене те çырса хурас терĕмĕр. Çак çĕр çинчех çуралнă-çке вĕсем. Асăну хăмине Шупашкарта тутарттаратпăр. Ялти сумлă Владимир Петров, Юрийпе Мария Ярадаевсем укçа-тенкĕпе пулăшрĕç, вĕсене пысăк тав. Халĕ 167 фронтовик сăнÿкерчĕкĕнчен стенд тăватпăр. Ăна Мăн Этмен шкулне вырнаçтарасшăн.
Хамăр ирттернĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕпе «Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен тата Шĕмшеш ялĕсен Астăвăм кĕнекине» пичетлесе кăларма йышăнтăмăр. Унта вăрçă ветеранĕсемпе /вĕсен йышĕнче - хĕрарăмсем те/ пĕрлех хăйсен пурнăçне çар хĕсметне халалланисем те пулĕç.
Николай ПОЛОЗИН,
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕн истори учителĕ.