Рейхстаг ишĕлчĕкĕсем çинче тутарла юрланă

Вăхăт сарăхтарнă салтак дневникĕн страницисене пĕрин хыççăн теприне уçатăп... Унти йĕркесене çырнă çын тахçанах çут тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Çук, вăл вăрçăра вилмен. Берлина çитнĕ. Телее, служба тивĕçĕсене пурнăçласа тăван киле таврăннă...

Маншăн хаклă çын - атте - алли шăрçаланă йĕркесене вулатăп. Кунтах юлташĕсем патне çырнă çырусем, сăвăсем... Кашни йĕрке, кашни сăмах чĕрене пăчăртать. Аттене, унăн сарлака куллине аса илетĕп. ...Акă эпир ялтан киле таврăнатпăр. Пуйăс кашни станцире чылай вăхăт чарăнса тăрать. Атте вакунран тухса мана валли чечексем пухать. Телейлĕскерсем анне валли татнă салтак тÿми тата утмăл турат чечекĕсен çыххипе киле пырса кĕретпĕр...

Ометьево районĕнчи Калугăра ту çинче атте лартнă пÿртре пурăннă эпир. Сĕтел-пукана та вăл пĕтĕмпех тенĕ пек хăй аллипе ăсталанă. Пире утьăкка сиктернĕ сăпкана та хăйех тунă. Йывăçран теттесем касса кăларатчĕ, шахматла выляма вĕрентетчĕ. Вăрçă çинчен вăл пире нимĕн те каласа кăтартман. Пĕчĕкскерсем тата мĕн ăнланма пултарнă ун чухне? Эпир вăрçăлла вылянă. Патаксемпе хĕç-пăшалланса, аттен планшетне черетпе хулпуççи урлă çакса, пилоткăна пуç çине чалăш лартса, çара уран чупса айлăмра пурăнакан арçын ачасемпе «çапăçаттăмăр». Вĕсем пире канăç памастчĕç, ту çинчи «крепоçе» вĕçĕмсĕр çавăрса илетчĕç. Атте пире нихăçан та парăнмалла мар тесе вĕрентетчĕ. Хамăрăн «тăва» эпир нихăçан та алăран яман.

Вăл тахçанах çут тĕнчерен кайнă. Унăн, Шараф Мударрис поэтăн, чĕри тапма чарăннă чухне эпĕ 15 çултаччĕ. Вăл хĕрĕх виççĕре çĕре кĕчĕ!

Пĕрремĕш тупă сассисем илтĕннĕ чухне атте анăçри чикĕре службăра тăнă. Хĕрĕх пĕрремĕш çул. Хаяр çапăçусем пынă, снарядсем çурăлнă, тÿпе çуннă, Çĕр ыратнине чăтаймасăр ахлатнă... Атте Ельня патĕнче пĕрремĕш хут аманнă. Госпиталь, унтан каллех фронт.

1942 çул пуçламăшĕнче 2-мĕш Беларуç фронтĕнче «Тăван çĕршывшăн» хаçат тухма пуçланă. Аттене малти ретре шыраса тупса эшалонра вырнаçнă фронт хаçачĕн редакцине куçарнă. Пĕр вакунра - редакци, тепринче - типографи тата ытти те. Хаçат тĕрлĕ чĕлхепе кашни кун тухнă. Уйрăм купере - расна редакци. Кунта вырăс, тутар, латыш, узбек, казах, литовец - Михаил Светлов, Жубан Молдагалиев, Михаил Матусовский - çума-çумăн тăрса ĕçленĕ. Юнашар купере - Сергей Михалков. Тутар редакцийĕнче - Хатип Госман писатель тата Шараф Мударрис поэт. Пурте пĕр çемьери пек туслă пурăннă. Эшелона пĕр хутчен кăна мар пенĕ, ăна тăшман истребителĕсем штурмланă... Журналистсен хăть епле пулсан та задание пурнăçламалла. Çурăм хыçне михĕ çакнă, пистолет, планшет... Малти рете, чи хĕрÿ, чи йывăр вырăнсене командировкăна тухса кайнă. Унта вара çапăçура та, сывлăш çавăрса яма чарăннă кĕске вăхăтра та яланах салтаксемпе юнашар пулнă...

«Мартăн 12-мĕшĕ. Каллех 1326-мĕш полк. Йĕри-тавра минăсем. Çĕр питне снаряд акса тултарнă тейĕн. Тăван çĕрпе ярса пусма та хăрушă - мина çине пырса тăрăнма пултаратăн. Полкра лайăх кĕтсе илчĕç. Нумай çыртăм. Аксури ентешсене тĕл пултăм...»

«Мартăн 13-мĕшĕ. Эпĕ - малти ретре. Никам та çывăрмасть. Хушăран перкелешсе илеççĕ. Нимĕçсем аякра, пилĕк çухрăм та пулĕ. Йĕри-тавра шурлăх, вăрман. Иртме çук. Кăнтăрлахи пек çутă. Уçланкăна йăлтăркка уйăх çутатать. Пирĕн те, тăшманăн та шутланман тăрăхра - утă куписем. Кулăшла: нимĕçсем те, эпир те утă куписен хыçне вăрттăн йăпшăнатпăр».

Атте хăйĕн статйисемпе сăввисенче салтак пурнăçĕ, вăрçăри паттăрлăх, Тăван çĕршыва юратни çинчен çырнă. Салтак тата поэт çапăçу хирĕнче хăйĕн хайлавĕсене кун çути кăтартнă. Çар корреспонденчĕсем, писательсем пирĕн пата вăрçă чăнлăхне илсе çитернĕ, «кунсен кĕлĕ» /Ш.Мударрисăн сăввисен пĕр пуххи çапла ятлă/ витĕр тухнă. Аттен калемĕ «Тутар фронтовикĕсем тутар халăхĕ патне янă çыру» та шăратса кăларнă. Вăл вăрçă çулĕсенче республика хаçачĕсенче пичетленнĕ. Вăрçă хыççăн уйрăм кĕнекен кун çути курнă. Майăн 9-мĕшĕнче рейхстаг ишĕлчĕкĕсем çинче ларнă, тутарсен хаваслă юррисене шăрантарнă.

Атте вырăсла тата тутарла çырнă. Вăрçă пуçлансанах фронтра унăн аллине нимĕçсен листовки лекнĕ. Нимĕçле çырнă мĕнпур хута пухса вăл çурта çутинче çак чĕлхене тĕпченĕ. Темиçе уйăхран нимĕçлерен куçарма вĕренсе çитнĕ. Вăл тăванла халăхсен чĕлхине те пĕлнĕ. Чăвашла аван калаçаканскер К.Ивановăн «Нарспи» поэмине тутарла куçарнă.

Ют чĕлхе, ют культура ăна яланах илĕртнĕ. Нумай чĕлхе пĕлекен атте тĕнче классикĕсен - Гете, Гейне, Шиллер, Шекспир, Бернс - произведенийĕсене тÿрех куçарнипе, тутар халăхне вĕсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе мухтанатăп. Пабло Нерудо пултарулăхĕ килĕшнĕрен Испани чĕлхине вĕренме пуçланă.

Фронтран таврăннă чылай тутар çыравçине паллатăп эпĕ, астăватăп, юрататăп. Вĕсем - манăн аттепе аннен юлташĕсем. Халăх поэчĕ Сигбат Хаким, Габдрахман Абсалямов, Шайхи Маннур, Риза Ишмурат, Махмут Хусаин, Адип Маликов тата ыттисем.

Атте ир, питĕ ир çĕре кĕчĕ. Унăн çăлтăрĕ йăлтăр çуталчĕ, палăртнă çула хăвăрт вĕçсе иртрĕ те сÿнчĕ... Вăл - вăрçă çунтарнă ăру çынни. Апла пулин те паян та вăл çукки, унăн пĕлĕвĕ, пултарулăхĕ çитменни вăйлă сисĕнет. Унран вĕçне çитереймен сонетсем /вăл тутар поэзийĕнче пуринчен малтан сонет çырма пуçланă/, лирика сăввисем тăрса юлчĕç...

Çĕнтерÿ кунĕнче радио яратăп, атте сасси илтĕнсе каять. Поэт-фронтовик хăйĕн сăввисене вулать...

Эльфия МИНГАЗОВА

Эльфия МИНГАЗОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.