Нĕркеçрен Берлина çитнĕ

14 Çу, 2015

Умра - «Хыпар» хаçатăн 2010 çулхи августăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕ. «Курск пĕккинчен Кенигсберга çитнĕ» статьяри сăнÿкерчĕке тинкерсе пăхатăп. Вăрçă вăхăтĕнче тунă сăнÿкерчĕкре - икĕ хĕр-салтак. Вĕсенчен пĕри, сылтăмри - аннепе пĕртăван аппа - Калиса Петровна Грачева.

Калиса аппа Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре 1921 çулта çуралнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн ашшĕсĕр юлнă хĕрачан малалла вĕренме май килмен. Пĕчĕкренпех колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан вăйпитти арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Калисăн икĕ тетĕшĕ те Тăван çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Вăрçа пулах ĕçре вăр-вар та харсăр хĕрачана конюх тивĕçне шанса параççĕ. Вунă лашапа тăватă вăкăра пăхма тытăнать 20 çулти хĕр. Юратса пăхнă вĕсене Калиса. Уйрăмах вăрçа каякан лашасене шеллесе уйрăммăн çитернĕ. Вĕсене çĕрле выртмана илсе çÿренĕ, кăнтăрла сĕтеклĕ курăк çулса панă. Вăрçă йывăрлăхĕсене тÿсме вăй-хăват пухчăр тесе тăрăшнă. Кашни лашинех çапăçу хирне, тăванне ăсатнă пек, йĕре-йĕре ăсатнă...

1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Калисăн та вăрçа кайма ят тухать. Ял халăхĕ пултаруллă та сăпайлă Калисăна пехиллесе ăсатса ярать. Пурте шеллесе пăхнă вăтам пÿллĕ çинçешке хĕр çине, каялла сывă таврăнма ырă суннă...

Фронта каякан хĕрсен ушкăнĕ малтан Канашра пуху пунктĕнче тăнă. Тÿрех вăрçă хирне илсе каймаççĕ-ха вĕсене, ятарлă вĕрентÿ тата тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Унпа пĕрле вăрçа каякан хĕрсем пурте вăтам шкул е училище пĕтернĕскерсем иккен, пуçламăш çар пĕлĕвне илнĕскерсем. Калиса анчах стройпа утма та хăнăхман, алла пăшал та тытса курман. Вырăсла пĕлменни те питĕ кансĕрленĕ малтанхи кунсенче. Калисăн биографине тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн командовани ăна каялла киле кайма хушнă, ял канашĕ тивĕçлĕ кандидатура тупса паманнишĕн кăмăлсăр пулнă. Çапах çар çыннисене тĕлĕнтермелли пĕр самант сиксе тухнă.

- Киле каймастăп, - çирĕппĕн пĕлтернĕ хĕр, - ял-йыш мана çĕнтерÿпе таврăнма пилленĕ. Вăрçăра эпĕ те усă кÿрĕп-ха, вĕрентĕр эппин мана мĕн кирлине!

Çапла Калиса Грачева, телейлĕ шăпине шанса, хальхинче хăй ирĕкĕпе фронта кайма килĕшнĕ. Вĕренмелли, чăннипех те, питĕ нумай пулнă. Çапах та вăл, тавçăруллăскер, кĕске хушăрах çар пĕлĕвне алла илнĕ. Тĕл перессипе ушкăнра «Чи лайăх стрелок» ята та тивĕçнĕ. Юланутпа çÿреме пĕлекен вара хĕрсен хушшинче унсăр пуçне никам та пулман. Темле хаяр утпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, лаша чупнă вăхăтрах ун çине сиксе ларма та, йĕвенсĕрех унăн çилхинчен тытăнса пыма та пултарнă. Çавăнпах ăна валли те питĕ кирлĕ тивĕç тупăннă: командирсен секретлă пакечĕсене хушнă вырăна вăхăтра çитересси. Икĕ лаша уйăрса панă ăна çак ĕçе пурнăçласа пыма – кунĕн-çĕрĕн те çÿреме тивнĕ çапăçу вăхăтĕнче. Пĕр лаши ывăнсан тепринпе юланутпа çÿренĕ. Паллах, хăрушлăхĕ те пайтах пулнă. Бомба кĕрĕслетсе çурăлнине те, пулемет шатăртатнине те пăхса тăман – лашана мăйĕнчен хытăрах çупăрласа малалла вĕçтернĕ. Пĕррехинче, заданире чухне, вăл çут тĕнчепе чутах сывпуллашман. Çывăхра снаряд çурăлнипе взрыв хумĕ связнойпа лашине çĕрпе хупласа хунă. Лаши çавăнтах вилнĕ, Калисăна çĕр айĕнчен салтаксем чавса кăларнă. Тăнсăр выртакан юланутçăна вилнĕ тесех шутланă. Вăхăтра госпитале леçсе пулăшу пани кăна çăлса хăварнă ăна вилĕмрен. Ултă уйăх выртма тивнĕ унта. Сылтăм хулĕпе лапатка шăммине аран тепĕр хут хускатма пуçланă. Çурăмĕ çинчи хĕрлĕ-хăмăр лаптăксем – суран паллисем - çак инкеке яланах аса илтерсе тăнă.

Сывалса тухнă хыççăн текех юланутпа çÿреме хушман врачсем. Кун хыççăн Калисăна фронт тăрăх куçса çÿрекен 155-мĕш çăкăр заводне /ПАХ/ пекаре куçараççĕ. Асар-писер çапăçусене хутшăнакан пин-пин салтака çăкăр çитерме тÿр килнĕшĕн питĕ кăмăллăччĕ вăл. Унтах Нĕркеç хĕрĕ Элĕк салинчи Елена Степановăпа туслашать. «Хыпар» хаçатра - шăпах Елена Степановнăпа пĕрле ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕк тата тантăшĕн асаилĕвĕсем. Хĕр юлташĕ Аслă Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. Калиса вара тăшмана йĕрлесе 2-мĕш Беларуç фрончĕпе Берлин еннелле çул хывать. Могилевпа Минска ирĕке кăларнă хыççăн Польша тата Хĕвелтухăç Прусси витĕр çапăçусене хутшăнса 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Германие çитет. Берлинта вăл вăрçă чарăнсан та август уйăхĕчченех тăрать – салтаксене апат çитермелле-çке-ха. Шăпи, чăн та, телейлĕ пулнă ĕнтĕ. «Эпĕ вут-çулăм айĕнче çÿресе те хăрамастăмччĕ, хама шăпа хÿтĕлессе шанаттăмччĕ», - çапла аса илетчĕ Калиса аппа вăрçă çулĕсене.

Нĕркеçре, тăван ялĕнче, çĕнтерÿçĕ салтака епле пысăк савăнăçпа кĕтсе илни çинчен çырма та кирлĕ мар пулĕ. Гимнастерка тăхăннă, тăпăлкка кĕлеткеллĕ, çутă сăнлă илемлĕ хĕр тăрантас çинчен çăмăллăн сиксе аннине курсан ял халăхĕ ăна хирĕç чупса пынă, çĕклесе çÿлелле ывăтнă. Çĕнтерÿпе тата сывă таврăннă ятпа саламламан çын ялта юлман пуль. Кĕтнĕ çак саманта манăн анне, Феврония Петровна, паянхи кун та лайăх астăвать. Сăмах май, вăл аппăшĕ Калиса вăрçа тухса кайнă хыççăн унăн лашисене 4 çул пăхса пурăннă – 18 çултах конюх пулса тăнă. Ĕçри тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа, тăрăшса пурнăçласа пынăшăн ăна «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Ывăнма пĕлмесĕр, çĕрĕн-кунĕн чупса çÿресе ĕçлекен маттур хĕре колхоз правленийĕ преми пĕрре çеç мар парса хавхалантарнă.

Вĕсен аслă тетĕшĕ Юман – Николай Петрович Грачев – ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Тепĕр тетĕшĕ Петя, Петр Петрович Грачев, разведчиксен отделенийĕн командирĕ - киле аманса таврăннă. Ыратакан ури çине пусаймасăр чылай вăхăт алă туйипе çÿренĕ. Çапах та пĕр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне хутшăннă, мĕн пултарнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Каярахпа, ури самайланса пынă май, пенсие кайичченех колхозра платниксен бригадине ертсе пынă. Унăн ырă ĕçĕсем çинчен 1988 çулта «Коммунизм ялавĕ» хаçат «Стахановец» статьяра çырса пĕлтернĕччĕ.

Калиса Петровна та ĕмĕрне колхозра чунтан тăрăшса ĕçлесех ирттернĕ. Вăрçăри суранĕсене пăхмасăрах йывăр ĕçре хăйне шеллемесĕр вăй хунă. Калиса аппа сылтăм хулĕ аманнăран тулли михĕсене сулахай хулĕ çине хурса çĕкленĕ е хул хушшине хĕстерсе йăтнă. Çурăмĕпе хулĕ вăхăт-вăхăт ыратни çинчен çынсене каламан вăл. Ял халăхĕ хушшинче яланах пысăк хисепре пулнă. Пухусенче ăна пĕрмаях президиума, чи сумлă вырăна, лартнă. Чăннипех те тивĕçлĕ пулнă çак хисепе вăрçă ветеранĕ - хăйĕн ĕçченлĕхĕпе те, ырă кăмăлĕпе те, сăпайлăхĕпе те. Эпир çитĕнсе çемьеллĕ пулсан та яланах ун патне васкаттăмăр. Унăн ăслă куçĕсем, ăшă кăмăллă сăн-пичĕ пурне те хăй патне илĕртетчĕ. Çитмĕл çичĕ çулччен пурăнчĕ Калиса аппа. Пурнăçа ÿпкеленине нихăçан та илтмен унран. Ыррине шанса, ыттисене йывăрлăхра шанчăк парса тăратчĕ. Юлашки çулĕсенче ывăлĕн çемйипе Кÿкеçре пурăнчĕ, унти масарта канлĕх тупрĕ... Виçĕ мăнукĕпе çывăх тăванĕсемшĕн яланлăхах ырă тĕслĕх пулса юлчĕ пирĕн юратнă Калиса аппа, паттăр çĕнтерÿçĕ салтак.

Галина Иванова,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.