Комментари хушас

13 Çу, 2015

Асран тухми ачалăхпа çамрăклăх

«Тĕрĕс пурăннине нимĕн те çитмест», - тетчĕç пире, пилĕк ачине, аттепе анне пилленĕ май. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне халĕ, вăхăт иртнĕçемĕн, çав тери лайăх ăнланатпăр.

Раççей халăхĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чаплăн палăртрĕ. Эпĕ те атте-анне вăрçă çулĕсенче асаилсе çырнă çырăвĕсене алла илтĕм. Вĕсене пĕрре мар вуланă эпир, çапах чун туртăмне чарма май çук. Халĕ хамăр та çамрăк мар, пурнăç çине урăхларах пăхатпăр. Атте-анне те пирĕнтен уйрăлса кайнă. Тен, çавăнпах чĕрери тунсăха сирме çак çырусене темиçе хут вулатпăр.

Вĕсенче çемье историйĕсĕр пуçне, халăх, çĕршыв кун-çулĕ сăнланнă. 1995 çулта Аслă Çĕнтерÿ 50 çул тултарас умĕн анне çырнă «Вăрçă çулĕсем» асаилÿпе вулакансене паллаштарас терĕм.

Манăн анне Мария Максимовна Митрофанова Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, ĕмĕрĕпех вырăнти вăтам шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ. Çак тетраде вăл ачисемпе мăнукĕсем валли ятарласа çырса хăварнă.

... Эпĕ улттăмĕш класс пĕтерсен çулла вăрçă пуçланчĕ. Эпир хире çум çумлама кайнăччĕ. Кăнтăрлана апата килсен вăрçă пуçланни çинчен илтрĕмĕр. Арçынсене чылайăшне фронта илсе кайрĕç. Колхозри пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсем, ватăсем, аслă çулти ачасем çине куçрĕ. Ун чухне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ октябрĕн 1-мĕшĕнче çеç пуçланчĕ. Фронта юрăхсăр арçынсене, хĕрарăмсене окоп чавма Сăр шывĕ хĕррине ăсатрĕç. Анне - ватă, инкен пĕчĕк ачи пулнăран килтех юлчĕç. Эпир, Ульхапа иксĕмĕр, шкула çÿрерĕмĕр. Пирĕн класра 26 ачаччĕ. Хĕл варринче вара иккĕн çеç юлтăмăр. Ыттисем амăшĕсем вырăнне пÿрт хутмаллипе, шăллĕ-йăмăкĕсене пăхмаллипе вĕренме пăрахрĕç. Çур енне, амăшĕсем окоп чавса таврăнсан, вĕсем шкула пухăнма тытăнчĕç. Хĕлле вутă татса-çурса хатĕрлеттĕмĕр. Класа ăшăтма ирхине кăмака хутса яраттăмăр. Урайне уйăхра пĕрре çăваттăмăр. Çăпатана класа кĕрсенех салтса хăма çине хураттăмăр. Тирпейлÿçĕсене те Сăр хĕрне илсе кайнăччĕ.

Май уйăхĕнче учительсем шкула пыма пăрахнă ачасене пуçтарчĕç. Пĕр уйăх вĕренткелерĕç те 7-мĕш класшăн экзамен тыттарчĕç, свидетельство пачĕç. 1926-1927-мĕш çулсенче çуралнисене фронта илсе кайрĕç. Тĕреклисене вăрçа е ФЗОна ăсатрĕç, имшеррисем колхозра ĕçлеме юлчĕç.

Çу каçа уй-хирте вăй хутăмăр. Эпĕ, учитель пулас ĕмĕтпе пурăнаканскер, Патăрьелĕнчи педучилищĕне документсем кайса патăм. Хампа пĕрле Кошкина Клавдипе Митрофанова Анюка йăпата-йăпата илсе кайрăм. «Эсĕ маттур хĕрача. «5»пе çеç вĕреннĕ. Çавна май сана экзаменсăрах вĕренме илĕç. Унччен хваттер тупса хур», - терĕ мана секретарь.

Педучилище вĕренме кĕрекен сахал пулнăран пире тус-юлташа пĕрле илсе килмеллине каларĕç. «3» тата «4» паллăсемпе вĕреннисене те экзаменсăрах илетпĕр», - терĕç.

Эпир Макарова Анюкпа Калькина Марьене илсе кайрăмăр. Вĕренÿ çулĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен çеç пуçланчĕ. Пирĕн Ванюк 7-мĕш класа «5» паллăпа çеç пĕтернĕ те ăна вĕреннĕшĕн укçа тÿлеттермен. Петя тете те шкула «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ.

Анне маншăн малтанхи уйăха пурттенкке сутса тÿлерĕ. Текех укçа тупаймастăп тесе учителе вĕренме пăрахтарчĕ. Çурма тăлăхсене ял канашĕнчен справка илсен укçа тÿлемесĕрех вĕрентме май пурри çинчен никам та каламан пулĕ çав.

Ун чухне район центрĕ Шăнкăртамраччĕ. Ял ятне улăштарса Чкаловское турĕç. Чкаловск районĕ тетчĕç. Пирĕн ялсем, район центрĕ çывăх пулнăран, милиционера, ытти служащи вырăнĕсене йышăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 500 ытла çын тухса кайрĕ. Вĕсенчен çурри таврăнаймарĕ. Вут-çулăм ăшĕнче кашни килтен 2-3 арçын пурнăçĕ татăлчĕ. Мĕн чухлĕ хĕрарăм упăшкисĕр, амăшĕсем ывăлĕсемсĕр юлчĕç. Чылай хĕр савнине кĕтсе илеймерĕ. Эпир те икĕ тетене çухатрăмăр.

Вăрçăн юлашки çулĕсенче 16-17 çулти арçын ачасене, хĕрсемпе çамрăк арăмсене ?ачасăррисене% фронта илсе кайрĕç. Тылра юлнисене те çăмăл пулман. Ватти-вĕтти уйра ĕçленĕ: акнă, вырнă, çапнă, çум çумланă. Лашасене фронта илсе кайнăран вăкăрсемпе сухалаттăмăр. Ĕç кунĕшĕн паракан тырра виçĕ çул уйăраймарĕç. Пĕр ĕç кунĕшĕн çын пуçне 200 г тÿмен вир паратчĕç. Яшкана курăк, тÿнĕ вир кĕрпи яратчĕ анне. Кăштах сĕт хушатчĕ. Патшалăха 200 л сĕт, 100 çăмарта, 40 кг аш, 2 кг çăм, брынза вырăнне 50 л ĕне сĕчĕ памаллаччĕ. Унсăр пуçне 1000 тенкĕ укçа.

Ĕçчен те сывă хĕрарăмсем ĕне усратчĕç, ачи-пăчине сĕтпе тăрантаратчĕç. Сывлăхсăррисем вара выçăпа питĕ аптратчĕç. Курăк шÿрпи çеç сыпнипе ачисем шыçăнса кайнăччĕ. Вĕсем тĕрлĕ чир-чĕрпе вилетчĕç.

Вăрçа ăсанмасăр юлнă лашасем те чирлĕччĕ. Апат çитменнипе кăрчанкă ернĕччĕ вĕсене. Çавна пула вилетчĕç. Чухăн пурăнакансем лаша виллине вакласа, курăк ярса яшка пĕçерсе çиетчĕç. Çĕрулми тухăçĕ япăхчĕ ун чухне. Çапах хĕлĕпе апат ун çинче тытăнса тăнă. Вăл та хире-хирĕç çитеймен. Юр кайсанах колхоз хирне крахмал пухма каяттăмăр. Унран анне пашалу пĕçеретчĕ. Çатмана хĕртсе çу сĕретчĕ. Ăна яшкапа çиеттĕмĕр. Çу пулмасан пашалăва вĕри кĕл çине пăрахса пĕçернĕ. Апат çисен хырăм тăраннăн туйăнатчĕ, ĕçе çитнĕ çĕре каллех выçатчĕ.

Альбина МАКЕЕВА.

Шупашкар хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.