ЧИРЛĔ ЧĔРКУÇÇИ ÇИНЕ - КОМПРЕСС

13 Çу, 2015

Артритран тата артрозран сипленме пулăшакан халăх рецепчĕсене пичетлетпĕр. Вĕсем витĕмлĕ те ансат.

  • Çур литр шурă эрехре 50 грамм камфора тата 50 грамм горчица порошокĕ ирĕлтермелле. Уйрăммăн 100 грамм çăмарта шуррине лăкаса кăпăшлантармалла, пĕрремĕш хутăша ярса пăтратмалла. Çичĕ кун лартмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Маçпа кашни каç çывăрма выртас умĕн чирлĕ сыппа сăтăрмалла, ăшă чĕркемелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Ыраш çăкăрĕн тĕпĕнчи хыттине касса илмелле, шывпа йĕпетнĕ йĕтĕн пусмапа чĕркемелле. Унтан çак "канверта" вĕри типĕ çатма çине хурса икĕ енчен те ăшăтмалла. Ыратакан сыппа хĕвелçаврăнăш çăвĕ сĕрмелле те ун çине вĕри çăкăр "канвертне" хурса йĕтĕн пусмапа çирĕплетмелле. Çак процедурăна кашни каç пĕр эрне тумалла.
  • Сыпăсем ыратнинчен кăна мар, венăсем варикозла сарăлсан та пулăшакан маçа çапла хатĕрлемелле. 2 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ сысна ăш çăвне 2 апат кашăкĕ хыр е чăрăш сăмалипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Тĕттĕм вырăнта пÿлĕм температуринче упрамалла. Каçхине маçа сиенленнĕ вырăнсене сĕрмелле, полиэтиленпа витмелле, çăм шарфпа çыхмалла. Пĕр эрне сипленсен ыратни иртет.
  • Йÿç пăрăçăн пысăк хутаçне вăррипе пĕрлех вĕтĕ вакласа, алоэн вакланă шултра пĕр çулçине /ăна касиччен ÿсен-тăрана пĕр-икĕ эрне шăвармалла мар, унтан виçĕ куна сивĕтмĕше хумалла/, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/ çур литр шурă эрехе ямалла. Виçĕ эрне лартмалла, кашни кун силле-силле илмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Настойкăпа чирлĕ сыпăсене çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Ăшă чĕркесе çывăрмалла. Курс - ыратни иртиччен.
  • Упа çырлин /бузина черная/ чĕрĕ çулçисене пир хутаçа тултармалла, вĕрекен шыва чиксе кăлармалла. Артрит, миозит, невралги чухне компресс хума усă курмалла. Процедурăна çĕрлене хирĕç тăваççĕ. Компреспах çывăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Кĕленче банкăна 150 грамм сысна ăш çăвĕ ямалла, ăна шыв мунчине лартса ирĕлтермелле, 1-2 апат кашăкĕ пыл карасĕ хушса çакăнтах 20-30 минут пиçĕхтермелле. 1 апат кашăкĕ аптека шурă чăрăш çăвĕ /пихтовое масло/ ярса пăтратмалла, юлашкинчен 1 апат кашăкĕ аммиак шĕвекĕ /нашатырь спирчĕ/ хушмалла. 30 минут лартмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Маçа çĕрлене хирĕç чирлĕ сыпăсене, остеохондроз чухне çурăм шăммине сĕрмелле, çăм тутăрпа витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле. Курс - хăвăра мĕнле туйнине кура.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.