Хăват патăр ялан çак хĕвеллĕ уяв!

6 Çу, 2015

Майăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тума хутшăннă.

Ялавсем, транспарантсем, чечексем тытнă çынсен уяв колоннисем Ленин проспекчĕпе, Карл Маркс урамĕпе Хĕрлĕ лапама утса аннă. Пĕрлехи стройра - тĕрлĕ предприяти, вĕренÿ заведенийĕсен, профсоюзсен, политика партийĕсен представителĕсем, депутатсем, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем. Малтанлăха палăртнă тăрăх - пĕтĕмпе 30 пин çын ытла.

Хĕрлĕ лапамра митинг иртнĕ. Пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев Майăн 1-мĕшĕ мĕнпур ĕç çыннине пĕрлештерекен уяв пулнине палăртнă, ĕçлекен çынна хисеплесси чăваш халăхĕшĕн йăлана кĕни çинчен каланă.

"Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев мирлĕ ĕç вăйне шанма, ĕçе юратма халалласа хăварнă. Пĕр-пĕрне хисеплесси, çĕре юратасси ăруран ăрăва куçса пынă. Аслисем, атте-анне çамрăк ăрăва çакна тĕпе хурса воспитани панă. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ, апла-тăк яланах юратнă Раççей, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлер!" - тенĕ Михаил Игнатьев.

Пухăннисене çавăн пекех "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăвашрессовпроф председателĕ Анатолий Коршунов саламланă. Унтан концерт пуçланнă. Вăл кунĕпех пынă.

Д.ВОЛКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.