Комментари хушас

6 Çу, 2015

КУÇ ЧИРĔСЕНЧЕН - КУÇ КУРĂКĔ

Куç улми çинче пăнчăсем пулсан, куç çивĕчлĕхĕ чаксан, глаукома аптратсан, куç, хупанкисем, куççуль хутаçĕ шыçсан куç курăкĕ /очанка лекарственная/ питĕ паха витĕм кÿрет.

Шĕвек хатĕрлеме 3-4 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кашни куçа кунне 3 хут 3-4-шар тумлам ямалла. Юлнине сивĕтмĕше лартмалла, анчах виçĕ кунран ытла упрама юрамасть. Сиплев курсĕ - 14 кун. Шĕвекпе куç хупанкисем çине примочка хума юрать.

Çак шĕвекех кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 7 кун.

Глаукома чухне куç курăкĕпе ытти ÿсен-тăранпа пĕрле усă курсан аванрах, мĕншĕн тесен вĕсенчен кашниех хăйĕн тивĕçне пурнăçлаççĕ - антиоксидантлă, шăк хăвалакан, юн пусăмне чакаракан, юн тымарĕсене тасатакан витĕм кÿреççĕ.

Курăксен çак пуххи паха: 4-шар пай типĕ куç курăкĕпе чĕре курăкĕ /пустырник/, 3 пай аир тымарĕ, 2-шер пай лачака тип курăкĕ /сушеница топяная/, чăрăш тăрри /хвощ полевой/, хупах тымарĕ, 1 пай пылак тымар /корень солодки/. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3-4 уйăх.

Çĕмĕрт çеçкипе уйрăммăн та, утмăлтурат, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕсемпе пĕрле те усă кураççĕ. Асăннă курăксем куç шыçнине ирттереççĕ, бактерисене хирĕçле витĕм кÿреççĕ. 1 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Ку - пĕр кун валли. Шĕвекпе кун тăршшĕпе куçа çумалла е примочка хумалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.