Комментари хушас

6 Çу, 2015

Ăс-хакăла пуянлатакан кĕнекесем

Республикăн наци библиотекинче апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Современное российское село: реформа и повседневность», «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи» тата «Татары-кряшены в зеркале фольклора и этнографических сочинений педагогических курсов /педагогического техникума/ /1921-1922 гг./» кĕнекесене пахаларĕç. Вĕсен хаклавне чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕн заместителĕ Геннадий Николаев йĕркелерĕ.

Çак институтăн ертсе пыракан ăслăлăх сотрудникĕ Ирина Кириллова «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи» кĕнекене вулакансем ырласа йышăннине пĕлтерчĕ. Чăн та, сивлекен те пулнă. Сотрудниксен ушкăнĕ Чăваш наци радиовĕпе тÿрĕ эфира тухсан пĕри телефонпа: «Ăсчахсем вĕрÿ-суру чĕлхине тĕпчесе кăларнă кĕнеке кама кирлĕ? - тесе ыйтнă. - Ăна сарса халăха пăтратмалла мар».

Виталий Родионов профессор çапла калакан çынсен шухăшĕпе килĕшменни палăрчĕ. Халăхăмăр фольклорĕ çулсем иртнĕçемĕн пĕтессине влаç органĕсенче ĕçлекенсем иртнĕ ĕмĕрте каласах тăнă. Вăхăт вара фольклор аталанса пынине кăтартрĕ. Халĕ кашни ял тăрăхĕнчех - халăх юррине шăрантаракан ушкăн пур. Çынсем хăйсен юрри-ташшине юратаççĕ.

«Илемлĕ литература фольклор пуянлăхĕсĕр чухăн», - терĕ В.Родионов. Унпа пĕлсе усă куракан çыравçăсем паха произведенисем хайлаççĕ. Ÿлĕм те çапла пулĕ.

Кĕнекене пичете институтăн ертсе пыракан ăслăлăх сотрудникĕ Вячеслав Ендеров хатĕрленĕ. «Эпĕ ку ĕçе юратса турăм, - терĕ вăл. - Кĕнеке чăваш халăхне кирлĕ. Кунта чир-чĕрпе, çутçанталăкпа çыхăннă вĕрÿ-суру чĕлхин тĕслĕхне нумай кĕртнĕ».

Тутарстанăн Ăслăлăх Академийĕн Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ Радик Исхаков «Татары-кряшены в зеркале фольклора и этнографических сочинений педагогических курсов /педагогического техникума/ /1921-1922 гг./» кĕнекепе паллаштарчĕ. Унта крешĕн тутарсем çинчен каласа паракан материалсемпе документсене кĕртнĕ. Кĕнекене Р.Исхаков тата хаклава йĕркеленĕ Г.Николаев хатĕрленĕ. Умсăмахĕнче крешĕн тутарсен историне, йăли-йĕркине, культурине, этнографине тĕпченĕ çынсемпе, вĕсен ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарнă.

Кĕнекене пахалама «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай хутшăнчĕ. «Паян эпĕ крешĕн тутарсен историйĕпе çыхăннă кĕнекене хаклассине кĕтмен. Пĕлтерчĕç те - кăштах савăнтăм та. Мĕншĕн тесен манăн кукамай - крешĕн тутар, хам çуралса ÿснĕ яла, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнеле, çывăхри Тутарстанран качча килнĕ. Ача чухнех «шулай», «кирек» сăмахсене - «çапла», «кирлĕ» тенине - крешĕнсен ытти сăмахне пĕлнĕ эпĕ. Хырай Ĕнелне качча пынă хĕрарăмсен 20 проценчĕ - крешĕнсем. Пирĕн ялсем православни тĕнне йышăннă пулин те темшĕн çывăхри вырăс ялĕсен - Александровка, Луцки, Крестниково, Комаровка - çыннисемпе пĕр çемьене пĕрлешместчĕç. Мăсăльман тĕнĕпе пурăнакан тутарсем крешĕн тутарсене хăй вăхăтĕнче «сутăнчăксем» тесе намăслантарни те пулнă. Эпĕ крешĕнсен фольклор ансамблĕсен юррисене пĕрре çеç мар итлесе савăннă. Икĕ çул каялла тăван ялтан икĕ çухрăмри крешĕнсен уявне хутшăнса вĕсен юрри-ташши чăвашсеннипе питĕ çывăххине ăнланса илтĕм».

Институтăн ăслăлăх тĕп сотрудникĕ Иван Бойко «Современное российское село: реформа и повседневность» кĕнекене тишкерчĕ. «Унăн авторĕ - институтăн ертсе пыракан ăслăлăх сотрудникĕ, философи наукисен кандидачĕ Иван Ильин, - терĕ вăл. - Ял хуçалăхĕ çинчен сăмах тапрансанах малти вырăна реформăсем тухса тăраççĕ. Пурте агропрома йывăрлăхран мĕнле кăлармалли çинчен шухăшлаççĕ. 1990 çулсенче, экономика романтизмĕн пуçламăшĕнче, унта ырă улшăнусем пуласса кĕтрĕмĕр. Анчах хресчен пурнăçĕ лайăхланмарĕ. Халĕ, Европăри патшалăхсем Раççее экономика санкцийĕпе путарма хăтланнă чухне, анăç куçĕнчен тахçанхинчен ытларах пăхатпăр. Унтан чылай тавар килме пăрахрĕ. Ăна хамăрăн туса кăларма тивет. Сăмахран, ялхуçалăх культурисен нумай вăрлăхне малтан анăçран турттарнă пулсан халĕ Раççейре туса илмелле. Кĕскен, санкцисене пула ял умне çивĕч ыйту пайтах тухса тăчĕ. Монографи авторĕ Раççей, Чăваш Ен ялĕнче пулса иртнĕ реформăсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсем хресчене мĕнле усă панине ăнлантарнă. АПКри çитменлĕхсене кăтартнă. Ăна йывăрлăхран кăлармалли çул-йĕре тĕпчемен. Мĕншĕн тесен вăл экономист-ăсчах мар. Вăл агропромри лару-тăрăва тĕрлĕ енчен тишкерсе уçса панă».

Автор кĕнекене çырас шухăш епле çуралнине аса илчĕ. Вăл Мускаври патшалăх архивĕсенче ĕçленĕ, республикăри ял çыннисен пурнăçне социологи ыйтăмĕ ирттерсе тишкернĕ. Çакăн хыççăн пуçĕнче тепĕр монографи çырас шухăш çирĕпленнĕ. Ăсчах Раççейри ял çыннисем пай çĕрне харпăрлăха илессишĕн мĕншĕн тăрăшманнине тĕпченĕ. Европăри çĕршывсенче чи малтанах ăна патшалăх органĕнче шута илтереççĕ, кайран тин ĕç пуçлаççĕ. Çĕршывра пай çĕрне халичченех харпăрлăха илсе тивĕçлĕ тытăмра регистрацилеттермен çемье нумай.

Кĕнекере регионсенчен промышленноçпа суту-илÿ центрĕсене ĕçлеме каякансен тата федераци субъекчĕсенчи ĕçсĕрлĕх ыйтăвне те çутатнă. «Чăваш Енри кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен уйăхра 3-4 пин çын тулаша ĕçлеме тухса каять, - терĕ аграри социологĕ. - Республикипе - 100 пин çын. Паллах, никамăн та ĕçлеме инçете каяс килмест. Эпĕ 2009 çулта ялсенче соцыйтăм ирттернĕ чухне: «Мана ялти хуçалăх ĕç укçи уйăхсерен 15 пин тенкĕ тÿлесен ниçта та каймастăп», - терĕ Мускавра пилĕк хуçаканскер».

 

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.