Комментари хушас

6 Çу, 2015

«Легендăллă Калашников»

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем, тĕп хулари шкулсенче вĕренекенсем Чăваш наци музейĕнче уçăлнă «Легендăллă Калашников» курава çитсе курчĕç.

Куçса çÿрекен курава Шупашкара Ижевскри М.Калашников ячĕллĕ музей-курав комплексĕ илсе килнĕ. Экспозици хĕçпăшал конструкторĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, М.Калашников туса хатĕрленĕ АК-47 автоматпа тата ыттипе паллаштарать. Тĕнчере çак пăшалăн 100 миллиона яхăн тĕслĕхне туса кăларнă, унпа çĕр ытла çĕршывра усă кураççĕ. Калашников автомачĕ хăшпĕр патшалăхăн гербĕпе ялавĕнче вырăн тупнă. Михаил Тимофеевич хăй каланă тăрăх - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи сиксе тухман-тăк вăл ялхуçалăх техники е автомобиль шухăшласа кăларнă пулĕччĕ. Рекордсен Гиннес кĕнекинче АК-47 пирки чи анлă сарăлнă хĕçпăшал тесе палăртнă. Францири «Либерасьен» журнал автомата XX ĕмĕрти чи пĕлтерĕшлĕ ăслайсен шутĕнче пĕрремĕш вырăна лартнă.

Наркополицейскисем паттăр ĕçĕпе, чапа тухнă инженерăн пурнăçĕпе кăсăкланса паллашрĕç. Экспозицире унăн ячĕпе çыхăннă значоксем, орденсемпе медальсем, астăвăм символики т.ыт.те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Калашниковăн тĕнчипе чапа тухнă автомачĕсĕр пуçне куравра сунар карабинĕн макечĕ, Мосин карабинĕн 1938 çулхи тĕслĕхĕ, Калашников пулемечĕ, Токарев пистолечĕ, Росс-Энфильд винтовки т.ыт.те пур.

«Легендăллă Калашников» курава малтан Мускаври Тăван çĕршыв вăрçин Тĕп музейĕнче, Йошкар-Олари Наци ÿнер галерейинче, Саратоври Çар мухтавĕн музейĕнче, Сахалин облаçĕнчи таврапĕлÿ музейĕнче, Аçтăрханти истори-архитектура музей-заповедникĕнче, Ĕпхÿри Çар мухтавĕн музейĕнче кăтартнă.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.