ВĂРМАН ПАРАНКИН УЛМИПЕ

6 Çу, 2015

Вăрман паранки /хохлатка полая/ апрель-май уйăхĕсенче чечеке ларать. Сиплевре ÿсен-тăранăн улмипе кăна усă кураççĕ, мĕншĕн тесен ытти пайĕ наркăмăшлă.

Улмине вăрман паранкин вăрри пулса çитсен /май-июнь/ пухса хатĕрлеççĕ. Ăна çÿхен вакласа уçă сывлăшра е лупас çинче типĕтмелле, хут хутаçа тултармалла. Сиплĕхне икĕ çула яхăн çухатмасть.

Препарачĕсем шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан, сурана ÿт илтерекен, тонуса çĕклекен, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен гормон шайне йĕркене кĕртме пултараççĕ.

Нервсем пăсăлсан, гипертони, артрит, артроз аптартасан.

Вăрман паранкин типĕтнĕ улмине 1 чей кашăкĕ илсе тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, лайăх пăтратмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут - ирхине выç хырăмла тата апатсем умĕн - 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - шĕвеке ĕçсе пĕтериччен. Ăна сивĕтмĕшре упрамалла.

Стоматит чухне çак шĕвекпе çăвара кунне темиçе хут чÿхеме юрать.

Асăрханăр: ÿсен-тăран наркăмăшлă, виçене çирĕп пăхăнмалла!

Менструаци циклĕ пăсăлсан.

12 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ улмана тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - шĕвеке ĕçсе пĕтериччен. Ăна сивĕтмĕшре упрамалла.

Нейродермит, экзема нушинчен.

Вăрман паранкин улмине вĕтетмелле, типĕ çатма çине хурса ăшаламалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн пĕр чей кашăкĕ çак порошока çăтса ямалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр: диабет, самăрлăх, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, эпилепси, бронх астми, стенокарди аптратсан, варвиттие туртăм пулсан вăрман паранкипе сипленме юрамасть. Унсăр пуçне çÿлте асăннă рецептсемпе усă куриччен те тухтăрпа е фитотерапевтпа канашлани вырăнлă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.