ПИРĔН ТĂРĂХРА НУМАЙ
Шыçă курăкĕ /чистяк весенний, пшонка, салат заячий, чистник, курослепник/ пирĕн тăрăхра таçта та ÿсет. Сиплевре тымарĕпе тата çулçипе усă кураççĕ. Халăх медицининче унăн препарачĕсемпе геморройран, ÿт чирĕсенчен сипленеççĕ.
Кĕçĕ, геморрой вĕрĕлни.
Ÿсен-тăранăн типĕ çулçисемпе тымарĕсене вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла.
Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен, анчах пĕр уйăх ытларах мар.
Геморрой мăкăлĕсем.
Шыçă курăкĕн вĕтетнĕ чĕрĕ çулçисене услам çупа пĕр виçепе хутăштармалла. Пулнă маçа геморрой мăкăлĕсене кун тăршшĕпе темиçе хут сĕрмелле. Е ăна бинтпа çĕрлене хирĕç мăкăльсем çине хумалла.
Çавăн пекех асăннă маç полиартрита пула сыпăсем хытă ыратсан паха витĕм кÿрет. Ăна сыпăсене кунне темиçе хут сĕрмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ÿтĕн шыçă чирĕсем.
2 апат кашăкĕ курăка 200 миллилитр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Ÿте тасатма кунне 2-3 хут пĕчĕкрех икшер сыпкăм ĕçмелле е компресс хума усă курмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен, анчах пĕр уйăхран ытларах мар.
Шыçă курăкĕ наркăмăшлă, виçене çирĕп пăхăнмалла. Сипленес умĕн тухтăрпа канашласан лайăх.
Комментари хушас