Archive - 12 Çу, 2016
Тĕллевсĕр пурнăç тĕрексĕр
Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă
2016 çулта Чăваш Ене федераци хыснинчен 4 млрд та 212 млн тенкĕ уйăрасса пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çакă - пĕлтĕрхинчен 25 процент ытларах. "Юлашки икĕ эрнере кăна РФ Правительстви регионсене финанспа пулăшасси çинчен калакан темиçе хушăва алă пуснă, вĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине 3 млрд тенкĕ ытла укçа килмелле", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Радио итлесчĕ
Эпир Етĕрне районĕнчи Хучаш ялĕнче пурăнатпăр. Пире Чăваш наци радиовĕ калаçма пăрахни канăçсăрлантарать. Иртнĕ çулсенче пăрлă çумăр çăвиччен унăн кăларăмĕсене итлесе савăнтăмăр. Юррисем килĕшетчĕç. Юлташсене, тăвансене яланах радио урлă саламланă. Халĕ наци радиовĕ шăпланчĕ, итлейместпĕр ăна. Тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнать. Аптранипе Чăваш наци радиовне те шăнкăравласа пăхрăмăр, «Вышкăна пăрлă çумăр сиенленĕ. Халĕ юсаççĕ, йĕркене кĕмелле», - тесе пĕлтерчĕç. Унтанпа кĕçех 2 çул çитет. Паянхи кун та наци радиовĕ калаçмасть. Темиçе радиоприемник та улăштарса пăхрăмăр, анчах кăлăхах.
Хăрушă чир
Мăйракаллă шултра выльăх фасциолез чирĕпе аптăрать, вăл шĕвĕрĕлчен йышшисенчен чи хăрушши шутланать. Халăхра ăна пуçаракана пĕвер ĕмекен /печеночный сосальщик/ теççĕ. Чирлĕ выльăх 40 килограмм таран начарланма, çулталăкра 250 кг сĕт çухатма пултарать.
Паразит юлашкинчен выльăхра пурăнать. Унччен маларах тарăн мар, лайăх ăшăнса çитнĕ кÿлĕре, çавăн пекех кĕтÿ çÿретмелли нÿрлĕ вырăнта тĕпленет.
Чирлĕ выльăх каяшĕпе фасциола çăмарти шыва лекет, ăшă çанталăкра 10-12 кунра хурт пулать. Моллюск ÿтĕнче ÿссе çитет, лăймакаллăскер ÿсен-тăран çумне çыпçăнать.
Ачалăх аса килет
Эпĕ çут тĕнчене килнĕ çул çĕршыва Сталин ертсе пынă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, тивĕçлĕ канăва та тухрăм. Мĕнпе асра юлчĕç-ха ачалăх, яшлăх?
«Çамрăксен хаçачĕ» 18 (6111) №. 12.05.2016
Вăрçăра туптаннă паттăрсене асра тытса...
Пĕчченлĕхе лекнисем шăнкăравлаççĕ
Йывăр шухăшсем канăç памаççĕ, чуна уçса калаçма çумра çын çук... Кашниех кунашкал лару-тăрура пулса курнă. Мĕн тумалла? Пуç усмалла мар, «шанăç телефонне» шăнкăравламалла. Ку служба психолог пулăшăвне кăткăс лару-тăрăва лекнĕ кирек мĕнле ÿсĕмри çынна — хăть кăнтăрла, хăть çĕрле — васкавлă парать.