Archive - 12 Çу, 2016

12 Çу, 2016

«Сана саватăп, ачуна та юрататăп»

Надежда Григорьевăпа Валерий Евграфов ачаранпа пĕрле выляса çитĕннĕ. Пĕр класра вĕренсе пĕлÿ тĕнчипе паллашнă. Пике йĕкĕте салтака ăсатнă чухне хăй чĕнтĕрленĕ, тĕрлесе «ВÇН» тесе çырнă, чечек ÿкернĕ сăмса тутăрĕ парнеленĕ. Çапла майпа чĕринчи хĕмленме пуçланă юратăва палăртнă.

12 Çу, 2016

«Ачапа усă курса укçа ыйтакан çын - кахал»

Çынна телейлĕ туйма нумай та кирлĕ мар: савнă мăшăрпа чун тĕпренчĕкĕсем, ашшĕ-амăшĕпе çывăх çынсем, тус-тăван юнашар пулни, çемьепе пурăнмашкăн кил-çурт пурри, килĕштернĕ ĕçре вăй хуни. Çак ырлăха Туррăн юратăвне туйсан çеç курма пулать-тĕр. Çÿлти Аттемĕрĕн саккунне пăхăнса пурăнма çăмăл мар.

12 Çу, 2016

Пĕр çăпала яшкапа çырлахнă

Вăрçă çулĕсем Етĕрне районĕнчи Пĕр-çырланра пурăнакан Вера Полякова асĕнче тарăн йĕр хăварнă. 90 çула пуснă кинемей шÿтлеме кăмăллать пулин те ăна çав йывăр тапхăра куçĕ умне кăларма çăмăл мар. Унăн çамрăклăхĕ тăшмансем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ вăхăтра иртнĕ. Тылра ыттисемпе пĕрле тар тăкас вырăнне вăл Свердловск облаçне лекнĕ.

12 Çу, 2016

Халăх историе пĕлменрен мĕскĕн

Кăçалхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» тухнă «Чăваш халăх историне шкулта вĕрентĕç-и?» статьяна вуласан эпĕ хаçатăн çак номерне «кирлĕ пулĕ-ха» тесе ĕç папкине чиксе хунăччĕ. Ун çинчен акан 7-мĕшĕнче «Несĕлсен йăлине пăхăнсан халăх пек упранса юлăпăр» интервьюна вуласан аса илтĕм. Икĕ статьяна та тепĕр хут тимлĕн вуласа тухнă хыççăн çыру çырма шухăшларăм. Малалла вулас...

Аркадий РУСАКОВ.

Pages