«Ачапа усă курса укçа ыйтакан çын - кахал»

Çынна телейлĕ туйма нумай та кирлĕ мар: савнă мăшăрпа чун тĕпренчĕкĕсем, ашшĕ-амăшĕпе çывăх çынсем, тус-тăван юнашар пулни, çемьепе пурăнмашкăн кил-çурт пурри, килĕштернĕ ĕçре вăй хуни. Çак ырлăха Туррăн юратăвне туйсан çеç курма пулать-тĕр. Çÿлти Аттемĕрĕн саккунне пăхăнса пурăнма çăмăл мар. Кăмăл çирĕплĕхĕ, чун тасалăхĕ кирлĕ. Турă çулне суйланă Максим /Курленко/ аттепе тĕл пулсан темĕнле ыйтăва та хускатрăмăр. Вăл Чăваш Митрополийĕпе Шупашкар Епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмне ертсе пырать. Вăлах Сосновкăри Çветтуй Николай храмĕн настоятелĕ.

— Аслă типĕ те, Мăнкун эрни те вĕçленчĕç. Хăшĕ-пĕри çичĕ эрне типĕ тытать. Теприсем пуçламăш тата юлашки эрнисенче çеç тĕн йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Иккĕмĕшĕсем тĕрĕсех тăваççĕ-ши?

— Манăн шухăшпа, тĕрĕсех. Вĕсем мĕнле вăй çитет, çавăн чухлĕ тытаççĕ. Кашни çыннăн хăйĕн йывăрлăхĕсем: ĕç, çемье е тата урăх сăлтав. Тĕрĕссипе, типпе çирĕп пăхăнма çăмăл мар. Çавăнпа çак утăма çÿлтен хистенипе тумалла мар. Ун пек чухне çыннăн кăмăл пур-и е çук-и — йывăрлăха туртма тивет. Ку çынра Турра ĕненеслĕхе тарăнлатмасть. Пачах урăхла, тарăхтарма, усаллантарма пултарать. Тĕнпе çыхăннă ыйтусене кашнин хăйĕн вăйне кура татса памалла. Çакă, пĕрремĕшĕнчен, типĕ тытнин тупсăмне курма пулăштăр. Ку вăл çын хăйĕн шухăшне ыттисене ĕнентерме, ăна палăртма, тĕн тĕлĕшĕнчен çĕнĕ опыт пухма пултарнинче курăнĕ. Пĕр-пĕр апат-çимĕçе ăша яманни типпĕн тĕп шăнăрĕ мар. Тĕслĕхрен, пĕрисем — салтакра, теприсем чирлеççĕ, виççĕмĕшĕсем хăйсемех ăнланнипе е тухтăр хушнипе типĕ тытмаççĕ.

— «Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать», — теççĕ. Хресченĕн чиркÿ праçникĕсенче те ĕçлеме тивет.

— Тĕп уявсем нумай мар, вуниккĕ çеç. Çав кунсенче пилĕк авмасан та юрать. Ун пек май килмест пулсан хăть кăнтăрлаччен, чиркÿре кĕлĕ пынă вăхăтра, ĕçлемелле мар. Турра ĕненекенĕн уяв кĕллине пыма тăрăшмалла. Чиркÿ уявĕ календарьте палăртнă ахаль кун мар-çке. Çын вăхăтпа пространство витĕр асамлă вăйсемпе куçса сăваплă историри самантсене лекет, унта пурăнса хăйĕн валли çĕнĕлĕх тупать. Çавна кил-тĕрĕшри ĕçсемпе аппалансан тупаймастăн. Çавăнпа халăхра авалтанпах каларăш çÿрет: «Ырă хыпар уявĕнче /благовещени/ пике çÿç çивĕтлемест, кайăк йăва çавăрмасть».

— Чиркÿ — православи тĕнне ĕненекенсен пĕрлехи килĕ. Анчах хăшĕ-пĕри: «Турă ятне чĕрере тытсан чиркĕве кайни кирлех мар», — тет.

— Ĕлĕк-авал çын чиркĕве виçĕ эрне çÿремен тĕк ăна унран пистернĕ. Халĕ пачах урăхла. Çапах кашни вырсарникун тата аслă праçниксенче чиркĕве кайма тăрăшмалла. «Турă — чĕрере» тени йăнăш шухăшлав. Чиркÿре чи хакли — Турă юнне сыпни, çынпа Турă пĕрлешни. Çын çакна хăй килте тăваймасть-çке. Çавăнпа кĕлтума кирек ăçта та юрать, анчах Турă юнне сыпма чиркĕвех кĕмелле. Мĕн пур Çветтуй хăйсем пирки чи çылăхлă çынсем тенĕ. Çакна вĕсем шухăшласа кăларнă тетĕр-им? Вĕсен чĕрине Турă çутатнă. Çÿлти Аттемĕр çын чĕрине тивлет мĕн чухлĕ ытларах вырнаçтарать, этем хăй мĕн тери çылăхлине ăнланать. «Эпĕ çылăхлă мар, çавăнпа чиркĕве çÿреместĕп», — текенсем чунпа суккăрланнă.

— Çынна Турăпа çывăхлатакан утăмсенчен пĕри — çылăх каçарттарса Турă юнне сыпни. Пĕрисен шухăшĕ тăрăх, ку утăм хыççăн тепре çылăх туса каллех каçарттарма пулать.

— Тĕрĕс мар шухăшлаççĕ. Турă çинчен калаçнă чухне тĕрĕслĕх, уçăлăх пулмалла. Чееленсе Ăна улталаймăн. Турăпа хутшăннă вăрттăнлăха ниме хумасăр çак вăййа выляканăн чунĕ хытать, ĕçре, çемьере, çынсемпе калаçнинче киревсĕрлĕхне кăтартать. Турă Çÿлти Патшалăха никама та автомат кĕпçипе тĕллесе, ирĕксĕрлетсе кĕртмест. Паян мĕн те пулин хăтланса çылăх каçарттарнă хыççăн татах çапла тунипе Турра улталаймăн, чуна сиплеймĕн.

— Тунă çылăхсемшĕн пачăшкă умĕнче ÿкĕнсе чунне уçма вăтанакана, çавăн çинчен Турăсăр пуçне тата кам та пулсан пĕлессинчен хăракана çак утăма тума мĕн сĕнетĕр?

— Турă священнике çылăх каçарттармашкăн ирĕк панă. Ку йăлана кĕнĕ. Евангелире: «Кама каçармалла — каçарăнать, камра çылăхсене хăвармалла — çавăнра тăрса юлаççĕ», — тени пур. Пирвайхи чиркÿсен йăлипе ушкăн умĕнче çылăх каçарттармалла пулнă. Ăна пачăшкăсем кăмăл-сипетпе çыхăннă мерăсене пăхăнма сĕннĕ. Тепĕр чухне Турă юнне сыптарман. Паянхи кун та йывăр çылăхсем тăвакансене Турă юнне сыптармасан та пултараççĕ. Каярахпа пĕр пачăшкă умĕнче çеç çылăх каçарттарасси çирĕпленнĕ. Ÿкĕнекенсен чи малтан Турра ĕненмелле, священнике шанмалла. Эпир çынна шанмасан православин шухăшĕ ăçта каять? Çак тĕнĕн тĕп никĕсĕ — çумри çынна юратни. Юрату кунта — çынна шанни. Тата çакна пĕлмелле. Пачăшкă çын çылăхне каласа çÿрени — вилĕмпе тан çылăх туни.

— Эсир çамрăксемпе ĕçлетĕр, тĕлпулусем ирттеретĕр. Мероприяти вăхăтĕнче сире мĕн савăнтарать, мĕн пăшăрхантарать?

— Эпĕ çитĕнекен ăрупа 5-6 çул ĕнтĕ ĕçлетĕп. Çак тапхăрта унăн чиркĕве çÿрес шайĕ улшăнмарĕ. Яшсемпе пикесем пĕрешкел тесе калаймăн. Аудитори яланах расна. Мана калаçăва итлекенсем тата хутшăнакансем, историпе, тĕнпе, тĕнчекурăмпа интересленекенсем савăнтараççĕ. Хăшĕ-пĕрин патне çул тупма йывăр. Çакă кулянтарать. Шел, çакнашкал тĕлпулусем сайра хутра иртеççĕ. Ку манран кăна килмест. Вĕренÿ заведенийĕсем çакнашкал мероприятисене тăтăш йĕркелеймеççĕ. Çамрăксем священникпе куçа-куçăн пулнă чухне хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусен хуравне тупаяççĕ, православи ыйтăвĕсене тĕнчекурăм витĕр татса параяççĕ.

— Максим аттене тĕн юрăçи пек те пĕлеççĕ. Эсир мĕншĕн рэп жанрне суйларăр?

— Мана юрăç тееймĕн, мĕншĕн тесен эпĕ юрă шăрантарма пĕлместĕп. Кĕвĕ çеммипе сăвă вулама çеç пултараятăп. Эпĕ вĕрентсе калани ăнланмалла пултăр тесе рифмăлама тăрăшатăп. Вунă çул ытла каялла эпĕ Екатеринбургри радиостанцире ĕçлерĕм, ун чухне çакнашкал музыкăпа кăсăклантăм. Эпĕ асăннă хулари рэп-ушкăнпа сцена çине тухаттăм. Çавăнпах çак проектпа ĕçлес шухăш çуралчĕ. Юрă сăмахĕсене хам шăрçалатăп, юлташсем кĕвĕлеççĕ. Ку пулăм халăхра сарăлчĕ. Çамрăксен пĕр пайĕ ку енĕпе кăсăкланать. Мана нумайăшĕ вĕрентсе калани тăрăх мар, юрăсенчен пĕлет. Чăваш радиовĕн хумĕсем çинче манăн «Пирĕнпе Турă» кăларăм тухса тăрать. Эпĕ ăна çичĕ çул ертсе пыратăп. Ку радиокăларăма «Контактра» сайтра та итлеççĕ.

— Хулари нумай вырăнта, уйрăмах чиркÿ таврашĕнче, пулăшу ыйтакан пайтах. Вĕсем çине пăхатăн та — сывлăхлă, ĕçлеме пултаракан çынсем пек туйăнаççĕ. Çавсене укçа парса тата ытларах кахалланмашкăн вĕрентме кирлех-ши?

— Эсир кам пирки халь каларăр — вĕсене эпĕ укçа памастăп. Ачасене эксплуатацилесе укçа тăвакан чикансене чăн-чăн кахалсем теме пулать. Вĕсем пурте япăх теес килмест. Улатăр районĕнчи Междуречье салинчи чиркÿре службăсем ирттернĕ чухне лайăх чикансене те кураттăм. Чиркÿ умĕнче тăрса, унта кĕрес текенсен çумне çулăхса, укçа памасан ирттерсе яманнисем тĕрĕс мар тăваççĕ. Ыйткалакана çыннăн хăйĕн ирĕкĕпе памалла. Христиансен авалхи пĕр кĕнекинче çакăн пек сăмахсем пур: «Параканăн аллинче тимĕр укçа тарланă». Эсĕ ăна кама кирлĕ, çавна тÿрех памастăн. Эрех ĕçекене парсан вăл каллех «çуттине» ярать. Унашкаллисене çимелли парсан аванрах. Укçа парас килмест пулсан кĕсьерен кăларса тыттарма кирлĕ мар. Эсир кама пулăшма пултараякан çынсем пулмалла: тăвансем, паллакансем, сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьесем. Сирĕн укçа ахаль ан тăкаклантăр, çынна усă кÿтĕр. Халĕ тата сарă тумпа, ещĕксемпе çÿрекен çамрăксем «хунарĕç». Вĕсем çинчен тĕпчесе пĕлтĕм. Кунта каллех ултав. Чирлĕ ачасем валли пуçтаранçи тăваççĕ. «Аурея» ырă кăмăллăх фондне Красноярскра регистрациленĕ. Расчет счечĕ — Самарта. Çакăн пирки хăйсене волонтер тесе калаттаракан çамрăксенчен ыйтса пĕлтĕм. Вĕсем ытти волонтер пек тÿлевсĕр ĕçлемеççĕ. Пухнă укçан 20 процентне хăйсем валли илеççĕ. Пысăк пайĕ ертÿçĕ енчĕкне хулăнлатать. Унăн пулăшуçине те пĕр пай лекет. Фонд ачасене пулăшсан та пуçтарнă нухратăн 30 процентне çеç парать. Çакнашкал «акци» пысăк хуласенче пур. Тÿрĕ чунпа ĕçлекен фондсем урам тăрăх ыйтса çÿремеççĕ.

— Турра ытларах чухне хамăра е çывăх çыннăмăрсене йывăр чухне çеç аса илетпĕр. Çÿлти Аттемĕр çакăншăн пире кÿренмест-и?

— Вăл пĕтĕмпех каçарать, мĕншĕн тесен пире юратать. Кам ÿкĕнет, хăйĕн пурнăçне лайăх енне чăнласах та улăштарасшăн — пурне те каçарать. Эсир каланине тÿрлетес тесен Турă çинчен ытларах шухăшламалла, ăна тав тума пĕлмелле. Ку кĕлĕ вуласа тăнинчен те çăмăлрах вĕт. Чиркĕве кайса: «Йĕркеллех пурăнатăп, больница койки çинче выртмастăп, сывах çÿретĕп, тавах сана, Турăçăм», — теме йывăр мар-çке. Çакăн пек тумасан çын кăмăлсăрланма, таврарисене айăплама тытăнать. Кирек мĕншĕн те Турра тав тумашкăн вĕренме сĕнетĕп. Вара пурнăç та лайăх енне сулăнать.

— Максим атте, ку ыйтушăн каçару ыйтатăп. Хăшĕ-пĕри священниксен пĕр пайĕ иномаркăпа çÿрени, служба хыççăн шукăль тумпа кайни пирки, çавна пула çынсене чиркÿрен сивĕтни çинчен калаçать. Эсир çак шухăша мĕнле хаклатăр?

— Çынсен пĕр шалупа кăна çемьене тăрантарма, ача-пăчана çитĕнтерме йывăррине ăнланма тăрăшмалла. Хулари чиркÿсене илес тĕк, унта служба ирттерекенсен ĕç укçи 12-15 пин тенкĕ. Священник ăçта та пулин сăваплама кайсан укçа илет. Е урăх хушма тупăш тупăнать. Пĕр уйăхра пĕтĕмпе 20-25 пин тенкĕ пухăнать-и е пухăнмасть-и? Унтан та ытларах тупăш илет тĕк ку карчăксене çаратнине, чиркÿ пухнă укçана хăйĕншĕн пĕтернине пĕлтермест. Пирĕн те бухгалтери пур, кашни пуса шута илеççĕ. Ещĕкри ырă кăмăллăх укçине кăларнă чухне комисси тĕрĕслет. Чиркĕвĕн расхут сахал мар. Эппин, пачăшкă хăйĕн пĕлĕвне пĕр-пĕр тытăмра тĕрĕслесе укçа ĕçлесе илет. Çав ĕç тĕне кăна ан хирĕçлетĕр.

— Çынсем хирĕçнĕ вăхăтра чылай чухне: «Турă пĕтĕмпех курать», — теççĕ ылханнă евĕр.

— Ылханма кирлĕ мар. Аркатакан вăй хирĕçекенсенчен икĕ енне те пырса тивет. Турă — юрату пурри. Паллах, вăл пĕтĕмпех курать, пире пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма хушать. Тавлашакансем вара хăйсен сăмахне мала кăларса Турă та çавăн пекех шухăшлать теççĕ. Пысăк çак йăнăша мăнкăмăллăх, «эпĕ» текен чикĕрен тухма пĕлекенсем çеç тÿрлетме пултараççĕ. Тепĕр çыннăн пурнăçĕпе, интересĕпе пурăнма хăнăхсан çак утăма тăваяççĕ. Харкашуллă самантра тăхтамалла, тÿрех пăс кăлармалла мар, хамăра айккинчен курма пĕлмелле. Çын пысăк çылăх тунине, хăйне сĕмсĕр тытнине курсан, паллах, ăна Турă курни пирки асăрхаттармалла. Евангелире: «Тăвану сана хирĕç ĕç туса çылăха кĕрет тĕк сипле ăна. Вăл сана итлемест пулсан теприне тытса сипле. Вăл та ăса хывмасть тĕк чиркÿ кунтелене илсе пырать», — тенĕ.

— Хăй вăхăтĕнче Турра ĕненекенсем Сăваплă Матрона патне сипленме, пуласлăх пирки ыйтма, ытти ыйтупа кайса çÿренĕ. Тутарстанри Кивĕ Чакă ялĕнчи чиркÿре Олег атте служба ирттерет. Ун патне те çынсем чир-чĕртен сывалма çÿреççĕ. Анчах хăш-пĕр священник чиркĕве çÿрекенсене унта кайма сĕнмест.

— Çÿлти архиерей пиллесе ирĕк панă тăк священник ку енĕпе ĕçлеме пултарать. Экзорцизм ыйтăвне, православире ăна отчитка теççĕ, пирĕнчченех тĕпченĕ, вĕреннĕ. Унăн çимĕçĕ мĕнле пулнине курнă. Çавăнпа пачăшка пилленĕ тĕк ун патне кайма юрать. Духовник сирĕн унта каймашкăн сăлтав курмасть тĕк ăна итлесен лайăхрах.

— Çул çинче е килĕрен киле тĕн кĕнекисене салатса çÿрекенсем пур. Сектантсемпе, çын пурнăçне арпаштараканскерсемпе, мĕнле кĕрешмелле?

— Вĕсем пулнă, пур, пулаççĕ те. Вĕсене чарма май çук. Кашни çыннăн православие ытти юхăмран уйăрма пĕлмелле. Пирĕн халăха тухса Турă, тĕн çинчен калаçакан чылай мар пулин те православи чиркĕвĕ — чи нумаййи.

— Максим атте, эсир Турă çулне суйланă. Пурнăçăра ку енпе мĕншĕн çыхăнтартăр?

— Çак çулпа утма, пĕрремĕшĕнчен, чунри шырав хистерĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çав шыравра эпĕ Турра куртăм, вăл манăн пурнăçра пуррине туйрăм. Мана чиркÿпе, тĕнпе çыхăннă пулăмсем кăсăклантарчĕç. Хамăн кăмăлпах Православин Çветтуй Тихон богослови институтне вĕренме кĕтĕм. Çветтуй вырăнсене çÿреме пуçларăм. Çап-çамрăк чухне тăван Екатеринбургра радиостанцире ĕçлени пулас пурнăç çулĕпе пачах çыхăнманччĕ.

— Халăхшăн тăрăшса çемйĕр валли вăхăт юлать-и?

— Мăшăрăм Наталья — Ульяновскран, эпĕ — Екатеринбургран. Улатăрта паллашрăмăр. Унта иксĕмĕр те паломник пулса кайнăччĕ. Темиçе уйăхранах пĕрлешсе венчете тăтăмăр. Пирĕн тăватă ача — икĕ ывăлпа икĕ хĕр — çитĕнет. Аслă хĕрĕмĕр 1-мĕш класа çÿрет. Кĕçĕн ывăлăмăр çулталăк та тултарман-ха, пирвайхи утăмĕсемпе савăнтарать. Çемьепе май пур таран юнашар пулма тăрăшатăп.

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

 

Елена ТРОФИМОВА"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.