Комментари хушас

12 Çу, 2016

Ачалăх аса килет

Эпĕ çут тĕнчене килнĕ çул çĕршыва Сталин ертсе пынă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, тивĕçлĕ канăва та тухрăм. Мĕнпе асра юлчĕç-ха ачалăх, яшлăх?

Ачалăхăм пĕчĕк йывăç пÿртре иртрĕ. Вăл вăхăтра кирпĕч çуртсем ялсенче пулман. Çурт тăррине вăрăмрах ыраш улăмĕпе витнĕ. Вăл çĕрĕшсе çумăр яма пуçласан çĕннипе улăштарнă. Колхоз ял халăхне выльăх апачĕ ?улăм, арпа% çителĕклĕ парайман. Килти хуçалăхра утă та сахал хатĕрленĕ. Çавăнпа пÿрт тăрринчи улăма та антарса выльăха çитернĕ. Çынсем 0,40 гектар çĕр çинче пахчаçимĕç, çĕрулми, утă, улма-çырла туса илнĕ. Унтах çурт-йĕр, хуралтăсем вырнаçнă. Çаплипех саплаштарса пурăннă, выçă ларман. Ял çынни ытларах çĕрулми çитĕнтернĕ. Сад та пысăк лаптăк йышăннă. Атте панулми сутма Хусана çитнине каласа паратчĕ: «Пĕр килограмм панулми укçипе çур литр шурă эрех илме пулатчĕ». Халĕ вара хăшĕ-пĕрин пахчине те çумкурăк хупласа илнĕ. Çамрăксем ĕçлесшĕн мар. Çĕрпе пĕлсе усă курсан тупăш илме май пур. Акă Муркаш тăрăхĕнчи пĕр çемье çĕр çырли çитĕнтерет, сутать. Çулталăкра 1 млн тенке яхăн тупăш илет.

Ĕлĕкхи çурт-йĕр патнех таврăнар-ха. Вăхăт иртнĕ май пÿрт тăррине хăмапа, турпаспа витме пуçларĕç. 60-70-мĕш çулсенче шифер, хĕç тимĕр тухрĕ. Улăм витнĕ çуртсем сахалччĕ ун чухне. Çапах Элĕк районĕнче ун пеккисем 80-мĕш çулсенче те пулнă.

Сăнÿкерчĕкри ĕлĕкхи çурта аттепе анне 1947 çулта лартнă. Унтах эпĕ çуралса ÿснĕ. Пÿртре пысăк кăмака ларатчĕ. Ун хыçĕнче - тенкел. Кĕçĕн çулти ачасем унта çывăрнă. Кăмака çинче - анне. Пысăк сĕтел, сак, йывăç кравать, пукансем, шкап та килте ăсталанăскерсемччĕ. Ĕлĕкхи пÿрт урайне, маччине сăрламан. Çарран çÿресен те урана сивĕ çапман. Юнашар пăлтăр вырнаçнăран урамри сивĕ тÿрех шала кĕмен. Пахчаçимĕçпе çĕрулмине тĕп сакайĕнче упранă. Анне апат пĕçерсен пысăк чашăксемпе антарса сĕтел çине лартатчĕ. Пурте ун тавра ларса тухаттăмăр. Йывăç кашăксем шакăртатни кăна илтĕнетчĕ. Шартлама сивĕ кунсенче тимĕр кăмака хутнă. Витери путексемпе пăрăва та пÿрте илсе кĕртнĕ. Çапах хăш чухне чÿречен аялти кантăкĕсем 2-3 см хулăнăш пăрпа витĕнетчĕç. Вутă хаклă пулнăран ăна тупма йывăрччĕ. Тĕпелпе юнашар пир тĕртмелли станок ларнă. Унпа анне ĕçленĕ чухне эпир те пулăшкаланă. Сак çинче - аттен çĕвĕ машиниччĕ. Ăна туяннине астăватăп. Уншăн атте 200 килограма яхăн таякан вăкăра сутрĕ. Тир хатĕрлесе çи-пуç çĕленĕ вăл. Çемье, ял çынни валли те. Пире, ачасене, хĕлле çÿхе тумтирпе çÿретмен. Çăпатана вара пурин те тăхăнса пăхма тÿр килнĕ. Çуркунне-кĕркунне ун тĕпне хăма татăкĕсем çĕлесе хуратчĕç. Каптăрма çăпати тенĕ ăна. Уншăн питĕ савăнаттăмăр - тапăртатсан урана пушмак тăхăннă пек туйăнатчĕ.

Килте пĕрремĕш хут «Ильич лампочки» çуталса кайни, радио калаçма пуçлани те асрах. Электричествăпа тĕнче çуталса кайнăн туйăнатчĕ. Краççын çутипе, çурма тĕттĕмре, уроксене хатĕрленсе ывăннă çав.

Аппасем çитĕнсе Шупашкара тухса кайсан та канмалли кунсене час-часах килетчĕç. Тутлă çăкăр-булкăпа хăналанине манман-ха. Вĕсене кура манăн та хулана каяс килетчĕ, вĕçĕм йĕреттĕм. Пĕррехинче хĕллехи кун, мана, 3 çултискере анне утиялпа ним курми чĕркерĕ те: «Шупашкара каятпăр», - терĕ. Хăй вара кÿршĕсем патне илсе каçнă. Эпĕ çакна ăнланман. Унтан утияла салтса: «Акă сана - Шупашкар», - тесе хушса хучĕ. «Аппасем ăçта? Кунта батонĕ те çук», - ыйтрăм эпĕ. Вĕсем ĕçе кайнă тесе ăнлантарчĕç мана. Тем чухлĕ ларсан та аппасем таврăнасса кĕтсе илеймерĕмĕр, киле каçрăмăр. Кун хыççăн текех йĕмерĕм.

Ялта çав çулсенче тĕрлĕ çурт пулнă. Пĕрле вĕренекенĕн пÿртĕнче çĕр урайччĕ. Унта çарран çÿресен те чирлемен. Теприсен вара хура пÿрт пулнă. Кăмакапа мăрье пулман. Шалта, кĕтесре - вучахчĕ. Çурта тĕтĕм тухса тулнипе алăка уçнă. Вут çунса пĕтсен кăна хупнă. Шал енчен стенасем, мачча хăрăмпа хуралсах ларнăччĕ. Çавăн пек нушаланса пурăннă çынсем. Ĕлĕкхипе хальхине танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пек. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Малашне татах улшăнĕ, лайăхланĕ. Çапла пултăр та. Çапах иртнине те манăçран ниепле кăлараймăн. Унсăр малашлăх çук тенĕ. Манăн вара аттепе аннене йывăрлăха пăхмасăр 7 ачине ура çине тăратнăшăн тав тăвас килет.

Александр Макаров.

Муркаш районĕ,

Исетерккĕ ялĕ.

Çемье архивĕнчи

сăнÿкерчĕксем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.