Комментари хушас

12 Çу, 2016

Выльăх кăмăла уçать

"Вĕçĕмсĕр выльăх пăхатăн. Кала-ха, канма ăçта кайнă эсĕ? Ют çĕршыва курса кил-ха пĕрре", - çине тăрсах сĕнет хĕрарăма Патăрьел районĕнчи Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Секретов. "Пĕр эрне никам чăрмантармасан килте те эпĕ чикĕ леш енчи пекех канатăп", - сăмах хушать лешĕ.

Тури Пÿртлĕри Надежда Геннадьевна Трофимова пирки пăшăрханать мар-и вырăнти пуçлăх. Килти хуçалăхра темиçе вите тулли выльăх: 5 пуç сăвакан ĕне, вăкăр, сысна, сурăх, лаша тата ытти те. Унсăр пуçне чăваш хĕрарăмĕ ветеринари участокне ертсе пырать, ку енĕпе вырăнти ял хуçалăх предприятине те пулăшать. Выльăх аптрасан ял çынни тÿрех ун патне васкать. Çавăнпа темиçе кун канма май тупăнни - Надежда Геннадьевнăшăн ырлăх. Килти ĕç ывăнтарнине шута илмест. Выльăха юратсан, тен, чăнах та ĕшĕннине туймастăн. Кун пек чух ĕç кăмăла уçать.

"Çамрăк чухне ытти хĕрсемпе пĕрле педагогика, гуманитари енĕпе вĕренме каяс шухăш пач та пулман-и?" - хальхинче манăн ыйту парас килчĕ маттур та сăпайлă ĕçчене. "Э-э, хут таврашĕ ман валли мар. Эпĕ вăйпа ĕçлеме хăнăхнă", - тÿрех татса хучĕ вăл. Ашшĕ - выльăх пăхаканра, амăшĕ дояркăра тăрăшнăран кунсерен вĕсене пулăшма чупнă. Выльăх пăхса çитĕннĕренех ветеринара вĕренме шухăшланă.

Паян вăл - халăхра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ çынсенчен пĕри. Ĕçчен хĕрарăм темĕн тума та ĕлкĕрет, хăтлă çуртĕнче те таса, тирпейлĕ. Хăйне юратса пăхнине кашни выльăх туять, хуçине курсанах куçĕнчен ăшшăн пăхать. Ирхине 4-5 сехетре тăрса упăшкипе пĕрле вĕсене вăр-вар апатлаççĕ, тасатаççĕ те ĕçе васкаççĕ.

Йывăрлăх çинчен калаçма кăмăлламасть Надежда Геннадьевна. Вăл кăна усрамасть вĕт выльăх. Ветеринар сăмахне тăнласан Арапуç тăрăхĕнчи 6 ялта ĕне-вăкăр 1000 пуç ытла шутланать. Пĕр вăхăтра сăвăнакан ĕнесене лейкоз чирĕнчен сыватассишĕн пайтах нушаланнă. Халĕ лару-тăру аванланса пырать, анчах Надежда Трофимова ĕçтешĕсемпе пĕрле унран асăрханмалли çинчен халăха аса илтерсех тăрать.

Аш хакĕ ÿснĕрен-ши ял çынни сысна ытларах усрама тытăннине палăртать ветеринар. Хăй те чылай ама çăвăрлаттарать. Çулталăк каялла ял тăрăхĕнчи хушма хуçалăхсенче 400 пуç сысна пулнă, халĕ йыш 800 пуçран иртнĕ. "Çынсем паян лавккари аша пит туянасшăн мар, унăн пахалăхĕ пирки иккĕленеççĕ. Таса какай çиесшĕн, çавăнпа килте сысна усрама тăрăшаççĕ", - тет Надежда Геннадьевна.

Вăл выльăхсăр пурăнма пултараймасть. Водительре тăрăшакан упăшки те çаплах. Тĕслĕхрен, лашана вăл юратнăран усраççĕ. Кирлĕ чухне унпа ял халăхĕ те усă курать. Анчах Трофимовсем ку енĕпе бизнес тумаççĕ, урхамаха ĕçлеттернĕшĕн укçа ыйтмаççĕ. Уçă кăмăл çынна пулăшма хистет.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.