Хăрушă чир
Мăйракаллă шултра выльăх фасциолез чирĕпе аптăрать, вăл шĕвĕрĕлчен йышшисенчен чи хăрушши шутланать. Халăхра ăна пуçаракана пĕвер ĕмекен /печеночный сосальщик/ теççĕ. Чирлĕ выльăх 40 килограмм таран начарланма, çулталăкра 250 кг сĕт çухатма пултарать.
Паразит юлашкинчен выльăхра пурăнать. Унччен маларах тарăн мар, лайăх ăшăнса çитнĕ кÿлĕре, çавăн пекех кĕтÿ çÿретмелли нÿрлĕ вырăнта тĕпленет.
Чирлĕ выльăх каяшĕпе фасциола çăмарти шыва лекет, ăшă çанталăкра 10-12 кунра хурт пулать. Моллюск ÿтĕнче ÿссе çитет, лăймакаллăскер ÿсен-тăран çумне çыпçăнать.
Ĕне çав курăка çинĕрен е шыва ĕçнĕрен чирлет. Вăл çынна та куçма пултарать, анчах ĕне пĕверĕпе апатланнăран мар, кÿлленчĕкри шыва ăша янăран, таса мар алăран е çимĕçрен.
Фасциолез уйрăмах çуркунне ?енчен те кĕр ăшă тăрсан тата вăраха кайсан% алхасать. Çулла çумăрлă çанталăкра тата сивĕ чух та моллюск вăйлă аталанать. Çавăнпа кĕркунне выльăх йышлă чирлет, хушăран вилет.
Малтанхи кунсенче чир уйрăмах вăйлă палăрать. Ÿт температури ÿсет, выльăх апат сахал çиет, хăсать, начарланать. Çакă çамрăк фасциолăсем ват хăмпи тата пĕвер патне çул уçнипе çыхăннă. Ку вăхăтра юн юхать тата гепатит пуçланать.
Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх паразитăн гигант формипе аптрани хăрушă. Кун пек чух 3-10 кун хушши анеми ?юн сахалланни% канăç памасть, çакна пула час-часах выльăх вилет.
Вăхăтра сиплемесен чир вăраха каять, ăна уйăрса илме хĕн: вăл начарланать, çăмĕ йăлтăртатмасть, тăртăнса тăрать, лайăх апатласан та сăвăм чакать.
Фасциолеза выльăх каяшĕнче паразит çăмарти пуррипе çуккине тĕрĕслесе палăртаççĕ. Çапла тума ăна темиçе хут çăваççĕ. Фасциола çăмарти сарă тĕслĕ, тăрăхла, самай пысăк, яка сийпе витĕннĕ, пĕр енче "хупăлчаллă", тепринче - кăштах тăртăнать.
Чире пур чухне те пĕлеймеççĕ, тепĕр чухне выльăха вилнĕ хыççăн касса уçсан çеç диагноз лартаççĕ. Чир питĕ хăвăрт çулăхнă чух вĕтĕ паразитсене унăн хура тĕс çапнă пĕверĕ çинче лупа витĕр курма пулать.
Унран упранма мăйракаллă шултра выльăха эпидеми вăхăтĕнче витере усрамалла. Паллах, инфекцие сарăлма памалла мар. Пĕвере ĕмекен кÿлĕре пурăннине шута илсе улиткăсене пĕтермелле: кĕтÿ çÿретекен нÿрĕ, шурлăхлă вырăнсене типĕтмелле, дренаж тытăмне йĕркелемелле, хăрушлăх кăларса тăратакан территорие ятарлă шĕвекпе сирпĕтмелле, выльăха санэпидемиологи тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă шывпа шăвармалла, кĕтÿ вырăнĕсене тăтăш улăштармалла тата ытти те.
Фасциолез чирне сиссен çуркунне ĕнесене кĕтĕве кăларсан тепĕр уйăхран профилактика тĕлĕшĕнчен сиплемелле.