Радио итлесчĕ
Эпир Етĕрне районĕнчи Хучаш ялĕнче пурăнатпăр. Пире Чăваш наци радиовĕ калаçма пăрахни канăçсăрлантарать. Иртнĕ çулсенче пăрлă çумăр çăвиччен унăн кăларăмĕсене итлесе савăнтăмăр. Юррисем килĕшетчĕç. Юлташсене, тăвансене яланах радио урлă саламланă. Халĕ наци радиовĕ шăпланчĕ, итлейместпĕр ăна. Тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнать. Аптранипе Чăваш наци радиовне те шăнкăравласа пăхрăмăр, «Вышкăна пăрлă çумăр сиенленĕ. Халĕ юсаççĕ, йĕркене кĕмелле», - тесе пĕлтерчĕç. Унтанпа кĕçех 2 çул çитет. Паянхи кун та наци радиовĕ калаçмасть. Темиçе радиоприемник та улăштарса пăхрăмăр, анчах кăлăхах.