Вăл тăван кил те, çывăх тус та, хăватлă вăй та...
7, 70 те 7... Çак хисеп чăваш çыннишĕн асамлă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă: халăх юратса итлекен Наци радиовĕ асамлă çак хисеп чикки урлă каçрĕ. Чăваш Наци радиовне йĕркелес ĕмĕт тахçанах пулнă. 2009 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче — Чăваш чĕлхи кунĕнче — вăл Наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ патĕнчен /асăрхăр: студирен мар, урамран!/ пĕрремĕш хут эфира тухнă. Паян та калаçать радио, халăха савăнтарать, кирлĕ чухне ырă сăмах каласа пулăшать, хавхалантарать. Хальхи вăхăтра радиора 17 çын ĕçлет. Вĕсем 70 яхăн тĕрлĕ кăларăм хатĕрлеççĕ. Кунта кашни ăру, кашни çын хăйне валли чун çимĕçĕ тупма пултарать. Мĕнле сывлăшпа сывлать паян радио? Мĕнле чăрмавсем ура хураççĕ? Мĕн хăват парать, вăй-хал хушать? Çакна, паллах, радио ĕçченĕсенчен ытларах никам та пĕлмест. Халĕ вĕсене сăмах...
Александр МАГАРИН, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕн заместителĕ:
— Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — тăван халăхăн чĕлхе пуянлăхне упраса хăварасси. Çав вăхăтрах хамăрăн итлекенсене пурнăç çинчен те калаçтарас килет. Çавăнпа та культурăпа искусство ыйтăвĕсемсĕр пуçне радио эфирĕн пысăк пайне социаллă программăсем йышăнаççĕ. Тÿрĕ эфирта ытларах ĕçлеме тăрăшатпăр, студие яваплă тÿре-шарана йыхравлатпăр. Радио итлекенсем тÿрремĕнех хурав илме пултарччăр. Çакă Наци радиовĕн пĕлтерĕшне ÿстерекен паллă тесе шутлатăп.
Мухтанмалăх çитĕнÿсем те пур. «Ылтăн çÿпçене» паха материалпа пин-пин сехетлĕх пуянлатрăмăр. Вăл радио пуянлăхĕ кăна мар, вăл халăх пуянлăхĕ, патшалăх пуянлăхĕ. Çакă чĕре хушнипе, чун ыйтнипе тăвакан ĕç. Çавăнпа кунта хăйсен ĕçне парăннă, пурнăçра пуян опыт пухнă çынсем ĕçлеççĕ.
«Иксĕлми çăлкуçсем», «Радиотеатр» — питĕ паха проектсем. Артистсен, пултарулăх çыннисен сассисене çырса илсе малашнехи ăрусем валли упраса хăварма тăрăшатпăр. Шел, ку енĕпе хальхи вăхăтра урăх никам та ĕçлемест. Ытти кăларăмсем те çынсене килĕшеççĕ. Радио тусĕсем пирĕн пата килсех çÿреççĕ, республикăра пурăнакансем кăна мар, Чăваш Ен тулашĕнчен те шăнкăравлаççĕ, хăйсем çинчен каласа кăтартаççĕ. Паян пĕтĕм тĕнче Наци радионе Интернет урлă тÿрĕ эфирта итлеме пултарать. АПШран шăнкăравлакансем те пур. Европăри хăшпĕр çĕршывран çырусем яраççĕ. Çав вăхăтрах — тĕлĕнмелле тата кÿренмелле — тăван республикăра пур çĕрте те Наци радиовне итлеме май çук. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсене пирĕн хумсем çитеймеççĕ. Ку ыйтăва татса пама тăрăшатпăр-ха. Хăй вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырăнти радиостанци йĕркелесе янă. Пĕлтĕртенпе вăл пушă. Район администрацийĕпе калаçса татăлса çитес вăхăтра çав станцие ĕçлеттерсе ярасшăн.
Виктор ДМИТРИЕВ, радиопрограммăсен продюсерĕ:
— Чăваш наци радиовĕн эфирне пуянлатасси, илемлетесси сасă режиссерĕн ăсталăхĕнчен, ĕç мелĕсенчен, тĕнче курăмĕнчен нумай килет. Правительство çак радиора чи ăста специалистсен ĕçлемелле тесе тĕллев лартнă. Кунта чăннипех те пысăк шайри профессионалсем ĕçлеççĕ. Эфира тухакан кăларăмсене радио итлекенсем хаклаççĕ. Кашни кун шăнкăравлаççĕ, çырусем çыраççĕ — передачăсем килĕшнине пĕлтереççĕ.
Радио пуçланнă чухне пирĕн фонд питĕ чухăнччĕ. Çичĕ çул хушшинче ăна самаях пуянлатрăмăр. Редакторсем республикăри паллă çынсемпе калаçрĕç, Чăваш Енри коллективсем шăрантаракан классика произведенийĕсене, чăваш театрĕсен репертуартан кăларакан спектаклĕсене нумай çырса илсе Чăваш наци радиовĕн çÿпçине пуянлатма пултартăмăр. Çакă чăваш культуришĕн те, халăхĕшĕн те питĕ кирлĕ пулăм. Манăн театр, филармони ертÿçисене, тĕп режиссерĕсене ăнланса, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсемсĕр пирĕн эфир тулли пулман пулĕччĕ.
Олег ПРОКОПЬЕВ, илемлĕ программăсен пайĕн пуçлăхĕ:
— Çичĕ çул — питĕ пысăк тапхăр. Çав вăхăтрах вăл чунне парса ĕçлекен çыншăн пĕр самант пек иртсе каять. Наци радиовĕ пек универсаллă, хăйнеевĕрлĕ радио паян тек çук. Коммерциллĕ радиосем юрă-кĕвĕ тата реклама ярса ытларах ĕçлесе илме тăрăшаççĕ. Эпир ун пек тума шутламан. Пирĕн радион халăх валли пулмалла. Унăн халăх пурнăçĕпе çыхăннă пĕтĕм çул-йĕре çутатса тăмалла. Унта литература та пур, театр та.
Паян радио пĕр самант та халăх пурнăçĕнчен уйрăлмасть. Ан тив, çав халăх тĕнчен тепĕр кĕтесĕнче пурăнтăр. Анчах вăл радиопа калаçма, ăна итлесе хăйне кирлине тупма пултарать. Юрă кăна мар, чуна мĕн хумхантарать, ăс-тăна мĕн çавăрса илет — çавă веçех радиора пур. Унта çукки çук. Çавăн пек хăватлă вăл. Хăй вăхăтĕнче Михаил Желтов: «Чăвашлăх театр, «Хыпар» хаçат çинче тытăнса тăрать», — тенĕччĕ. Çак 7 çул хушшинче çав тĕревсен çумне Чăваш наци радиовĕ хушăнчĕ. Апла-тăк чăвашлăхăн малашлăхĕ пур!
Роза ДЕМЕНЦОВА, аслă редактор:
— Радио пĕлтерĕшне эпĕ ачаллах туйса илнĕ. Пĕчĕкрен радиопа вăраннă, радиопа çывăрма выртнă. Çемйипех радиоспектакльсем итлени халĕ те асран тухмасть. Шăпа мана радио ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн питĕ савăнатăп, мăнаçланатăп. Наци радиовĕ «чĕрĕлни» нихăçан та асран тухас çук. Пушă пÿлĕмре радиоприемник лартрĕç. Чи малтан Чăваш гимнĕ янăраса кайрĕ. Çатăртатса, кăчăртатса... Анчах çакă та маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ. Куççуль те тухрĕ. Хальхи вăхăтра радио пысăк пĕлтерĕшлĕ информаци хатĕрĕ пулнине пирĕн пата нумай-нумай çын шăнкăравлани, унта ĕçлекенсене çынсем сасăран палласа илни çирĕплетет.
Владимир ЕГОРОВ, аслă редактор:
— 7 çул каялла радио уçăлни Чăваш Республикишĕн темĕнле çĕнĕ пурнăç хумĕ килнĕ пек пулчĕ. Радио — питĕ интереслĕ ĕç. Кашни кун тĕрлĕ çынпа тĕл пулатăн, паллашатăн. Эпĕ тухса çÿрекен журналист, вырăнта лараканскер мар. Çавăнпа «Ялтан яла» кăларăмпа ăçта кăна çитмен пулĕ.
Регионсене нумай тухса çÿретпĕр. Акă, тĕслĕхрен, фольклор ушкăнĕсен «Иксĕлми çăлкуçсем» конкурсĕ валли Пушкăрт, Мари Эл республикисенче, Тутар çĕрĕнче, Чĕмпĕр облаçĕнче юрăсем нумай çырса илтĕмĕр. Фольклор уявне радио мелĕпе йĕркелеме пултарни уйрăмах савăнтарать. Çынсене те хавхалантарать. Çапла майпа республикăра вунна яхăн çĕнĕ фольклор ушкăнĕ чăмăртанчĕ.
Ольга АРТЕМЬЕВА, аслă редактор:
— Радиора пĕрремĕш кунранпах ĕçлетĕп. Малтанхи вăхăтра «Тăван ен историйĕ», «Чăваш халăх историйĕ», «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăмсем йĕркелесе ертсе пынă. Кайран мана çĕнĕ хыпарсен уйрăмне куçма сĕнчĕç. Уншăн кулянмастăп. Халăха чăвашла хыпарсемпе паллаштарса пыратпăр. Кашни кăларăм расна. Питĕ нумай района шăнкăравлатпăр, ял çыннисене хăйсен тăрăхĕнчи хыпарсене ытларах пĕлтерес килет-çке. Тата ытти информаци хатĕрĕпе танлаштарсан радио кирек епле хыпара та халăх патне чи малтан çитерет. Радио — маншăн ĕç вырăнĕ кăна мар. Кунта мана тăван кил пекех туйăнать.
Екатерина СЕМЕНОВА, редактор:
— Профессипе эпĕ журналист мар, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Рената Волкова кунта ĕçлеме килме сĕнсен турткалантăм-ха. Манран мĕнле журналист пултăр? Çапах та кĕрсе кайрăм. Театрсен енĕпе тата çамрăксемпе ĕçлеме пуçларăм. Малтанах артистсемпе калаçма питĕ хăраттăм. Уйрăмах çамрăксемпе ĕçлеме килĕшет, вĕсенчен вĕренмелли питĕ нумай. Пултаруллă хĕрсемпе тата каччăсемпе тĕл пулса калаçни ман вăй-хала çирĕплетет.
Ирина ЛАМПАСОВА, музыка редакторĕ:
— Наци радиовне студент çулĕсенчех ĕçлеме килнĕ. Пĕрремĕш кунах мана кунта питĕ килĕшрĕ, килти пек, çемьери пек туйăнчĕ. Ĕçтешсемпе мана «ку — сан аçу, ку — аннÿ, ку — кукаму пулать» тесе паллаштарнăччĕ. Паян кунчченех вĕсем мана ачи, мăнукĕ вырăнне хурса пулăшса пыраççĕ. Çакăн пек лайăх йышра ĕçленĕшĕн чĕре савăнать.
Радио 7 çул тултарнă май радио итлекенсене те саламлас килет. Вĕсем кашни кун пирĕнпе пĕрле: юрăсем итлеççĕ, чунĕсене уçаççĕ. Кăмăл сÿрĕкрех чухне радио итлекенсен савăнăçне туйса хам та савăнатăп вара, кăмăл уçăлать.
Анастасия АКШАРОВА, аслă редактор:
— Эпĕ социаллă ыйтусемпе çыхăннă кăларăмсем хатĕрлетĕп. Çынсенчен шăнкăравсем илсе вĕсене пулăшма тăрăшатăп. «Социальный вопрос» передачăн пĕрремĕш кăларăмĕ питĕ ăнăçлă пулчĕ те /вăл эфира тухнă хыççăн ветерана пĕр уйăхра çурт лартса пачĕç/ — хавхаланса ĕçлесе кайрăм. Унтан «Книга жалоб» кăларăм çуралчĕ. «По зову памяти» проект Раççейри «Патриот России» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çав хавхалану мана тата «Преодоление» кăларăм хатĕрлеме хистерĕ. Вăл тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе, вăйланса, çирĕпленсе тухакан çынсемпе паллаштарать.
Кашни передачăна хатĕрленĕ чухне геройсемпе пĕрле пурăнса ирттеретĕн, çынна кĕнеке вуланă пек вулатăн. Вĕсемпе калаçса хама кирлĕ хуравсене тупатăп. Çав çынсене мана Турă ярса панă пекех туйăнать. Кăларăм геройĕсене ятарласа шыраса çÿреместĕп, çынсем хăйсем килеççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ