Радио итлесчĕ
Эпир Етĕрне районĕнчи Хучаш ялĕнче пурăнатпăр. Пире Чăваш наци радиовĕ калаçма пăрахни канăçсăрлантарать. Иртнĕ çулсенче пăрлă çумăр çăвиччен унăн кăларăмĕсене итлесе савăнтăмăр. Юррисем килĕшетчĕç. Юлташсене, тăвансене яланах радио урлă саламланă. Халĕ наци радиовĕ шăпланчĕ, итлейместпĕр ăна. Тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнать. Аптранипе Чăваш наци радиовне те шăнкăравласа пăхрăмăр, «Вышкăна пăрлă çумăр сиенленĕ. Халĕ юсаççĕ, йĕркене кĕмелле», - тесе пĕлтерчĕç. Унтанпа кĕçех 2 çул çитет. Паянхи кун та наци радиовĕ калаçмасть. Темиçе радиоприемник та улăштарса пăхрăмăр, анчах кăлăхах. Антеннине пăралуксемпе хамăра майлă тăсрăмăр, сăлтавне тупаймарăмăр. Кун пирки кам хурав парĕ-ши? Пирĕн ялти Урпаш юханшывĕн тепĕр енче пурăнакансем паян та наци радиовне итлесе савăнаççĕ.
Г. Королева, Л. Смирнова, С. Иванов, Н. Фадеев
тата ыттисем те.
Сирĕн ыйтăвăра ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хуравлать:
- Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Ен наци радиовне Етĕрне районĕнчи Хучаш салинче итлеме майсем туса парас пирки çакна пĕлтерет.
«Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ» Чăваш Республикин хăй тытăмлă учрежденийĕ хăйĕн передатчиксем çук пирки Чăваш Ен наци радиовне эфира кăларма «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» ?РТРС% ФПУП филиалĕн «Чăваш Республикин радиотелекурав передача центрĕпе» килĕшÿ тунă. Етĕрне районĕнче Чăваш Ен наци радиовне итлеме РТРС передатчикĕсен вăйĕ çителĕксĕр, вĕсен сигналĕ пур çĕре те çитмест. Тепĕр передатчик хута ярсан çак ыйтăва уçса пама пулать.
Çак вăхăтра «Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ» Чăваш Республикин хăйтытăмлă учрежденийĕ Чăваш Ен наци радиовне Етĕрне районĕнче итлеме майсем туса парас тесе çыхăну операторĕсемпе калаçу ирттерет.
Комментари хушас