Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

12 Çу, 2016

2016 çулта Чăваш Ене федераци хыснинчен 4 млрд та 212 млн тенкĕ уйăрасса пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çакă - пĕлтĕрхинчен 25 процент ытларах. "Юлашки икĕ эрнере кăна РФ Правительстви регионсене финанспа пулăшасси çинчен калакан темиçе хушăва алă пуснă, вĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине 3 млрд тенкĕ ытла укçа килмелле", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Тĕслĕхрен, вĕренÿ тытăмне аталантарма кăçал республика 771,1 млн тенкĕ илет. Çав шутра 583,6 миллионĕ - Шупашкарти Гладков микрорайонĕнче шкул тума. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхне никама пăхăнман хак памалли наци регион тытăмне пилотлă проектсене пурнăçласа аталантарма тата пахалăха хак памалли наци механизмне йĕркелеме Чăваш Ене 11 млн та 298 пин тенкĕ уйăраççĕ.

Вăтам професси тата аслă пĕлÿ паракан тытăмсенче çĕнĕ вĕренÿ меслечĕсем йĕркелеме, вĕсене ĕçлеттерме - 141 млн та 803 пин тенкĕ. Регион ертÿçи асăннă тăрăх - çак пулăшăва тивĕçме Чăваш Ене кăçалхи пуш уйăхĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер тата Раççей вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов килсе кайни, республикăра професси пĕлĕвĕн тытăмне пысăк хак пани те пулăшнă. Хушма укçапа вĕренÿ тата лаборатори хатĕрĕ, компьютер тата офис техники туянма, преподавательсен квалификацине ÿстерме усă курĕç.

Ялти шкулсенче физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттермешкĕн услови туса пама 22 млн та 311 пин тенкĕ кайĕ. 2014-2016 çулсенче 100 яхăн спорт зала тĕпрен юсамалла. 2014-2015 çулсенче ку ĕçе 69 объектра пурнăçланă, кăçал ялти шкулсенчи тепĕр 26 зала юсаса çĕнетмелле.

Республикăра канупа тивĕçтернĕ ачасен шучĕ те ÿсет. Кăçал мĕнпур ачан 65 проценчĕ е 99 пин çын канса сывлăхне çирĕплетме пултарать. Çакна валли 360 млн тенкĕ уйăрĕç. Çав шутран 19 миллион тенкĕ Чăваш Ене федераци хыснинчен килĕ. Ăна пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисем ирттерме параççĕ.

Çĕршыв Правительстви çул-йĕр хуçалăхне аталантарассине те тимлет. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине килсе кайнă РФ транспорт министрĕ Максим Соколов регионри тытăма пысăк хак панă. 2016 çулта республикăри çул-йĕре аталантарма федераци уйăракан 1 млрд та 100 млн тенкĕпе усă курĕç.

Ялти халăхшăн пĕлтерĕшлĕ объектсем ?çав шутра - ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен тата тирпейлекен производствăсем% патне çити автоçулсем тăвассине аталантарма 85,4 млн тенкĕ уйăраççĕ.

"Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле укçи-тенкĕ 4 млрд тенке яхăн. Пурнăçлакан ĕç пахалăхĕ стандарта тивĕçтернине çирĕп сăнаса тăмалла, тĕрĕслеве халăха та явăçтармалла", - тенĕ Михаил Игнатьев. Çулсем тума тата юсама уйăракан укçа виçи кăçал çĕршыври регионсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен акциз ÿснĕрен 40 млрд тенкĕ уйăрса панипе те пысăкланнă.

Чăваш Республики ĕçлев рынокĕнчи йывăрлăха чакарас тĕлĕшпе хатĕрленĕ программăна федераци шайĕнче ырланă. Ăна нухратпа тивĕçтермелли виçе 183,2 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра 55 миллионĕ - республика бюджечĕн укçи. Программа пулăшăвĕпе республикăри 41 предприятири 4695 çын усă курмалла.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин тытăмĕнчи программăсене пурнăçа кĕртме 1 млрд та 45 млн тенкĕ уйăраççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд Чăваш Республикин заявкине ырланă. Авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçарма Чăваш Ен 797,72 млн тенкĕ илет. Хушма финанс йĕркипе регион хăй тепĕр 616,84 млн тенкĕ уйăрать. "Çапла майпа 3582 çын 8 муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи 181 авариллĕ çуртран çĕнĕ хваттерсене куçать. Ку программа 2017 çулта вĕçленмелле", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Унсăр пуçне "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшупа тивĕçтересси" патшалăх программи шайĕнче Чăваш Республикине 229 млн тенкĕ килмелле.

Вырăнти влаç органĕсене ертсе пыракансен мĕнпур финанспа тухăçлă, тĕллевлĕ усă курмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.