Archive - Пуш 2016
март 30th
"Сывлăх", 12 /879/ №, 30.03.2016
Шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă
ЦИФРĂСЕМ ТАТА ФАКТСЕМ
- Чĕре клапанĕсене 24 сехет хушшинче 100 пине яхăн хутчен уçăлса хупăнма тивет.
- Миокардăн кашни тăваткал миллиметрĕ урлă виçĕ пине яхăн капилляр иртет.
- Йогсем этемĕн тĕп энергетика центрĕ чĕрере вырнаçнă тесе шухăшлаççĕ.
- 80 килограмм виçеллĕ сывă арçын пĕверĕ тирпейлеме пултаракан чи пысăк виçе — 80 грамм таса спирт.
- Пĕвер 18 сехетрен пуçласа 20 сехетчен алкоголе пуринчен те лайăхрах тирпейлеме пултарать.
- Пĕвер унăн йĕркеллĕ тĕртĕмĕн 25 проценчĕ кăна сыхланса юлнă пулсан та малтанхи виçи таран ÿсме пултарать.
ÇУТ ÇАНТАЛĂКРАН ПУЛĂШУ ЫЙТАТПĂР
Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви аптратсан хушма сиплевре халăх медицинин мелĕсем паха витĕм кÿреççĕ. Çут çанталăк ырлăхĕ — эмел курăкĕсем — пулăшнипе сывлăха чылай лайăхлатма пулать.
Аир тымарĕ
Унăн препарачĕсем лăплантаракан витĕм кÿреççĕ. Ÿсен-тăранри хытаракан япаласем язвăсене ÿт илме пулăшаççĕ.
ТИКĔТ СУПĂНĔ ÇИНЧЕН
Паянхи темĕнле паха шутланакан тасатакан хатĕрсем те тикĕт супăнĕпе танлашаймаççĕ. Вăл гигиена пахалăхĕпе кăна мар, сиплĕх енĕсемпе те палăрса тăрать.
- Пĕчĕк шăйрăксемпе чĕртернĕ вырăнсене кашни кун тикĕт супăнĕпе çусан ÿт икĕ хут хăвăртрах сывалать. Вăл типĕтнипе сурана часах ÿт илет. Çак супăнь ÿте тухса тулнă пÿрлешке-шатрапа витĕмлĕ кĕрешет.
Енчен те сирĕн аллерги реакцийĕ палăрсан, ÿт хĕрелсен, шатра, пÿрлешке тухсан тикĕт супăнĕпе кăна çăвăнмалла.
ÇУРĂМ ШĂММИ ВАЛЛИ
Çурăм шăммин пиçĕлĕхне, сыпăсен хусканулăхне упраса хăварма скакалка пулăшать. Скакалка е ун вырăнне усă куракан кантра тăршшĕ 1,5-2 метр пулмалла.
1. Урасене сарса, пуç хыçнелле янă алăсемпе тăватă хут хуçлатнă скакалка тытса тăмалла. Скакалкăна туртăнтарнă май алăсене çÿлелле çĕклемелле, сылтăмалла çаврăнмалла, туртăнмалла. Малтанхи пек майланса тăмалла. Унтан хăнăхтарăва сулахялла тумалла. Кашни енне — 5-6 хут.
ТĔРĔС АПАТЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ
Юн пусăмĕ ÿснипе аптракан çын диетăна пăхăнмасан эмел те пулăшаймĕ. Тĕрĕс апатланни гипертони кризĕ аталанас хăрушлăха /уйрăмах чир пуçламăшĕнче/ чакарма пулăшать.
Гипертони кризĕ хыççăнах. Апата тăвар пачах хушмалла мар. Организмра шыв виçи сахаллансан юн пусăмĕ те чакать. Тăварлă çимĕçсем — сыр, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, консервсем — рационра пулмалла мар. Апата тутă кĕртме техĕмлĕхсем, ыхра е сухан хушма пулать.
Юн пусăмĕ йĕркене кĕрсен кунне çур чей кашăкĕ тăвар юрать, анчах ăна пĕçернĕ чухне мар, хатĕр апата сĕтел çине лартсан сапмалла.
март 29th
«Хыпар» 41-42 (26951-26952) №№. 29.03.2016
Пирĕн республика. Тĕп тема
Телеэкрансем çинче тата хаçатсен страницисенче
Виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн — «Чăваш Ен», «Чăваш наци телевиденийĕ» телекомпанисен тата «Советская Чувашия» хаçатăн пĕрлехи проекчĕ таврăнать. Премьера кăларăмĕнче сăмах республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле пирĕн корреспондент строительство площадкисенче тата çĕнĕ хваттерсем илнĕ çынсем патĕнче хăнара пулнă.