Кăтартусем савăнтармаççĕ. Мĕн сăлтавпа?

29 Пуш, 2016

Правительство çуртĕнче кашни тунтикун ирттерекен канашлура ку хутĕнче виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинскра ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа — «Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарасси» программа епле пурнăçланса пыни çинчен — ЧР строительство министрĕ Олег Марков сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — программăпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен 13,1 пин çынна /5 пине яхăн çемье/ пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелле. «Паянхи кун тĕлне 6,5 пинĕшне çĕнĕ хваттер панă. 2016 çулта 15 районпа хулари тепĕр 3,15 пин çынна авариллĕ çуртсенчен куçармалла. Программăна темиçе тапхăра пайланă, çавăнпа кăçал 2-мĕшпе 3-мĕшне вĕçлесе тепĕр тапхăра куçмалла», — терĕ Олег Иванович. «Эсир çĕнĕ тапхăр пирки калаçатăр, анчах 2-мĕш тапхăрти кăтартусем те савăнтармаççĕ. Мĕн сăлтавпа?» — кăсăкланчĕ премьер-министр. Муниципалитетсенче ĕç-пуç япăхрах иккен. Калăпăр, 3 районта кăна /Вăрнар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри/ подрядчиксене палăртассипе тата вĕсемпе килĕшÿ тăвассипе çыхăннă ĕç-пуçа вĕçленĕ, Çĕмĕрле хулинче вара пĕр контракта та алă пусман. Патшалăх экспертизи витĕр тухма йывăрланни, монополипе кĕрешекен управлени торгсене пăрахăçлани, çĕр пайĕсем çитменни, подряд организацийĕсем аукционсене хутшăнманни те ĕçе вăхăтра тума чарса пыраççĕ.

Чăваш Ен тĕп хулинче çак енĕпе лару-тăру еплерех? Кун çинчен Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каласа кăтартрĕ. «Паянхи кун тĕлне граждансене 857 хваттерпе тивĕçтернĕ. 3-мĕш тапхăрта çынсене 370 хваттер пама палăртнă. Хальхи вăхăтра ятарлă программăпа килĕшÿллĕн Сосновкăра /42 хваттер/, Эгер бульварĕнче /55/ тата «Соляное» микрорайонта /275/ çуртсем çĕкленеççĕ. Графикран кăшт юлса пыратпăр пулин те ĕçе вăхăтра вĕçлессе шанатпăр. Хăшпĕр подрядчик хăй çине илнĕ ĕçе тивĕçлĕн пурнăçламанни ура хурать», — пĕлтерчĕ сити-менеджер.

Канашлура хускатнă иккĕмĕш ыйту та «калаçтарать». Ĕçпе тивĕçтерекенсем граждансене ĕçе илнĕ чухне килĕшÿ туманни, вĕсене конвертпа шалу тÿлени, вăрттăн организацисен йышĕ ÿсни саккунпа килĕшсе тăмаççĕ. Çак тÿнтерлĕхпе кĕрешесси патшалăх органĕсен тивĕçĕ пулнă май ку ыйтăва ЧР Правительстви те тĕрĕслесех тăрать. «Ку тÿнтерлĕх суту-илÿре, строительствăра, ял хуçалăх, транспорт отраслĕсенче ытларах курăнать. Ведомствăсен хушшинчи комисси членĕсем эрнесерен тĕрлĕ вырăнта рейдсемпе тĕрĕслевсем ирттерни те ĕç паракансене шиклентермест. Çак тапхăрта саккуна пăснă вун-вун тĕслĕх тупса палăртнă», — пĕлтерчĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.

Бюджет налук тÿленипе пуянланать, анчах хăшĕ-пĕри саккуна пăхăнманнине пула унта кирлĕ чухлĕ укçа кĕмест. Кун çинчен финанс министрĕ Светлана Енилина пăшăрханса пĕлтерчĕ. «Калăпăр, пассажирсене турттаракан пĕр автотранспорт предприятийĕн — 80 автомашина, анчах ĕçлекенсем 18-ăн кăна, шалăвĕ те пĕчĕк. Паллах, вĕсем тĕрĕс мар информаци пани куçкĕрет. Кунашкал вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пулать», — терĕ министр.

Çурхи кунсем çитнĕ май шыв-шур ыйтăвĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун пирки те сăмах хускалчĕ. ЧР граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх — паянхи кун лару-тăру лайăхах. Ытти çулта ейÿ вăхăтĕнче чылай районтисем, уйрăмах Çĕрпÿпе Улатăр тăрăхĕнчисем, шар курнă-тăк, кăçал Улатăрта йывăрлăхсем пулас хăрушлăх пур, çавăнпа Сăр шывне сăнасах тăраççĕ. Кăçал юр сахал çунăран шыв шайĕ ытлашши хăпармасса шанаççĕ. ГКЧС пуçлăхĕ çавăн пекех пăр çине тухакансем пирки те чарăнса тăчĕ. «Çанталăк ăшă пулин те çынсем çÿхе пăр çине кĕме хăрамаççĕ. Пулă тытма юратакансем шиклĕх туйăмне пĕлмеççĕ. Инкек-синкек пулнă тĕслĕх сахал мар пулин те хăюллăнах пулла васкаççĕ», — терĕ Вениамин Петров. Нумаях пулмасть Муркаш шывĕ çинче пулнă инкек çинчен те аса илтерчĕ вăл. Çынсен çăмăлттайлăхĕ хурлăх патне илсе пынине никамăн та манмалла мар, çамрăксене çакăн пирки аса илтерсех тăмалла.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.