Тĕллев - лавккасенче хамăрăн таварсем пулмалла

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн, про­мышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, алкоголь продукцине ваккăн сутакан суту-илÿ обћекчĕсене патшалăхăн пĕрлехи автоматизациленĕ тытăмĕпе /ЕГАИС/ çыхăнтарас ĕç мĕнле пынине пĕлтернĕ. Ăна алкоголь продукцийĕн производствин тата çаврăнăшĕн калăпăшне патшалăх енчен тĕрĕслеме, контрафакт сутнине чарса лартма, алкоголь çаврăнăшне уççăн йĕркелеме ĕçе кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи курттăм сутакан организацисен 83,3% ЕГАИСпа çыхăнтарнă — федерацин Атăлçи округĕнче ку вăл виççĕмĕш вырăн, ваккăн сутаканнисем — 84% /федерацин Атăлçи округĕнче вăтамран — 78,42%/.

Çавăн пекех республикăри суту-илÿ вырăнĕсенче хамăр патра туса кăларнă алкоголь мĕн чухлĕ пулнине сÿтсе явнă. Министр палăртнă тăрăх — мониторинг кăтартăвĕсемпе 3500 пин обћект, вĕсенчен 104-че вырăнти алкоголь продукцийĕ пулманнине çирĕплетнĕ.

«Пирĕн тĕллев — лавккасенче хамăр патра туса кăларнă продукци ассортиментне ÿстересси. Бюджета пуянлатма мĕнпур майпа усă курмалла, çак укçа-тенкĕпе Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн усă курмалла», — тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

2016 çулта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампание мĕнле хатĕрленни çинчен ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова пĕл­­тернĕ.

Сывлăха çирĕплетмелли кампание кăçал 900 организаци хутшăнать, 99 пин ача, çав шутра пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ, çул çитмен 48 пин ача канĕ. Çакăн валли пĕтĕмпе 491 млн тенкĕ яма пăхнă.

«Ачасене канма, сывлăхне çирĕплетме укçа-тенкĕ сахал мар уйăратпăр. Вĕсемпе ĕçлессине, çав шутра шкул çумĕнчи лагерьсенче те, çÿллĕ шайра туса пымалла. Лайăх тĕслĕхсемпе анлăн усă курмалла», — палăртнă Михаил Игнатьев.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн пуçламăш мерисене пурнăçласси çинчен Чăваш Республикин Патшалăх граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿ тăрăх Чăваш Енре малтанхи çулхинчен 5,5% сахалрах пушар регистрациленĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канаш ларăвĕ çинчен каласа кăтартнă. Унта транспорт инфратытăмне аталантарас, регионсенчи çул-йĕр фончĕсене пуянлатас, çул-йĕр хăрушсăрлăхне вăйлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Республикинче çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе туллин тата ăнăçлă усă курнă — федерацин Атăлçи округĕнче кун пекки икĕ регион çеç.

Федерацин çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт Чăваш Ене çул-йĕр хуçалăхне аталантармалли укçа малтан палăртнă йĕркепе туллин çитессе пĕлтернĕ. Шупашкар хулинче Мускав кĕперне юсаса çĕнетессине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

 

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.