Хăюллă утăм телее хаклама вĕрентнĕ

29 Пуш, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнакан Надежда АНДРЕЕВА патне хăнана вĕçтерсе килер-и? Вĕсен туслă çемйи çинчен Çĕрпÿ енсем тахçанах каласа кăтартнăччĕ. Сарă çÿçлĕскер, ырă та уçă кăмăлĕпе çутă сапалаканскер тухăçран шăранса тухакан хĕвел шевлине аса илтерет. Ашшĕ Владимир юратса тата хăйсен ĕмĕчĕсене тÿрре кăларасса шанса-тăр Надежда ят панă ăна. Хĕрарăм хăй те килĕштерет ятне. Пурнăçра нимĕн те ахальтен пулманнине ĕненет: йывăрлăхсене пурнăçра самай курма тивнĕ пулин те ыранхи куна яланах ыррине шанса кĕтет. Хĕрарăмăн çут çанталăк умĕнчи миссине сывлăх тăрăмĕн сăлтавĕпе пурнăçлайман — хăйĕн варĕнче пепке тĕвĕлентерсе çутă кун парнелеймен — пулин те ултă ача амăшĕ пулса тăнине, вĕсем ăна тĕнчери чи юратнă та хаклă çын вырăнне хунине епле ăнлантарăн-ха тата?

Турă çырни килнех пынă

Мăшăрĕпе иккĕшĕ те Янтуш ялĕнче çуралса ÿснĕ вĕсем. Анчах ÿсĕмĕпе хăйĕнчен чылай аслăскере вăхăт çитиччен «палламан» та хĕр. Пĕррехинче амăшне çуралнă кун ячĕпе саламлама пĕрле ĕçлекенсен ушкăнĕ килнĕ. Совхозра тăрăшакан çамрăк водитель Владимир та пулнă йышра. Ĕçтешĕн Зоя Архиповнăн пĕве кĕнĕ илемлĕ хĕрĕ çинчен куç илеймен каччă. Çапла туслашнă та Надеждăпа.

Володьăсен çемйинче пилĕк ача çитĕннĕ. Çемьере иккĕмĕш пулин те тĕпкĕче юлма пÿрнĕ ăна. Çапла чунтан килĕштернĕ хĕрпе çуралнă килĕнчех пурнăç йĕркелеме тытăннă. Кин кĕртсен каччăн амăшĕ Анна Гавриловна та лăштах сывласа янă: вăйпитти икĕ çамрăк килти ĕçсенчен чылайăшне хăйсемех тунă.

Юратнă ĕç /Надя ялти апат-çимĕç лавккинче ĕçленĕ/, чунтан савакан мăшăр, кил-çурт... — телейлĕ пулма çамрăк хĕрарăма ача кăна çитмен. Ăна çуратмашкăн вара тухтăрсем сĕнмен: чĕре хавшаклăхне кура çăмăлланас вăхăт çитсен темĕн курасси пур. Çапла теветкеллĕ утăма тумашкăн тăхтас тенĕ çамрăк мăшăр.

— Пĕррехинче участковăйра ĕçлекен Владислав Галкин /халĕ Сăнав поселокĕнчи шкулта физрукра ĕçлет/ пирĕн пата кĕнĕччĕ. Сĕтел хушшинче калаçкаласа ларнă май çапла ыйтрĕ: «Эсир ача усрава илесси пирки шухăшласа пăхман-и?» Мĕн каламаллине те пĕлеймесĕр: «Илес тесен кам патне, ăçта каймалла вара?» — тесе ыйтрăм. Çавăн хыççăн вăхăта тăсмасăр мăшăрпа район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх пайне вĕçтертĕмĕр. «Эпир тăлăх икĕ ачана усрава илесшĕн. Арçын ачапа хĕрача пулсан аванччĕ», — тетпĕр хайхискерсем. Пай пуçлăхĕ мĕнле условисем пулмаллине асăнма тытăнчĕ: шалу пĕтĕмĕшле виçи, пÿрт лаптăкĕ... Итлесе пĕтеричченех макăрса ятăм. Хĕрарăм мана: «Ара, каласа пĕтереймерĕм те вĕт — ан пăшăрханăр ун пекех», — тесе лăплантарчĕ. Тепĕр форма — çемьене ача йышăнас май — пурри çинчен каларĕ, — аса илчĕ 2003 çулта пулнă ĕç-пуçа çемье ăшшин управçи.

Чи мĕскĕннипе чи пултарулли

Юратнă упăшкипе вышкайсăр çунатланса виçĕ кунтах документсем пуçтарни çинчен паян та ăшшăн кулса каласа парать хĕрарăм. Шупашкарти Ача çуртне пуçласа кайнине пурнăçри чи телейлĕ самантсенчен пĕри пек аса илет. Каласа кăтартнă хушăра сĕтел хушшинче уроксемпе аппаланса ларакан ывăлĕпе Сергейпе пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса йăл кулаççĕ:

— Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ тĕлне хатĕрленĕ концерт пыратчĕ. Ача çуртĕнчи мĕнпур ача хутшăнать иккен унта. Çуртăн директорĕ Нина Ивановна Парфеньева пире савăнса пĕлтерчĕ те кама ытларах сăнамаллине систерчĕ. Манăн чĕре сиксе тухасла тапрĕ: ачасем хăйсене суйласа илччĕр тесе пĕри те тепри еплерех тăрăшрĕç! Анчах никам çине те уйрăммăн тинкерсе пăхаймарăм — кĕтесре-хыçра мĕскĕннĕн пуçне усса тăракан начаркка, шуранка арçын ача çинчен куç каймарĕ. «Çавна илме юрать-и?» — ыйтрăм эпĕ. Пурте ман çине тĕлĕнсе пăхрĕç, вăл ытла та хăюсăрри çинчен каларĕç. Эпĕ хамăннех петĕм: ачине эпир суйлатпăр-çке! Ÿкĕте кĕртрĕм ертÿçе. /Сергей халĕ те вăтанчăк, анчах çав тери кăмăллă пулнине пĕрре курсах сисрĕм. — Авт./ Хĕрача та кирлине пĕлсен пукане пек илемлĕ Надьăна сĕнчĕç: улттăри хĕрача калаçма ухута, ура тапса ташлать, сăвă калать, хитре юрлать — чăн-чăн артист! Çапла пысăк йышпа таврăнтăмăр Ача çуртĕнчен.

Андреевсен пÿрчĕ «вĕттисен» сассипе тулсан пĕтĕм тус-тăванĕ савăннă вĕсемшĕн. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă шăпăрлансем те çемье ăшпиллĕхне тÿрех туйса тăван ашшĕ-амăшĕ пекех йышăннă Надежда Владимировнăпа Владимир Валентиновича. Анчах... Шупашкарти Ача çуртĕнчен шăнкăравланă: Надьăна патшалăх çуртне тавăрмалла. Документсене тĕплĕн тĕпчеме тытăнсан унăн тăван аппăшĕ пуррине, ăна Швецире пурăнакан пĕр çемье усрава илнине пĕлнĕ. Саккун пĕртăвансене уйăрмалла марри çинчен калать-тĕк хайхискерсен кăмăлне пĕлмеллех: усрав хĕрĕн йăмăкне те хÿтте илме хатĕр-и? Швед çемйи хурав кĕттермен: «Илетпĕр».

Апла пулин те документсене хатĕрлесе çитериччен «артистка» Янтушрах пурăннă. Анчах вăл кĕçех каясса пĕлсе Андреевсем çемйине тепĕр ача йышăнма шут тытнă.

Циркран — йыш хушса

— Аякранах пĕр ача пирĕн паталла вĕçтерсе килнине асăрхарăм. Пальттине йÿле янă, калпакĕ чалăшса кайнă, хăй негр пек хура — аякранах хыттăн сывлăх сунчĕ. «Эпĕ пурне те хÿтĕлеме пултаратăп», — терĕ хăйне хăй хакласа виççĕри шĕвĕркке. Лартса килтĕмĕр паттăрскере. «Уй, Сорокин та килчĕ-çке», — терĕ эпир киле çитсен кукамăшĕпе сĕтел хушшинче пăтă çисе ларакан Сергей. Пĕр ушкăнрах пулнă арçын ачасем туххăмрах туслашрĕç, — хăтлă та тирпейлĕ килте пирĕн калаçу малалла тăсăлчĕ.

Халĕ акă пĕчĕк хÿтĕлевçĕ — чăннипех те патвар каччă. Хусанти Суворов ячĕллĕ çар училищинче икĕ çул çурă вĕреннĕ Саша. Шел, Геленджикрен вĕренме пынă тусĕ пăрахса кайсан тунсăха чăтайман — Чăваш Ене таврăннă. Халĕ ав Çĕрпÿри аграри техникумĕнче ăс пухать.

Надьăна хăйсенчен уйăрма тивсен Андреевсем татăклăн шухăшланă — хĕрача кирлех. Çамрăк хĕрарăма çут çанталăк парнеленĕ ачашлăха пайлама унпа меллĕрех-çке. Çемьене ачана йышăнассипе «опытлăскерсем» хăнăхнă адреспа кайса каллех тилмĕрнĕ. Нимĕн те шантармасăр вĕсене Шупашкарти Калинин районĕнчи опека пайĕн ертÿçи «Шапито» цирка йыхравланă. Ача çуртĕнчи тăлăхсене те илсе каяççĕ-мĕн унта.

— Эпир, аслисем, калаçса тăнă хушăрах пĕр хĕрача пычĕ те ачашшăн ыталарĕ. Кăтра çÿçлĕскер, пукане пек хитрескер мăйранах çакăнса: «Илсе кай мана пĕрле, аппа», — тесе йăлăнма тытăнчĕ. Эпĕ чăннипех ача илес шухăшлине туйрĕ-ши? — тĕп хулана виççĕн кайса тăваттăн таврăннине аса илчĕ хĕрарăм.

Иккĕмĕш Надя — паянхи кун та Андреевсемпе пĕрлех. Ку кил-йыша лекнĕ чухне виççĕ те тултарма ĕлкĕрейменскер тăххăрмĕш класа çитнĕ. Медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕтпе пурăнать, химипе биологи предмечĕсене юратса шĕкĕлчет.

Хĕрачана хăйсене пĕлтермесĕр, ирĕк ыйтмасăрах илсе килнĕшĕн Çĕрпÿри опека специалисчĕсем хытах кăмăлсăрланнă. Саккун — саккунах. Андреевсен пÿрчĕ пысăках пулман. «Хушма пÿлĕм купаламасан мĕнпур ачине туртса илетпĕр», — çиллессĕнрех калаçнă ку хутĕнче ыркăмăллăхшăн килĕштернĕ çемьепе. Хушнă — тунă: пĕр уйăхра самай ирĕк пÿлĕм /халĕ кунта зал/, çĕнĕ кухня хăтласа лартнă.

«Эпĕ — япăх хĕрача...»

Женьăна çемьене йышăнасси Надя хăйĕн валли хĕрача тус çукки пирки пĕрмай каланинчен пуçланнă. Çĕмĕрлери ача çуртне çул тытнă. Çемьене палламан-пĕлмен учреждени ертÿлĕхĕ вĕсем çине сисчĕвленсерех пăхнă. «Пур-ха пĕр хĕрача, анчах кăмăлĕ питĕ кăткăс. Пирĕн пата лекни — виççĕмĕш кун, апат та çимест, çывăрмасть те, шав йĕрет», — тенĕ ертÿçĕ.

Çул тăршшĕпех нăшăклатса пынă Женя. Машина хапха умне пырса чарăнсан та унтан тухасшăн пулман.

— Эсир мана кăлăхах илсе килтĕр. Эпĕ питĕ япăх хĕрача. Вăрлатăп, суятăп, япалана ыйтмасăрах тытатăп, — куççульленме чарăнман ултă çулти хĕрача. — Акă сире хăнăхăп та — мана каялла ача çуртне леçетĕр. Çук, халех кайса ярăр.

Çапла ăслă калаçнине илтсен Надежда тĕлĕнсех кайнă.

— Мĕншĕн вăрлатăн-ха вара? — ыйтнă вăл пĕчĕкскертен.

— Вăрласа курман-ха эпĕ, анчах анне, мана ача çуртне каялла тавăрса пани, пĕрмай çапла калатчĕ, — çак сăмахсене илтсен йăлтах ăнланнă Çĕрпÿ ен хĕрарăмĕ: ача мĕншĕн татăлса йĕнине те, унăн чунне суранлатнă çыннăн этемле мар хăтланăвне те.

Кур та савăн: Женя хальхи ашшĕпе амăшне шăкăрин «пиллĕкĕсемпе» кăна мар, ылтăн аллипе те, хореографи кружокĕнчи çитĕнĕвĕсемпе те савăнтарать. Вăл çекĕлпе çыхса ăсталанă пĕчĕк кавирсене эпĕ те курса килентĕм.

— Анне — тĕлĕнмелле лайăх çын. Вăл темĕн те тума пĕлет, ăна кура эпир те ĕçе хăнăхса ÿсетпĕр. Апат-çимĕç хатĕрлеме, пÿрт-çурт тирпейлеме, ĕне сума çемьери арçын ачасем те, хĕрачасем те пĕлетпĕр. Пĕррехинче çулла аттепе анне Беларуçа хăнана кайсан килти пур ĕçе те хамăрах пурнăçларăмăр, — уççăн калаçрĕ Женя.

Тăватă ачана хăйсен хÿтлĕхне илнĕскерсене татах та йыш хушма мĕн хистенĕ-ши? Хăш-пĕр вулакан: «Паллах, укçа ĕнтĕ», — тейĕ.

— Опека органĕнчен яланхи ыйтусемпе килнĕччĕ. Хайхискерсене шăнкăравларĕç. Икĕ пĕчĕк ачан амăшĕ чĕре чирĕпе вилни çинчен пĕлтерчĕç. Ашшĕ ăçта — паллă мар. Специалистсем мăшăрпа иксĕмĕре куçпа тĕллерĕç. Çулталăкри Аринăпа пиллĕкри Юрик тăлăха юлнине илтсен хĕрхентĕмĕр пулин те çемьене йышăнма... /эпир ахаль те йышлине кура/ ÿкĕтлемерĕç — сывпуллашрăмăр. Хамăр вара мăшăрпа темиçе хутчен те аса илтĕмĕр пĕчĕкскерсем çинчен каланине. Мĕн тетĕр? Илсе килтĕмĕр вĕт тăлăхсене, — малаллах тăсăлчĕ калаçу.

Пĕр авăк ачисене ăшшăн сăнарĕ те хĕрарăм çапларах хушса хучĕ:

— Пурте пирĕн вĕсем. Хушăран халăх хушшинче сăнатăп та — пирĕн ачасем пек хитрисем, лайăххисем ялĕпе те çук пек туйăнать. Сывлăх кăна пултăр — вĕсемшĕн мĕн пултарнине йăлтах тăвăпăр. Мăшăрлантарса мăнуксене те курасчĕ-ха, вĕсемпе те савăнасчĕ. Ку таранччен пĕрин çинчен те ял-йышра, шкулта ÿпкелешсе калаçнине илтмен. Малашне те ан куçăхчăр.

...Лăпкă вырăнта, айлăмра вырнаçнă Янтушран тулли кăмăлпа каялла çула тухрăм. Пурнăçне пурлăх-мулран çÿлерех хаклăхсем çинче никĕслекен çемье тĕпленнĕ ял ултă тăлăхшăн çăлăнăç утравĕ пекех туйăнчĕ. Улталамĕç, сутмĕç, йывăрлăхра пĕччене-пĕччен вĕсене кунта хăвармĕç.

Ирина ПУШКИНА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.