Ăратлăха çĕнетмесĕр сĕтлĕ пулаймăпăр

29 Пуш, 2016

Тăвай район администрацийĕнче Кармалта ÿснĕ Валерий Грачев фермер çинчен ырăпа калаçнине эпĕ нумай илтнĕ. Анчах хăйĕнпе тĕл пулма май килмен. Нумаях пулмасть курнăçрăмăр.

Вăл ĕç вырăнĕнче выльăх пăхакансемпе сăмахлатчĕ. Апат рационĕ тулăх. Ĕнесене утă, куккурус, çу каяшĕ, фураж тата ытти апат çитереççĕ. “Ĕне сĕчĕ — чĕлхи çинче”, — тенине яланах асра тытаççĕ. Çавăнпа выльăх продуктивлăхĕ пысăк.

Мана В.Грачев тарăн пĕлĕвĕпе тыткăнларĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти 23-мĕш училищĕре электромонтера вĕреннĕ, салтакра пулнă. Таврăнсан Канашри медучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă Шупашкарти сыватмăшра тăрăшнă. Анчах пĕчĕк шалу нимĕн тума та çитмен. Çав вăхăтрах ялта çуралнăскере тăван тăрăхĕ те илĕртме пăрахман. Мĕн тумалла?

Грачевсем çемьере çиччĕн çитĕннĕ: 3 аппăшĕ, 3 пиччĕшĕ тата хăй — тĕпкĕч. Пиччĕшĕ Валентин суту-илÿре хăйĕн правурлăхне кăтартнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хурса укçа пухнă. Вăл Валерипе канашланă та панкрута тухнă “Слава” колхоз пурлăхне туяннă. 2005 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, ăна ертсе пыма Валерине шаннă, хăй укçапа пулăшма килĕшнĕ.

Фермер пĕр вăхăт сысна ĕрчетсе пăхнă. Анчах Африка мурĕ шиклентернĕрен ăна пĕтернĕ. “Мăйракаллă шултра выльăхпа шанчăклăрах”, — тенĕ. Сăвакан ĕне йышне çулсерен хушăнтарнă: 13-рен 165-е çитернĕ.

— Пирĕншĕн 200 пуç çителĕклĕ. Манăн çавăн чухлĕ ĕне тесе мухтанмастăп. Тухăçлăха ÿстересси çинчен шухăшлатăп. Выльăх лайăх-и е начар-и — тăкакĕ пĕр пекех. Талăкра кашни ĕнерен вăтамран 14-16 литр çеç сĕт сунин усси сахал. 18-тан кая пулмалла мар. Лайăх ĕне 20-25 килограмм таран сĕт парать. Анăçра пирĕнтен тĕлĕнеççĕ. Сирĕн выльăх йышĕ пур, анчах продукци калăпăшĕ пĕчĕк теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ. Ĕне ăратне çĕнетмесĕр сĕтлĕ пулаймăпăр, — шухăша кайса калаçать Валерий Геннадьевич. Унăн сăмахĕпе килĕшмесĕр май çук. Вăл ял хуçалăх пĕлĕвĕ илмен пулсан та ыйтăва тĕплĕн тишкерсе шухăшлать. Тепĕр специалист айккинче тăтăр.

Грачевсем фермăна тĕпрен юсаса çĕнетме 32 млн тенкĕпе усă курнă: сакăр çула 27 млн тенкĕ кредит илнĕ, ытти — хăйсен. Парăмпа, налукпа вăхăтра татăлаççĕ.

— Манăн диплом — пуçра, — шÿтлет В.Грачев. — Ĕç хăех кăтартса-вĕрентсе пырать. Ăна тума кăмăл çеç пултăр. Унсăрăн ĕçе ан та тытăн. Специалистсем пурте хăйсен вырăнĕнче. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 6873 килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Наталия Кириллова 7020 литра çитерчĕ. Пăру илессипе те кăтарту аван. Хăшпĕр ĕне çулталăкра 2 хут — кăрлач тата раштав уйăхĕсенче е йĕкĕреш — пăрулать. Пĕр çулхине 100 ĕне пуçне 105 пăру илтĕмĕр. Чăнласах пысăк кăтарту. Специалистсем ĕненмеççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен килчĕç тĕрĕслеме. Пулма пултараймасть теççĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕн ÿсĕмлĕ ĕç-хĕлне ытти районта та аван пĕлеççĕ. Пĕррехинче Елчĕк тăрăхĕнчен делегаци килсе кайнă, çитĕнÿ вăрттăнлăхĕпе кăсăкланнă. В.Грачев Интернетран пĕлÿ нумай илет, ял хуçалăхĕпе çыхăннă кĕнекесем, журналсем вулать. Ытларах пĕлесчĕ, лайăхрах ĕçлесчĕ тет. Чун-чĕрине пахалакан ырă енсенчен чи малтан çакна асăрхарăм. Хăй лăпкă, сăпайлă, шÿте юратать.

Техника паркне йăлт çĕнетнĕ. 1050 гектар çĕрĕн çурринче выльăх апачĕлĕх, ыттинче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем туса илеççĕ. Ĕнесене çулла лагере кăлараççĕ. Вырăнĕ шанчăклă: пĕр енче — кÿлĕ, тепĕр енче — юханшыв. Сĕт ытларах паччăр тесе выльăха каçхине те çитереççĕ. Кăнтăрла çулса ешĕл апат хатĕрлеççĕ. Лайăх пăхакан хуçана кÿрентермеççĕ вĕсем: авăн уйăхĕнчен пуçласа хĕлĕпех пăруласа савăнтараççĕ. Ку вăхăтра сутлăх сĕт хакĕ пысăкрах.

Малта пыракан хуçалăха сту­дентсем практикăна килсех тăраççĕ. Шел те, пулас ветврач выльăха укол тума пĕлменни тĕлĕнтерет.

— Лекцире çывăрса лармалла мар, чăн-чăн специалист пуласчĕ тесе шухăшламалла, — кăмăл çирĕплĕхне палăртать Валерий Геннадьевич. — Пирĕн вара пĕри тепринчен тăрăшуллă. Валентина Николаева зоотехник, Алина Юзюкова ферма заведующийĕ /çав вăхăтрах лаборантка, осеменатор/ хăйсен тивĕçне чыслă пурнăçлаççĕ. Людмила Шуйкова, Юлия Хуснутдинова, Мария Никитина, Наталия Кириллова дояркăсем тăрăшулăхпа палăраççĕ. Николай Полкачев, Сергей Дмитриев, Николай Шашков механизаторсем те маттур.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.