Трак енсем тĕл пулсан...
Чуна уçса тăраниччен калаçас, пĕрле савăнас, юрлас-ташлас килет. Çапла пулчĕ те. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çанталăк ăмăррине пăхмасăрах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Красноармейски районĕн «Трак ен» ентешлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине уявлама халăх питĕ йышлă пухăнчĕ. Çак кун Трак тăрăхĕнчен тухнисен пурин те чунĕнче хĕвеллĕ те çутă пулчĕ.
Юбилей мероприятине Чăваш Республикин Гербĕн тата Ялавĕн авторĕ, Шупашкар хулин тата Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Элли Юрьев художник çуралнăранпа 80 çул çитнине, Чăваш халăх поэчĕн, Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕн Юрий Сементерĕн 75 çулхи юбилейне тата Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Уява Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, Мускавра, Севастопольте, Чулхулара тата ытти хулара тĕпленнĕ йăхташăмăрсем пухăнчĕç.
Пухăннисене Красноармейски районĕн пуçлăхĕ Олег Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, «Трак ен» ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Львов, Чăваш Енри ытти ентешлĕх ертÿçисем ăшшăн саламларĕç. Тухса калаçакансем пурте тенĕ пекех ентешлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. «Вăл туслăх пĕрлĕхĕ кăна мар, чылай ыйтăва пĕрле татса памалли, пĕр-пĕрне хавхалантармалли çăлкуç та», — терĕç. Ентешлĕхсем йĕркелес шухăш вара авалранах пынă. Çывăхри тата аякри çĕршывсене çĕнсе илнĕ май, авалхи грексем вĕсенче тăван çĕршывсене пĕрлештерекен колонисем тунă. Пĕрремĕш Петĕр патша профессие туптама Европăри çĕршывсене янă çамрăксем Раççей тăванлăхĕн кружокĕсенче тăнă. Мускавпа Питĕрти университетсемпе академисенче пĕлÿ илекен чăвашсем те «хамăр ял» текен шухăш-кăмăлпа пурăнма вĕреннĕ. И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче те, Хусанти чăвашсен «улахĕсенче» те палăрнă çакă.
«Трак ен» ентешлĕхе вара 1990 çулхи раштав уйăхĕнче пуçаруллă та хастар çынсем йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Четрик ялĕнче çуралнă А.Григорьев искусствоведа шаннă. 2003 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вара ентешлĕх «тилхепи» Алексей Львов аллине куçнă. Паян вăл 8000 ытла çынна пĕрлештерет. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче ентешлĕхĕн пуçарăвĕпе пине яхăн мероприяти ирттернĕ. Район сумĕ ентешлĕх мĕнле шайра ĕçленинчен те килет. Шухăшласа пăхăр-ха: мĕн пысăкăш вăй тата юхăм вăл паллă ентешсем пĕрлешсе нимене тухсан! Ку вăйпа тăван районта та çитĕнÿсем туптама пулать — экономикăра та, кадрсем хатĕрлес, ялти халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшĕпе те. Пурте пĕр шухăшлă пулсан эпир вăйлă! — терĕ Алексей Николаевич.
Уявра ентешлĕхĕн хастар членĕсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç, парнесем пачĕç. Любовь Афанасьева, Владимир Леонтьев, Иван Архипов, Петр Заломнов, Ксения Сергеева, Юлия Маслова, «Раштав», «Хавал», «Трак ен» ансамбльсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тăхтав вăхăтĕнче Красноармейски районĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем фойере пурне те юрлама, ташлама йыхравларĕç. Красноармейски салинчи тĕп библиотека ĕçченĕсем тăван района, Элли Юрьева, Юрий Сементере халалласа куравсем йĕркеленĕ.
Уяв чаплă иртрĕ. Шухăшăма пĕтĕмлетсе çакна калам. Ентешлĕх пурне те кирлĕ. Вăл пире пĕр-пĕринчен вĕренме, аслă ăрусене хисеплеме, чыслама, çамрăксене аталанма, тăван халăха пĕрлештерме, ят-сума хăпартма пулăшать.
Роза ВЛАСОВА.
Александр ВРАЖКИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас