Çунатсене сарса вĕçер-и юрă-кĕвĕ тĕнчинче?

29 Пуш, 2016

Кашни конкурс пултаруллă çамрăка ÿнер тĕнчинче пысăк утăмсем тума пулăшать. 2000 çултанпа çĕршыв шайĕнче ирттерекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль те чылайăшне чăваш эстрадин сцени çине çĕкленĕ. Конкурс тĕрĕслевĕ витĕр хальхи вун-вун артист тухнă. Ульяна Питакова, Вячеслав Христофоров, Сергей Лекерев, Лариса Васильева, Денис Пугач, Евгений Николаев тата ытти юрăçа çынсем юратса йышăнаççĕ.

17-мĕш конкурс та хăйнеевĕрлĕхпе палăрчĕ. Унта 15-35 çулсенчи 35 юрăç хутшăнчĕ. Чăваш Ене Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округĕнчен, Екатеринбургпа Челябинскран, Самарпа Оренбургран, Тутарстанпа Пушкăртстанран, Пензăпа Мурманскран, Ульяновск тăрăхĕнчен 15 çамрăк килсе çитрĕ. «Кăçал ансамбльсен хушшинче пĕрремĕш хут уйрăм тупăшу йĕркелерĕмĕр. Вĕсем тăваттăн çеç пулчĕç пулин те. Конкурсантсен йышĕ çултан-çул ÿссе пыни савăнтарать. Вĕсен ăсталăхĕ те лайăхланса пыни курăнать. Хăшĕ-пĕри сцена çине тухса куракана килĕшме те ĕлкĕрнĕ», — пĕлтерчĕ жюри председателĕ, ЧНКн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев. Гала-концертра конкурсантсемпе куракансене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов ырă сунчĕç, чăваш эстрада артисчĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа саламларĕç.

«Кĕмĕл сасă» фестиваль çĕнтерÿçин ятне Хĕрлĕ Чутай пики Наталья Соловьева тивĕçрĕ. Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр — 17 çулта. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа ÿнер факультетĕнче пĕлÿ илет. «Ачаран юрлама юрататăп. Манăн анне те юрăç, унăн сасси питĕ илемлĕ. Пирĕн ялта музыка шкулĕ çук, пултарулăхăма аталантарма юратнă çыннăм пулăшрĕ», — пĕлтерчĕ ялти концертсенче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă тата районти конкурссемпе фестивальсенче пĕрре мар мала тухнă пике. Фестиваль çĕнтерÿçине дипломпа, чечек çыххипе чысланисĕр пуçне планшет тата Крыма кайма путевка парнелерĕç. ЧНК президенчĕ Н.Угаслов вара ăна тухья тăхăнтартрĕ.

Пытармасăр калас-тăк, уяв вăхăтĕнче парнесен шучĕ самай нумай пулчĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Ансамбль» номинаци çĕнтерÿçисене Павел Васильевпа Юлия Макеевăна концерт тумне çĕлесе пама шантарчĕç.

Челябинск облаçĕнчен килнĕ Тельцовсем сцена çине юрату юррипе тухрĕç. Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел каччине Артемие тата Тутарстанра çуралса ÿснĕ чăваш хĕрне Екатеринăна та юрă-кĕвĕ тĕнчи пĕрлештернĕ, пурнăç тĕллевне вĕсем Челябинск хулинче тупнă. Пулас мăшăрĕпе вăл яш чухнех Ульяновск хулинче иртнĕ Акатуйра паллашнă, 25 çултан вара тепĕр хут тĕл пулнă. Екатеринбурга телей шырама тухса кайнă каччă та, Челябинскра пурăнакан хĕр те наци автономийĕн хастарĕсем пулнă. Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕнче пĕр-пĕрне палласа илнĕ. Çав тапхăртан уйрăлман вĕсем. Челябинск тăрăхĕнче виçĕ çул каялла тĕпленнĕскерсем юрласа-савăнса кăна пурăнмаççĕ, вырăнти чăвашсен пĕрлĕхне ертсе пыраççĕ. «Артистсемпе юристсем эпир, — терĕ Артемий Тельцов хăйсем пирки каласа кăтартма ыйтсан. — Юридици фирминче ĕçлетпĕр, пушă вăхăтра юрлатпăр, халăх валли уявсем ирттеретпĕр», — терĕ ентеш. Патăрьел арĕ «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн сцени çине темиçе те тухнă, анчах конкурсант пулса мар. Кăçал вара хăйне икĕ номинацире тĕрĕслерĕ вăл: уйрăммăн юрласа /куншăн ăна «Ăста юрăç» номинацире палăртрĕç/ тата дуэтпа /Тельцовсен çемйи 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ/.

Самар хулинчи культура институтĕнче вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ — Антонинăпа Татьяна Сашинăсем — çамрăк пулин те эстрадăна вирхĕнсе кĕме васкаççĕ. Тутарстанри Нурлат тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ йĕкĕреш артист пулмах килнĕ пулĕ çĕр çине: çут хĕвел пек сарăскерсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме те çук, сассисем те пĕрешкелех, чăвашла та хитре калаçаççĕ. Музыка шкулне çÿресе ăсталăха ÿстермен пулин те вĕсене çут çанталăк кÿрентермен. «Яланах пĕрле эпир, нихăçан та уйрăммăн юрласа курман», — терĕ Таня ятли. 2014 çулта Самарта иртнĕ «Чăваш пики» конкурсра та çĕнтернĕ Сашинăсем. Алла диплом илсен культура тытăмĕнче ĕçлеме шухăшлаççĕ вĕсем. «Эпир тахçанах Чăваш Ене килсе курма ĕмĕтленеттĕмĕр. Питĕ килĕшрĕ пире кунта. Тĕрлĕ музее кайса куртăмăр, театрта пултăмăр, залив хĕрринче уçăлса çÿрерĕмĕр», — савăнăçне пытармарĕ Татьяна.

Хăшпĕр конкурсант мала тухаймарĕ пулин те парнесĕр юлмарĕ. Куславкка районĕн чысне кăçал 3 юрăç хÿтĕлерĕ. Тен, çавăнпа «Куславккасем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин сцена çине чупсах хăпарчĕ, çамрăк ентешĕсене Марина Романовăпа Елизавета Сергеевăна тата Радий Чернова кĕнеке-альбомпа чысларĕ.

Аманик каччине Р.Чернова вара жюри членĕсем те «асăрхарĕç»: конкурс дипломанчĕсен йышĕнче пулчĕ вăл. Елчĕкри музыка шкулĕнче баянистсен класĕнче пултарулăхне 5-мĕш класран аталантарнă яш Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Эстрадăри пĕрремĕш утăмĕсене тума ăна «Янташ» ушкăн пулăшнă. Паян вăл — «Юрлакан чĕресем» ушкăн солисчĕ. Унăн ертÿçи Владимир Рыбкин сĕннипех конкурсра вăй виçсе пăхас тенĕ баянист. Куславкка каччи Шупашкар районĕнчи «Кăмăл» çемье ансамбльне те /ертÿçи — Дина Кудряшова/ çÿрет. Сăмах май, гала-концертра вĕсем куракансене халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Конкурс дипломанчĕн ятне çавăн пекех Шупашкарти Михаил Иванов /чăваш эстрадине юратакансем ăна ытларах Михаил Ăраскал ятпа пĕлеççĕ/, Мурманск хулинчен килнĕ Дина Агеева, Чĕмпĕрти чăваш пики Екатерина Шепелева, Ямал-Ненец автономи округĕнчи Виктория Иванова тивĕçрĕç.

Спортри пек калас-тăк, призерсен йышĕ те пĕчĕкех пулмарĕ: пьедестал çине тÿрех 5 юрăç хăпарчĕ. Чи сумлă парнесене — планшета тата Крымра канма май паракан путевкăна — Пушкăртстан хĕрĕ Карина Тимофеева çĕнсе илчĕ. Анжелика Еремеева /Тутарстан, Аксу районĕ/ тата Пензăри Виктория Серафимова «Кĕмĕл сасă» конкурсăн «кĕмĕлне» тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна Иркутскри Инна Яковлевăпа Муркашри Елена Филиппова пайларĕç.

Тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисемпе те паллаштарар-ха. Куракансен кăмăлне кайнă юрăç — Оренбург облаçĕнчен килнĕ Александр Максимов. Чи кăмăллă, чунпа юрлакан юрăç — Ирткутск облаçĕнчи Анастасия Огородникова, «Чăваш юррин пуянлăхне уçса паракан юрăç» ята Улатăр районĕн хĕрĕ Мария Храмова тивĕçрĕ. «Чи çепĕç саслă юрăç» номинацире мала тухнă пикешĕн вара уйрăмах савăнтăм. Ара, Алена Арсентьева пирĕн ĕçтеш-çке — Чăваш наци радиовĕнче ĕçлет, ирсерен халăха «Ирхи кăмăл» кăларăма йыхравлать. Сăмах май, «Кĕмĕл сасă» конкурса Ирина Лампасовăпа Алексей Иванов ертсе пычĕç. Вĕсем те Чăваш Наци телерадиокомпанийĕнче вăй хураççĕ.

Радиора тăрăшакан хĕре конкурса хутшăнма мĕн хĕтĕртнĕ-ха? Аленăна сăмах парар-ха эппин. «Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчен эпĕ. Хальхи вăхăтра ЧПУн чăваш филологийĕн уйрăмĕнче ăс пухатăп. Ĕçпе вĕренÿрен пушă вăхăтра юрлатăп. Музыка енĕпе вĕренмен. Çак конкурсра хама тĕрĕслесе пăхас терĕм, пултаруллă ытти çамрăкпа тупăшас килчĕ. Конкурссем аталанма пулăшаççĕ: ыттисенчен тĕслĕх илетĕн, куракансен умĕнче хăвна тытма вĕренетĕн», — конкурсран пушă алăпа кайманнишĕн хĕпĕртерĕ ĕçтеш. Алена ытти конкурсантран хастартарах та хăюллăрах пулнине палăртас килет: юрласа ташланă май сценăна çил пек çавăрттарнăн туйăнчĕ.

«Юрлас килет-тĕк — пурăнатпăр-ха», — теççĕ халăхра. Чăваш юрри янăранă, пултаруллă çамрăксем пур чухне чăваш халăхĕн культурине те, атте-анне чĕлхине те çухатмастпăрах.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.