Чун сыватмăшĕн хуçисем

29 Пуш, 2016

Театр — тĕнче культурин пулăмĕ, этемлĕх пуянлăхĕ. Аваллăхран паянхи куна çитнĕ, малалла та пурăнĕ. Çапла тума чунне, вăйне шеллемен, кураканра юрату, ырату, шанăç çуратма пултаракан çынсем — актерсем —  улăшаççĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕсен уявĕ — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ — пулчĕ.

Ăна Чăваш Енри патшалăх тытса тăракан профессионал ултă театрта ĕçлекенсем паллă турĕç. Вăл е ку театр пирки уйрăммăн чарăнса тăма сăлтав пур, мĕншĕн тесен кашни коллектив ят-сума, чыса тивĕçнĕ. Сăмахран, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн спектаклĕсемпе темиçе ăру ÿссе çитĕннĕ. Вăл республикăри çеç мар, Атăлçи тăрăхĕнчи чи ватă театрсен йышĕнче, кăçал хăйĕн 98-мĕш сезонне вĕçлет. Чăваш театрĕ пĕр хут çеç мар Раççейри театр фестивалĕсенче çĕнтернĕ. Унăн паянхи пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев иртнĕ çул Раççей наци театр премийĕн — "Ылтăн маскăн" лауреачĕ пулса тăчĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хальхи вăхăтра тĕнче шайĕнчи оперăпа балет фестивалĕсене ирттерсе пырать. Ыттисем те ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх — тĕнчери театрсем çак кун хăйсен чи лайăх спектаклĕсене кăтартаççĕ, ыркăмăллăх акцийĕсем ирттереççĕ. Пирĕн республикăра вара театрсен "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсне пĕтĕмлетеççĕ. Кăçалхипе 17-мĕш хут иртрĕ вăл.

Кăçалхи уява Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллă турĕç. Унта артистсемпе режиссерсем, спектакльсене илемлетекенсем çеç мар, куракансем те хутшăнчĕç. Пуриншĕн те паллă: вĕсемсĕр сцена ăстисен ĕçĕн малашлăхĕ çук.

Театр ĕçченĕсене, конкурс çĕнтерÿçисене ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пур-нăçлакан Константин Яковлев, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев саламларĕç.

Конкурс тĕллевĕсем малтанхисемех: искусство ĕçченĕсене пысăк пахалăхлă, эстетика тĕлĕшĕнчен пуян спектакльсем хатĕрлеме хавхалантарасси, театрсен хушшинчи пултарулăх çыхăнăвĕсене çирĕплетесси, талантлă артистсене, режиссерсене ятран палăртасси, республикăри театрсен пĕр пĕтĕмĕшле хутлăхне çирĕплетесси.

Лауреатсене кăçал та çичĕ номинаципе пахаларĕç. "Спектакльти чи лайăх музыка" номинацире Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çине кăларнă "Муха-Цокотуха" спектакле илемлетнĕ ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Андрей Галкин композитор палăрчĕ. Жюри членĕсем хальхинче "Чи лайăх сценографи" номинацире çĕнтерÿçĕсем çук тесе палăртнă. "Эпизодри чи лайăх роль" ята ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Алексеев тивĕçрĕ. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче лартнă "Любовный напиток" оперăра Белькоре партине юрланă. "Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль" номинацире Вырăс драма театрĕн актриси Оксана Ананьева çĕнтерчĕ. Вăл "Безымянная звезда" спектакльте Ятсăр хĕрарăм сăнарне калăпланă.

"Арçынна сăнарланă чи лайăх роль" номинацири çĕнтерÿçĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР Патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Валерий Карпов. Вăл калăпланă сăнар — К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакльти Константин Иванов.

"Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль" номинацире Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче кун çути курнă "Недоросль" камите /режиссерĕ Вячеслав Оринов/ çитекенни пулмарĕ.

"Çулталăкри чи лайăх спектакль /режиссура/" ята Чăваш академи драма театрĕн сцени çине кăларнă "Вĕри юнлă çемçе чун" ĕç тивĕçрĕ. Ăна СССР халăх артисчĕ, РФ, ЧР Патшалăх, театр искусствин "Ылтăн маска" премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев лартнă.

Тĕп номинацисемсĕр пуçне ятарлă дипломсемпе укçан премисем те пулчĕç. Жюрин ятарлă парнине, тĕслĕхрен, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Татьяна Тойбахтина "Любовный напиток" оперăри Адина партишĕн тивĕçрĕ. ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн дипломне Лера Мешковăна Чăваш патшалăх сăнав театрĕнчи "Картинки дворика" спектакльти Йытă сăнарĕшĕн пачĕç.

Чыслава республика ял хуçалăхĕнче, промышленноçĕнче, сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансем те хутшăнчĕç. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Коминтерн" ЯХПК, Чăваш Енри паллă "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăн ертÿçисем Альбина Новиковăпа Александр Капитонов, Шупашкарти тĕп больницăн тĕп врачĕ Ирина Ефимова, ыттисем пулчĕç. Вĕсем театрăн халăх пурнăçĕнчи вырăнне палăртрĕç, ăна чун апачĕпе, сыватмăшпа танлаштарчĕç, асамлăх тĕнчин хуçисене çĕнĕ рольсем, сывлăх, телей, куракансен юратăвне сунчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.