Archive - Раштав 2016

декабрь 15th

15 Раштав, 2016

«Киле çитессĕн туйăнать...»

Муркаш районĕнчи Тивĕш ялĕнче пурăннă Михаил Алексеевич Волковăн фронтран янă темиçе çырăвĕпе вулакана маларах паллаштарнăччĕ эпир. Хĕрĕ, Галина Волкова, вĕсене паянхи кунчченех типтерлĕн упрать, час-часах уçса вулать. Тепĕр чухне хаклă çак çырусемпе сцена çине тухать. Вăрçă хаярлăхĕ, вăл никама кирлĕ мар пулни уççăн палăрать йĕркесенче. Михаил Алексеевичăн тепĕр виçĕ çырăвĕпе вулакана паллаштарас килет. Вĕсене вуланă май пурнăçа ытларах та ытларах хаклама вĕренетĕн.

15 Раштав, 2016

Кĕрĕке килте тасататпaр

Хĕлле ăшă кĕрĕкрен /дубленка/ пахи мĕн пултăр? Вăл сывлать, чăтăмлă, хакĕпе те йӳнĕрех. Ытти япала пекех вăл та вараланать, вăхăт-вăхăт тасатма тивет. Химчисткăна парса тасатас тесен те чăрмавлă. Пĕрре — хаклă, тепре — чăннипех те лайăх химчистка сайра. Кĕрĕке пăсса хума пултарас хăрушлăх та пур.

15 Раштав, 2016

Градусник çĕмĕрĕлсен

Градусник çĕмĕрĕлсен ун ăшĕнчен шĕвĕ ртуть юхса тухать. Вăл шыв пек пĕр вырăнта выртмасть, пĕчĕк-пĕчĕк çаврасем пулса саланса каять. Ртуть — наркăмăшлă. Вăл пӳлĕмре пулсан пĕчĕккĕн пăсланса сывлăша варалать, сывланă майăн çын организмне лекет. Ртутьлĕ сывлăшпа ялан сывласан вăл пӳрере, пĕверте, пуç миминче пуçтарăнать, çын ртутьпе наркăмăшланать. Çыннăн пуçĕ ыратма пултарать, çăварта тимĕр тути тăрать, дерматит, стоматит паллисем пулаççĕ, сĕлеке юхма, ăш пăтранма пултарать, çын вăйсăрланать. Ртуть нерв тытăмне аркатать, наркăмăшлă сывлăшпа ялан сывлакан ăсран тайăлма та пултарать.

15 Раштав, 2016

Ясмaк кунта çитĕнет-и?

Хаçатра ясмăк яшкин рецептне вуланă ма­йăн çак ӳсен-тăрана эпир манма пуçлани çинчен шухăшларăм. Кукамай-асаннесем ясмăк çинчен калаçнине ас тăватăп. Эппин, пирĕн патра та акса туса илнĕ ăна. Ясмăк çинчен тĕплĕнрех çырса параймăр-ши, акса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн вăрлăхне ăçта туянма пулать?

Людмила ЗАЙЦЕВА.

Патăрьел районĕ.

15 Раштав, 2016

Чага сывлaх парнелет

Хурăн çинче ӳсекен чага кăмпа питĕ сиплĕ. Ăна сиплĕхĕшĕн «çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ» теççĕ. Кăмпа тĕрлĕ минералсемпе, антиоксидантсемпе пуян. Микробсемпе кĕрешет, вар-хырăм ĕçне йĕркелет, кĕсен-сурансене ӳт илме пулăшать, сывлав тытăмне тата чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне, веществосен ылмашăвне йĕркелет, иммунитета çирĕплетет, юна çĕнетет, юнри сахăр шайне сахаллатать — çакă йăлтах чага кăмпа пирки.

15 Раштав, 2016

«Тантăш» №49 (4515), 15.12.2016

15 Раштав, 2016

Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай - 110 çул!

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çĕр вунă çул çитет. «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацйĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле вилĕмсĕр поэта чысласа пултарулăх ăмăртăвĕ ирттерес терĕмĕр. Вăййа хутшăнакансен çак ыйтусене хуравласа ал çырусене «Тантăш» хаçат редакцине кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен ярса памалла. Тĕрĕс хуравлакансене Тав хучĕпе парнесем кĕтеççĕ.

Pages